Илен (Илем) кунӗнче ҫуралнӑ тусӑма
Г.А. Дегтярёва
Вӗри…
Кӑвак тӳпеллӗ утӑ кунӗ
Кӑмакари пек туйӑнать:
Кӑшт сулхӑнта кӑна халь канлӗ,
Ахалӗн макӑр: чун тухать.
Пӑчӑ…
Капашсӑр шӑрӑх — ҫумӑр кирлӗ,
Тавралӑх шывшӑн антӑхать.
Ӑҫта-ши халӗ ҫурҫӗр ҫилӗ?
Ниҫта пӗр пӗлӗт курӑнмасть.
Ай-ай…
Хӗвел хӗртет, ҫӑлсамччӗ Турӑ —
Чӑтма май ҫук-ҫке кунӗпе.
Хӑйӑр ҫинче ҫунать ҫан-ҫурӑм,
Ӳт-тир сурать сӗвӗннипе.
More...
Ҫуллахи вӑхӑта чылайӑшӗ чӑтӑмсӑррӑн кӗтет. Нумайӑшӗ отпускра канать. Ҫак вӑхӑтра мӗн кӑна тума пулмасть-ши?! Ҫак сӗнӳсем ҫуллана питӗ кӑсӑклӑ, ҫав вӑхӑтрах усӑллӑ ирттерме пулӑшӗҫ.
Педаль ҫавӑрӑр. Хирӗҫ вӗрекен уҫӑ варкӑшпа киленӗр, кулӑр, тӗнче илемлӗ пулнӑшӑн савӑнӑр.
Юратнӑ утиял, минтер, килте усӑ куракан савӑт-сапа (анчах лавккари пластмасса савӑт мар), эрешлӗ салфетка, килте пӗҫернӗ тутлӑ апат… Ҫутҫанталӑк лапамӗнче каннине нихӑҫан та манмӑр!
More...