(Чӑваш ваттисен тӗп канашӗн ертӳҫи В.П.Станьял 2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Елчӗкри вӑтам шкулта тата Ҫӗрпӳри Культура Керменӗнче чӑваш чӗлхи ячӗпе каланӑ сӑмах)
Чӑваш чӗлхин кунӗсене 1926 ҫулта «Чӑваш чӗлхи ҫинчен» саккун йышӑнсан ирттерме пуҫланӑ. Вуласа пӑхӑр-ха ҫав 90 ҫулхи саккуна. Вӑл тӑван чӗлхене чӑнах та хисепе хурса ҫырнӑскер. Кайран ӑна лутӑркаса тӑкнӑ. 1990 ҫулхи Саккуна та ик ҫултан хырса хӗстерчӗҫ. Ку саккун тӗшшинчен Чӗлхе кунӗ кӑна юлчӗ пулмалла.
Ĕнер эпĕ Елчĕк районĕнче пултăм. Ĕçпе унччен те тĕрлĕ района сахал мар çитнĕ-ха, çав шутра Елчĕк районĕнче те пулман мар. Хальхинче вара официаллă икĕ мероприятие хутшăнма тÿр килчĕ.
Пĕрремĕшĕ, "Чыслăх салтакĕсем" кĕнеке хăтлавĕ, районти вулавăшра иртрĕ. Чăвашла кĕнекене чăвашла хăтланинче тĕлĕнмелли çук та тейĕн. Анчах хăш-пĕр çĕрте ял пухăвне те вырăсла ирттернине шута илсен елчĕксен чăвашла хăтлавĕ савăнтармаллипех савăнтарчĕ.
Унтан, кăнтăрла иртни 2 сехетре, район активĕ социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тишкерме пухăнчĕ.
Елчӗк ялӗнче "Яльчики" ТСЖ (Пушкин тӑкӑрлӑкӗ,16-мӗш ҫурт) ҫуртшӑн йӗркеллӗ тӳлесе тӑракан ҫынсене сирӗн парӑм пур тесе извещени ярса хыпарлать, ҫурт-йӗре тытса тӑнӑшӑн тӳлеме ыйтать. "Содержани" статьяна вара ӑнлантарса паман извещенире, сумми кӑна. Хваттер е ҫурт хуҫин мӗншӗн тӳлемелле -- паллӑ мар. Ыйтса ан тӑрӑр, килсе тӳлӗр тени ӗнтӗ ку. ТСЖ "Яльчики" текенни вара лампочка пӑрса хунисӗр пуҫне нимӗн те тумасть, укҫа ҫеҫ пуҫтарать. Унта заявлени парса кӗмен ҫынсене те ҫавӑн пекех муритлеҫҫӗ. ТСЖ йӗркеленин срокӗ те тухнӑ ӗнтӗ, ун вӑхӑчӗ 2014 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнче вӗҫленнӗ.