Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +2.3 °C
Любовь прощает любимому даже его вожделение.(Фридрих Ницше)
 

Ad

Blog Updates

Шалу пысӑк пулсан Турӑ ҫынни теме юрать-ши?

  12.03.2019 19:02 | 6109 views

Тӳре-шара тӳрккеслӗхӗ пирки юлашки вӑхӑтра нумай калаҫаҫҫӗ. Ҫемҫерех пукан йышӑнакансем хӑйсене ыттисенчен, пирӗн пек ахаль-махаль ҫынтан, пысӑкрах тытасси унччен те пулнӑ пуль-ха. Ахальтен-им «Фитиль» йышши сатира кӑларӑмӗсем, «Капкӑн» йышши журналсем вӗсене питленӗ.

Ҫапах та совет саманинче пуянсемпе чухӑнсем хушшинче уйрӑмлӑх питех сисӗнмен пулӗ. Колхозра трактористра ӗҫлекен ҫын та, пускилти тракторист, Чехословакине путёвкӑпа канма кайнине астӑватӑп. Тепӗр кӳршӗ те, колхозра сенӗк-кӗреҫе кунсерен йӑтса ҫӳренӗ, уй-хирте хӗллехи шартламапа ҫуллахи шӑрӑха пӑхмасӑр тар тӑкнӑ хӗрарӑм, кӑнтӑрта пулнине халӗ те аса илет.

More...

 
[Comments (4)]

Ялта ӑҫта ӗҫлемелле?

  09.04.2017 21:43 | 6941 views

Ҫамрӑксене яла илӗртмелле. Ҫапла калаҫҫӗ юлашки вӑхӑтра влаҫри ҫынсем. Яш-хӗр диплом илсен яла таврӑнтӑр, унта тӗплентӗр тесе майсем туса памалли пирки час-часах сӑмах хускатаҫҫӗ.

Илсе кӑтартам хамӑр яла. Ӑҫта ӗҫлемелле ҫамрӑксен? Фермӑра-и? Ялти ферма тахҫанах ишӗлсе аннӑ. Унччен унта ӗнесем, вӑкӑрсем тытатчӗҫ. Халӗ вите таврашӗ арканса пӗтнӗ. Кӳршӗ ялта ферма пур-ха. Вӑл йӗркеллех ӗҫлет. Анчах унта пурте вырнаҫаймаҫҫӗ. Ҫамрӑксен шкулта ӗҫлемелле-и? Ялта 9 класлӑ шкул та тахҫанах хупӑннӑ.

More...

 

Вӑтамран пур хӗрарӑм та юхха

  16.11.2016 14:02 | 5791 views

Ку статьяна эпӗ анекдотран пуҫласшӑн.

— Президент ҫӗршыври вӑтам ӗҫ укҫи 27 пине яхӑн терӗ. Пӗлес килет, эпӗ ӗҫлеместӗп-и е эпӗ ҫын мар-и? Тен, эпӗ Раҫҫейрен те мар?

— Раҫҫейри вӑтам шалу вӑл — пӗри 2 миллион тенкӗ, тепӗр ҫӗр ҫын 8 пиншер илнинчен пуҫтарӑнать. Тепӗр майлӑ каласан, Петьӑн — 10 панулми, Васьӑн пачах та ҫук. Вӑтамран вӗсен пиллӗкшер панулми. Е тата тӳре-шара какай ҫиет, эпӗ — купӑста, вӑтамран пирӗн меню голубецран тӑрать.

— Апла пулсан пирӗн колхоз председателӗ Глаша пур арҫынпа йӑваланса ҫӳрет, Маша доярка тӑр пӗччен пурӑнать, вӑтамран иккӗшӗ те юхха пулса тухать-им?

More...

 

"Лайăх тÿлеççĕ", - тесе йăл кулнипе кĕсье хулăнланаймĕ

  23.03.2015 20:03 | 3587 views

Пĕр енчен ӳстереççĕ, тепĕр енчен касаççĕ тесе вăрçа-вăрçа ĕçлесе ларать хысна тытăмĕнче тăрăшакан пĕлĕшĕм. Иртнинче вăл йĕрсе ярасси патне çитнĕскер ман пата шăнкăравлать. Чунне уçас тенĕ ĕнтĕ-ха мăнтарăн.

«Пирĕн ĕçе паян пысăк шайри тӳре-шара килчĕ, – ăнлантарать тусăм. – Вĕсем пире халĕ эпир мĕн тери ырлăхра пурăнни пирки каласа кăтартма тытăнчĕç. Ĕç укçине аван тӳлеççĕ, пурнăçĕ пыл та çу имĕш». Çук-ха, хăйсен пурнăçĕ пирки каламан лешсем пыл та çу тесе. Курнăçма пынă хысна тытăмĕнчи çав ĕçченсем çавăн пек ыр курса пурăннине палăртнă.

Пыл та çу пурăнатпăр тенипе тусăм ниепле те килĕшме пултарайман.

More...

 
[Comments (4)]

Тенкӗпе пус тата «ылтӑн ҫӑмарта» ҫинчен

  28.05.2013 20:26 | 4900 views

Ас тӑвасса, пӗр-пӗр пуҫлӑха уголовлӑ майпа айӑплани ӑнсӑртран пӗрре тенӗ пек пулатчӗ. Халь апла мар. Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн, Шалти ӗҫсен министерствин пӗлтерӗвӗсене сӑнӑр-ха - куллен тенӗ пек вӑл е ку пуҫлӑх-ертӳҫӗ ячӗ уголовлӑ ӗҫсенче янӑрать. Юлашки уйӑхсенче вӗсен вӑрӑм списокне хатӗрлеме пулать. Халь ӗнтӗ ҫакӑ тӗлӗнтерет: айӑплаҫҫӗ, хупаҫҫӗ - вӗсем вара иртӗхме ҫав-ҫавах пӑрахмаҫҫӗ. Хӑрамаҫҫӗ! Укҫа-мулшӑн ҫунни хӑрас туйӑма та мӑкатать пулинех.

Шупашкарта авӑ поликлиникӑсенчен пӗрин заведующийӗ пирки каллех уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

More...

 
[Comments (2)]
Orphus

Banners

Counters

0 Flood Chat