Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.3 °C
Любви не утаишь...(А.С. Пушкин)
 

Ad

Blog Updates

Ҫимӗкре масар пасар пек кӗрлемелле-и?

  06.06.2017 22:21 | 7929 views

Мӗн ӗлӗкрен Ҫимӗк чӑваш халӑхӗшӗн пысӑк уяв пулнӑ. Ҫак кун ял кӗрлесе тӑрать кӑна. Ара, аякри хуласенчен тӑван-пӗтен тӗп киле пуҫтарӑнать-ҫке-ха. Пурте пӗрле пухӑнса масар ҫине каяҫҫӗ, пирӗнтен яланлӑхах уйрӑлса кайнисене асӑнаҫҫӗ.

Православи тӗнне ӗненекенсем масар ҫине эрех-сӑра ӗҫме, апат ҫиме каймаҫҫӗ. Вӗсем тӑванӗн вилтӑпри патӗнче ларса ӑна лайӑххипе аса илеҫҫӗ, ӑшра кӗлӗ тӑваҫҫӗ. Ҫапла чиркӳ хушать. Анчах пирӗн, чылайӑшӗн, урӑхла пулса тухать.

Ку ахӑртнех чӑвашсен халӑх йӑли-йӗркипе ҫыхӑннӑ.

More...

 
[Comments (3)]

Мул мар, тӑванлӑх туйӑмӗ пӗрремӗш вырӑнта пулмалла

  08.05.2017 14:39 | 6748 views

Ҫӗнтерӳ кунӗ — ҫулталӑкри чи пӗлтерӗшлӗ уяв. Шел те, ветерансен йышӗ ҫулсерен чакса пырать. Вӑрҫӑ вут-ҫулӑмӗ витӗр тухнӑ, фашистсемпе куҫа-куҫӑн тӑрса ҫапӑҫнӑ паттӑрсен йышӗ питӗ сахал. Халӗ Ҫӗнтерӳ парадне хутшӑнакан ветерансенчен чылайӑшӗ — вӑрҫӑ «хӳрине» лекнӗ салтаксем.

Пирӗн ялта пӗр ветеран та юлмарӗ. Шел питӗ… Пӗчченех пурӑнатчӗ вӑл. Арӑмӗ вилчӗ. Ачи-пӑчи пур-ха, анчах ватӑскере, ӑспа кӑштах арпашӑнма пуҫланӑскере нихӑшӗ те пӑхмарӗ. Пачах пӑхмарӗҫ теме ҫук-ха. Хамӑр ялтах пурӑнакан ывӑлӗн ҫемйи кашни кун пырса ҫӳретчӗ, апат пӗҫерсе паратчӗ.

More...

 

Чӑваш чӗлхи кунӗ сектантсен уявӗ?

  26.04.2017 10:42 | 7670 views

Тӳрех палӑртса хӑварам — ку статьяпа эп чӑвашлӑхшӑн ҫунакансене, тӑван чӗлхин хӑватне ӳстерес тӗлӗшпе тӑрмашакансене пӗрре те сектантсем тесе каласшӑн мар, ҫак сӑмахӑн сивлек сӗмне пӗрре те вӗсем ҫине сарасшӑн мар.

Чи малтанах «секта» тата «сектант» пӗлтерӗшӗсене уҫӑмлатар. Тӗп ӑнлавӗ, паллах, тӗнпе ҫыхӑннӑ. Секта тесе пӗр-пӗр тӗнрен пайланса тухнӑ вӗренӗве калаҫҫӗ. Хӑй сӑмахӗ те латинла secare-рен пулнӑ, чӑвашла вӑл «кас(ӑлса тух), пайла(нса тух)» куҫать. Кӗскен каласан тӗнӗн тӗп вӗренӗвӗпе килӗшсех тӑмансен ушкӑнӗ, тӗп вӗренӗве улшӑнусем кӗртнӗ ушкӑн.

More...

 
[Comments (2)]

Ҫӑварни — ҫӑвар тулли икерчи

  05.03.2017 09:08 | Edit | Delete | 4513 views

Февралӗн 25-мӗшӗнче Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнче Станъял ялӗнчи "Чемен картишӗн" этнопаркӗнче хӗле пӗрремӗш хут ӑсатрӗҫ.

Уява ял тӑрӑхӗнчи 16 ялтан 14 ял хастарӗсем хутшӑнчӗҫ. Кашни ял ҫӑварни карчӑкки туса хатӗрлерӗҫ, кил-картишӗсене юртан тасатса хурансем ҫакса ячӗҫ, сӗтелсем ҫине тӗрлӗрен икерчӗсем, апат-ҫимӗҫ хатӗрлерӗҫ. Атӑлъялтан уява 20 ытла ҫын хутшӑнчӗ. Лилия Матюшкинӑпа Ирина Перлова ҫӗрулми шуратса хуранта шаркку пӗҫерчӗҫ, Людмила Семенова чей вӗретрӗ. Тамара Шаплина вара хӑнасене кӑмпа икерчипе сӑйларӗ, Алевтина Романова вара "кӗлчечек" икерчӗ хатӗрленӗ.

More...

 

Ҫулталӑкӗпе кӳрентерни пӗр кунта каҫӗ-и?

  26.02.2017 13:41 | 3530 views

Паян — Ҫӑварни эрнин юлашки кунӗ. Каҫару ыйтмалли вырсарникун тесе паян пӗр-пӗрин патне шӑнкӑравлаҫҫӗ, тӗрлӗ открытка ӑсатаҫҫӗ, СМС-ҫыру вӗҫтереҫҫӗ. Пӗрне-пӗри ҫулталӑкӗпе кӳрентеретпӗр те кайран, пӗр кун, пӗрне кура тепри каҫару ыйтатпӑр.

Каҫару ыйтма пӗлни лайӑх пулӗ-ха. Анчах ҫав сӑмахра чунтан ӳкӗнни чӗрне хури чухлӗ те пур-ши? Ҫук пек туйӑнать.

Кӳрентерни тенӗрен... Мӗншӗн-ха эпир пӗрне-пӗри кӳрентеретпӗр, кӳренетпӗр? Сӑнанӑ тӑрӑх, чи йывӑр кӳрентерекенсем — ҫывӑх ҫынсем: мӑшӑр, ача-пӑча, тӑвансем, тус-юлташ тесе шухӑшласа пурӑннӑ ҫынсем.

More...

 

Ҫӑварни уявӗ кашнин кӑмӑлне ҫӗклерӗ

  25.02.2017 19:55 | 4426 views

Эх, Ҫӑварни, Ҫӑварни! Вӑрӑм хӗл вӗҫленчӗ те, ҫуркунне хуҫаланма тытӑнать. Ҫак вӑхӑтра чылай ялта хӗле ӑсатаҫҫӗ. Хӑш-пӗр тӑрӑхра ҫак йӑлана ячӗшӗн кӑна ирттереҫҫӗ. Ара, халӗ ҫынсем килтен тухма ӳркенеҫҫӗ, телевизор умӗнчен хӑпаймаҫҫӗ.

Нумаях пулмасть Трак енче, эпӗ ҫуралса ӳснӗ ялта, халӑх пӗрле пухӑнса хӗле ӑсатрӗ. Хальхинче чӑнах та тӗлӗнтӗм. Мӗншӗн тетӗр-и? Унччен ҫынсем унашкал мероприятие ытлах тухмастчӗҫ. Ҫӗнӗ ҫул-и, Кӑшарни-и — пӗрмай пӗр ҫынсемех, пӗр пиллӗкӗн-улттӑн, тухатчӗҫ.

More...

 

«Хыпар» хаҫатӑн тиражӗ пӗчӗк пулнишӗн кам айӑплӑ?

  14.01.2017 21:02 | 6882 views

Паян пӗрремӗш хут Пичет кунне уявланӑ мероприятие хутшӑнтӑм. Унччен те, паян та, унта мана чӗнменччӗ те, вӑл мӗнле иртнине халиччен хам куҫпа курманччӗ, хам хӑлхапа илтменччӗ. Паян вара пырса ҫитме май пулчӗ. Тепӗр тесен, хама та калем ӑсти тесе хаклама пулать-ҫке. Енчен те Мускаври тӳре-шара пирӗн сайта МИХ пек регистрацилеме хирӗҫ пулмасан (хутсене ярса парса) хам та малашне ют ҫын пек унта пулмӑп ӗнтӗ.

Чи малтан мана мӗн тӗлӗнтерчӗ-ха? Ӑна Раҫҫей пичечӗн (кӑрлачӑн 13-мӗшӗ) тата Чӑваш пичечӗн (кӑрлачӑн 19-мӗшӗ) кунӗсене халалланӑ пулин те чӑваш чӗлхи пач та курӑнмарӗ.

More...

 

В Чебоксарах отпраздновали Сурхури

  09.01.2017 21:07 | 8131 views

7 января 2016 года в Чебоксарах отпраздновали Сурхури.

Вот, что говорится о нём в Чувашской энциклопедии (в сокращении):

«Сурхури – в традиционном обрядовом календаре чувашей праздник, связанный с зимним солнцестоянием. Входит в круг новогодней обрядности. Представляет собой комплекс ритуальных действий – гаданий и благопожеланий на предстоящий год. Связан с земледельческой и животноводческой деятельностью. Главные участники – дети и молодёжь.

More...

 

«Ҫӑлкуҫ» кафере иртнӗ Сурхури уявӗ

  08.01.2017 00:17 | 6515 views

Кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче Чӑваш наци культурин «Сӑвар» фончӗ йӑлана кӗнӗ тӑрӑх 15 хут Сурхури уявне ирттерчӗ. Унта чӑвашлӑха аталантаракан чылай ҫын пухӑнчӗ — ваттисем те, ҫамрӑккисем те пулчӗҫ. Эпир вара сире ҫак уявра янранӑ сӑмахсемпе тата юрӑсемпе паллаштарас тетпӗр.

 

Уяв пирки

Сурхури — авалхи чӑваш уявӗ. Ӗлӗкрех ӑна хӗлле кун ӳсме пуҫласан ирттернӗ. Сурхурие ытларах яш-кӗрӗм, ача-пӑча хутшӑннӑ. Сурхури ирттерме ятарласа пӗр киле пуҫтарӑннӑ. Килтен киле пуҫтарнӑ апат-ҫимӗҫрен, сӑраран, тӗрлӗ апатран сӗтелҫи майланӑ.

More...

 

Сурхури уявӗнчи пӑтӑрмах

  05.01.2017 17:43 | 7304 views

Сурхури… Темиҫе ҫул каялла ҫак уява пирӗн ялта анлӑ паллӑ тӑватчӗҫ. Шел те, халӗ ку уяв манӑҫса пырать. Эпир ача чухне ҫветке чупаттӑмӑр. Аслисем те тӗрлӗ тум тӑхӑнса килӗрен ҫӳресе пӑрҫа сапалатчӗҫ. Эх, интереслӗччӗ мӗн тери! Хӑшӗ-пӗри сурхури ачисене кӗртес мар тесе алӑка питӗретчӗ. Урамра тӗл пулнӑ ҫынсене юр ӑшне чӑмтараттӑмӑр. Пӗррехинче ҫветке супса чутах шар кураттӑмӑр. Ун чухнехи пӑтӑрмаха аса илме кӑмӑллӑ мар та, ҫапах каласа кӑтартам. Хамӑр урам ачисем пуҫтарӑнтӑмӑр та пит-куҫа капрон чӑлхапа хупласа, тӑлӑп-пальто, ҫӑмат тӑхӑнса килӗрен кайрӑмӑр.

More...

 
Pages: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8
Orphus

Banners

Counters

0 Flood Chat