Паянхи ҫулҫӳреве эпир Кӑнтӑр Америкӑри Рикон дель Бонете кӳлӗ хӗрринче ирттерӗпӗр. Тӗрӗсрех каласан, ҫак кӳлӗ хӗрринче вырнаҫнӑ Сан-Грегорио-де-Поланко хулара ҫӳрӗпӗр.
Википеди пире ӑнлантарса панӑ тӑрӑх ку хула Уругвайӑн Такуарембо департаментӗнче вырнаҫнӑ. Хула статусне вӑл 1994 ҫулта тин илнӗ. Никӗслессе вара ӑна 1853 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗнче пуҫласа янӑ.