Тӗнчери мӗн пур япалана пӗлсе ҫитерме ҫук. Хӑш-пӗр япала чӑннипех те тӗлӗнтерет.
- 1916 ҫултанпа АПШра ҫуртсене почтӑпа яма чарнӑ. Ку саккун пӗр арҫын 40 тонна йывӑрӑш ҫуртне Юта штат урлӑ ярсан тухнӑ. Арҫын фрахт ставкисене нумай тӳлесшӗн пулман.
Италири Кастальхранкӑ-Эмиле хула ҫумӗнче вырнаҫнӑ Панцано замокра хӑйне евӗр ретроурапасен пуххи вырнаҫнӑ иккен. Замок хуҫи те, урапасен хуҫа те — Марио Ригини.
Кунта, сӑмахран, сайра тӗл пулакан Alfa Romeo урапасем пур, вӗсен шутӗнче Tazio Nuvolari’s 8C 2300 та. Ку урапасен пуххинче Lancia моделӗсем те вырнаҫнӑ, ҫав шутра — Stratos.
Санкт-Петербург тесенех куҫ умне вырӑс усадьбисем, капӑр парксем, кармансем тухаҫҫӗ. Унта вӗсем чӑннипех те нумай ҫав. Анчах Питӗрте никамах та пӗлмен вырӑнсем те пур. Вӗсем те хӑйсен илемӗпе тӗлӗнтереҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри — Гатчинск гейзерӗсем.
Гатчинск районӗнчи Корпиково ялӗнчен инҫех мар – вӑрмансем. Унта ҫӗр айӗнчен шыв тапса тӑрать. Шӑпах ҫаксене вырӑнти халӑх Гатчинск гейзерӗсем тет. Ҫак фонтансен ҫӳллӗшӗ 1,5 метртан ытлашши мар, анчах вӑрман ҫывӑхӗнче вӗсем питех те илемлӗ курӑнаҫҫӗ.
Тӗнчере тӗлӗнмелле вырӑнсем пур. Вӗсен вӑрттӑнлӑхне ӑнланма та йывӑр.
Винчестерсен ҫурчӗ. Вӑл АПШри Калифорнире вырнаҫнӑ. Ку вилла пысӑк, унта 160 пӳлӗме яхӑн, картлашка нумай. Кунта тӗлӗнмелле тӑлӑх арӑм пурӑннӑ. Кунта мӗлкесем те пур текен сас-хура ҫӳрет.
Кил хуҫи Сара Винчестер упӑшкинчен тӑлаха юлнӑ, вӑл мӑшӑрне питӗ юратнӑ. Ҫемье пуян пулнӑ, ҫавна май Сара валли укҫа нумай юлнӑ. Пӗррехинче Сарӑна упашки мӗлки куҫа курӑннӑ-мӗн, лешӗ мула ултавлӑ майпа ӗҫлесе илнине пӗлтернӗ. Винчестерсен йӑхне тухатнӑ-мӗн, ҫавӑнпа улталаннӑ ҫынсен мӗлкисем укҫа хуҫине йӗрлӗҫ иккен.
Вӑрӑм чӗрне, паллах, хӗре илем кӳрет. Анчах пур япалан та виҫи пур-ха. Хӑш-пӗр пике чӗрне ӳсменшӗн, вӑл хуҫӑлнӑшӑн пӑшӑрханать. Чӗрне шутран ытла вӑрӑм пулмасть тетӗр-и? Йӑнӑшатӑр. Тӗлӗнмелле те, вӑрӑм чӗрнеллӗ арҫынсем те пур иккен.
Чи вӑрӑм чӗрнеллӗ ҫын Лас-Вегасра пурӑнать. Крис Волтон юрӑҫ 45 ҫулта. Ӑна ытларах Графиня ятпа пӗлеҫҫӗ. Вӑл 2011 ҫулта Гиннесс рекорчӗсен кӗнекине кӗнӗ. Специалистсем унӑн сулахай аллинчи пысӑк пӳрнин чӗрнине виҫнӗ. Чи вӑрӑмми! Вӑл 91 сантиметрпа танлашнӑ.
Канадӑра улачӑла (е пӑнчӑллӑ) кӳлӗ пур. Унӑн ячӗ Клилук. Е ӑна Споттед теҫҫӗ. Кӳлӗ питӗ илемлӗ. Вӑл мӗншӗн ҫапла улачӑла-ха? Шывра минерал нумай пухӑннӑ. Клилукра, ытти кӳлӗпе танлаштарсан, магни сульфачӗ, кальци, натри сульфачӗ тата ытти япаласем (кӗмӗл, титан йышшисем) - чи нумаййи.
Ҫулла кӳлӗри шыв самай пӑсланса пӗтет, ҫавна май минералсенчен хӑйне евӗр утравсем тӑрса юлаҫҫӗ. Кӳлӗре пысӑк пӑнчӑсем юлаҫҫӗ. Ҫулталӑкӑн тӗрлӗ вӑхӑтӗнче минерал йышне кура вӗсем тӗрлӗ тӗслӗ пулаҫҫӗ. Ҫулла унри усӑллӑ япаласем хытаҫҫӗ, ҫавна май пӑнчӑсем тавра ункӑ пулать.