Юнгас ҫула «Вилӗм ҫулӗ» тесе те калаҫҫӗ. Ун ҫинче ҫулсерен 300-е яхӑн ҫын пурнӑҫӗ татӑлать. Боливин тӗп хулинчен, Ла-Пасран, асӑннӑ ҫӗршыври Коройко хулине илсе каять. 60 ҫухрӑмлӑ ҫул тем тӗрлӗ хӑпармалли вырӑнсемпе, ҫул ҫаврӑнӑшсемпе пуян. Вӑл ҫулпа чӳк уйӑхӗнчен тытӑнса пуш уйӑхӗччен пачах камйа сӗнмеҫҫӗ: тӗтрене тата ҫумӑра пула ҫул курӑнманпа пӗрех. Ҫул ик айккипе вырнаҫнӑ тӗлӗнмелле хитре вӑрмансемпе шыв тапписем ытарайми илемпе куҫа йӑмӑхтараҫҫӗ.
Тӗнчери мӗн пур япалана пӗлсе ҫитерме ҫук. Хӑш-пӗр япала чӑннипех те тӗлӗнтерет.
- 1916 ҫултанпа АПШра ҫуртсене почтӑпа яма чарнӑ. Ку саккун пӗр арҫын 40 тонна йывӑрӑш ҫуртне Юта штат урлӑ ярсан тухнӑ. Арҫын фрахт ставкисене нумай тӳлесшӗн пулман.
Канадӑра улачӑла (е пӑнчӑллӑ) кӳлӗ пур. Унӑн ячӗ Клилук. Е ӑна Споттед теҫҫӗ. Кӳлӗ питӗ илемлӗ. Вӑл мӗншӗн ҫапла улачӑла-ха? Шывра минерал нумай пухӑннӑ. Клилукра, ытти кӳлӗпе танлаштарсан, магни сульфачӗ, кальци, натри сульфачӗ тата ытти япаласем (кӗмӗл, титан йышшисем) - чи нумаййи.
Ҫулла кӳлӗри шыв самай пӑсланса пӗтет, ҫавна май минералсенчен хӑйне евӗр утравсем тӑрса юлаҫҫӗ. Кӳлӗре пысӑк пӑнчӑсем юлаҫҫӗ. Ҫулталӑкӑн тӗрлӗ вӑхӑтӗнче минерал йышне кура вӗсем тӗрлӗ тӗслӗ пулаҫҫӗ. Ҫулла унри усӑллӑ япаласем хытаҫҫӗ, ҫавна май пӑнчӑсем тавра ункӑ пулать.