Европӑри вӑрмансем сахалланса юлнишӗн чи малтанах этем яваплӑ. Кивӗ тӗнчере ҫын ури пырса пусман вӑрман тупма май ҫук ӗнтӗ, анчах хальхи вӑхӑтра кунта аркатаканӑн утти ҫеҫ мар.
Вӑрманти ҫутҫанталӑкӑн упранса юлнӑ лаптӑкӗсене час-часах уйрӑм майпа хӳтлӗхре усраҫҫӗ, ҫыннисем те унта ытларах ырӑ шухӑшпа килеҫҫӗ.
Хӑй тӗллӗн ӳссе ларнӑ вӑрман лаптӑкӗ Европӑра пурӗ 27 ҫеҫ шутланать, анчах та юлашки ҫулсенче ырӑ туртӑмсене те асӑрхама пулать, сӑмахран, тискер чӗрчунсем таврӑнаҫҫӗ, вӑрман лаптӑкӗсем те ӳсеҫҫӗ.
Европӑра халӗ чи пысӑк «вӑрман утравӗсем» Раҫҫейре, Финляндире, Швецире, Норвегире тата Румынире сыхланса юлнӑ.
Тӗнчере хӑйне евӗр ача пахчисем пур. Кӗтессӗр, вӑрманта…
Индири Aadharshila Vatika ача пахчине шӑпӑрлансем хаваспах чупаҫҫӗ. Унӑн ҫурчӗ архитектура конкурсӗсенче чи лайӑххисен йышне час-часах кӗрет. Ача пахчинче спорта, пултарулӑх студийӗсене аталантарнисӗр пуҫне пӗчӗккисен тавракурӑмне анлӑлатаҫҫӗ. Ку ҫуртӑн хӑйне евӗр дизайнӗнчен те паллӑ. Вӑл пулӑшнипе ачасем тӗнчепе паллашма вӗренеҫҫӗ.
Норвегире аш-какай ҫитермен ача пахчи пур. Ачасем унта пачах какай ҫимеҫҫӗ, йогӑпа, медитаципе кӑсӑкланаҫҫӗ, пӗҫерме, ӳсен-тӑрана пӑхма вӗренеҫҫӗ.
Юнгас ҫула «Вилӗм ҫулӗ» тесе те калаҫҫӗ. Ун ҫинче ҫулсерен 300-е яхӑн ҫын пурнӑҫӗ татӑлать. Боливин тӗп хулинчен, Ла-Пасран, асӑннӑ ҫӗршыври Коройко хулине илсе каять. 60 ҫухрӑмлӑ ҫул тем тӗрлӗ хӑпармалли вырӑнсемпе, ҫул ҫаврӑнӑшсемпе пуян. Вӑл ҫулпа чӳк уйӑхӗнчен тытӑнса пуш уйӑхӗччен пачах камйа сӗнмеҫҫӗ: тӗтрене тата ҫумӑра пула ҫул курӑнманпа пӗрех. Ҫул ик айккипе вырнаҫнӑ тӗлӗнмелле хитре вӑрмансемпе шыв тапписем ытарайми илемпе куҫа йӑмӑхтараҫҫӗ.
Хулара пурӑнакан ҫынна тем тесен те ҫав-ҫавах ялалла туртать. Ҫак шухӑш ун пуҫӗнче пӗрре те пулин ҫуралатах. Енчен те эсир ҫак вӑхӑтпа шӑп та лӑп ун пирки шухӑшлатӑр пулсан сире валли ятарласа тӗнчери чи илемлӗ ял кӗтесӗсен сӑнӗсене кӑтартӑпӑр: