Цель энциклопедии – собрать знания, рассеянные по свету, привести их в систему, понятную для людей, ныне живущих, и передать тем, кто придет после нас.
Французский энциклопедист ХVIII века Дени Дидро
Завершается выпуск серии энциклопедий районов Чувашской Республики и чувашских национальных краеведческих справочников компактной диаспоры. Из «заграничных» чувашских энциклопедий похвальную оценку получили труды составителя, редактора и издателя Дмитрия Кузьмина («Пензенская, Саратовская и Ульяновская области», в 2-х томах, Ульяновск, 2009, 2012) и краеведа-журналиста Виктора Симакова («Чувашские населенные пункты Самарской области: краеведческий словарь», Чебоксары, 2005; энциклопедия «Чувашские населенные пункты Самарской области», Самара, 2014), коллективные энциклопедии «Чуваши Башкортостана» и «Знатные чуваши Татарстана».
Иосиф Дмитриев режиссёр, Трер псевдонимпа та паллӑскер, каласа панинчен:
ГИТИСра пӗлӳ илнӗ вӑхӑтра виҫӗ уйӑхлӑх практикӑра пултӑм. Ку тапхӑрта спектакль лартсан та, лартмасан та юратчӗ. Эпӗ хатӗрлерӗм. «Кӗре кӗрсен» постановкӑна аслӑ ӑрури артистсем паянхи кун та астӑваҫҫӗ.
Ҫамрӑксене яла илӗртмелле. Ҫапла калаҫҫӗ юлашки вӑхӑтра влаҫри ҫынсем. Яш-хӗр диплом илсен яла таврӑнтӑр, унта тӗплентӗр тесе майсем туса памалли пирки час-часах сӑмах хускатаҫҫӗ.
Илсе кӑтартам хамӑр яла. Ӑҫта ӗҫлемелле ҫамрӑксен? Фермӑра-и? Ялти ферма тахҫанах ишӗлсе аннӑ. Унччен унта ӗнесем, вӑкӑрсем тытатчӗҫ. Халӗ вите таврашӗ арканса пӗтнӗ. Кӳршӗ ялта ферма пур-ха. Вӑл йӗркеллех ӗҫлет. Анчах унта пурте вырнаҫаймаҫҫӗ. Ҫамрӑксен шкулта ӗҫлемелле-и? Ялта 9 класлӑ шкул та тахҫанах хупӑннӑ.
Юлашки вӑхӑтра Скандинави утти анлӑ сарӑлчӗ. Спортӑн ку тӗсне хулара тӗпленнисем, те ялта пурӑнакансем те юратаҫҫӗ. Алла патак тытаҫҫӗ те темиҫе ҫухрӑм утаҫҫӗ. Ытларах аслӑ ӳсӗмри ҫынсем ҫак мелпе сывлӑхне ҫирӗплетеҫҫӗ.
Скандинави утти ялта анлӑ сарӑлни савӑнтарать. Тӗслӗхрен, пирӗн ялта пурӑнакан хӑш-пӗр хӗрарӑм выльӑх-чӗрлӗх картинче ӗҫе вӗҫлесен алла икӗ патак тытать те утма тухать. 2-3 ҫухрӑма парӑнтараҫҫӗ вӗсем. Ҫак хӗрарӑмсем 40-60 ҫулсенчисем. Килти ӗҫсене вӗҫлесен телевизор умӗнче ахаль лариччен сывлӑхне ҫирӗплетеҫҫӗ вӗсем.
Эпӗ Упи ялӗнче пурӑнатӑп. Вӑл Ҫавал шывӗ хӗрринче ларать. Анчах та ку тӗлте Ҫавал питӗ ансӑр та ӑшӑх. Инҫех те мар кӳлӗсем ҫуталса выртаҫҫӗ. Вӗсене тӗрлӗ сӑлтава кура ят панӑ. Тӗпсӗр кӳлӗ тесе ӗлӗк-авал кӳлӗ тӑршшӗне вун икӗ вӗрен ҫыхса виҫсе пӑхсан та ҫитейменнишӗн каланӑ. Торф кӑларнӑ вырӑнта пулса кайнӑскерне Торф кӳлли тенӗ. Йывӑҫсем ӳснине кура Сархурӑн кӳлли ят панӑ. Пирӗн тӑрӑхра шыв ытларах ҫырмасенче. Ҫавӑнпа та кунти ялсем ҫырмасем тавра вырнаҫнӑ.
Ӗнер кӳршӗ ялта туй пулчӗ. Ялӗ инҫех мар вырнаҫнӑ. «Вара мӗн — туй?» — тейӗ хӑшӗ-пӗри. Анчах вӑл мана тыткӑнларӗ. Мӗншӗн тесен хӗр илме килекенсем чӑваш туйӗн юррисене шӑрантарчӗҫ. Туй юррисене итлеме ҫав тери кӑмӑллӑ пулчӗ. Аякранах уйӑрса илтӗм: каччӑ енчисем хамӑр тӑрӑхрисемех — Трак енчи туй юррисене пӗтӗм урам илтмелле янӑраттарчӗҫ.
Астӑватӑп-ха: эпир пӗчӗк чухне хӗр илме кайнӑ чухне туй арӑмӗсем хура кӗпе тӑхӑнса, тӗрлӗ-тӗслӗ хӑюллӑ хыҫҫакки ҫакса каятчӗҫ. Хӗр енчисем вара — шурӑ кӗпепе.
Чылай ялта пулма тӳр килет. Шел те, нумайӑшӗнче клубсем хупӑнаҫҫӗ. Сӑлтавӗ пӗрре – ӑна тытса тӑмашкӑн хыснара укҫа ҫук. Ял халӑхӗ куншӑн пӑшӑрханать-и? Тен, аслӑ ӳсӗмрисем кулянаҫҫӗ пуль, ҫамрӑккисем вара — пачах ҫук. Вӗсем тахҫанах клуба тухма пӑрахнӑ ӗнтӗ, телефон, компьютер ӑшне путнӑ.
Ҫапах, манӑн шухӑшпа, ялта клуб пулмаллах. Вӑл — культура вучахӗ. Халӑхӑн пӗрле пухӑнмалла, концерт курмалла-ҫке-ха. Тепӗр енчен, ялта клуб пулсан та ҫынсем унта тухмаҫҫӗ. Концерт лартаҫҫӗ-и, спектакль килет-и — ҫын сахал пухӑнать.