Шупашкар хула влаҫӗсем кинемисене урамран хӑваласа кӗртме йышӑннӑ. Ку ыйтӑва тӳре-шара чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫавра сӗтеле пухӑнса сӳтсе явнӑ.
Турра шӗкӗр, республикӑн тӗп хулинчи портфельлӗ ҫынсем урама уҫӑлма тухнӑ ватӑсене хӑваласшӑн мар-ха. Вӗсем хула урамӗсенче суту-илӳ тӑвакансемпе йӗрке тӑвасшӑн. Урамра сутса лараканӗсем, иртсе ҫӳренӗ чух асӑрханӑ тӑрӑх, чылай чухне — ҫулланнӑ ҫынсем.
Ятарласа ирӗк паман вырӑнта сутакансемпе мӗн тумаллине сӳтсе явма пакунлисем те — Шупашкар хулинчи ШӖМӗн управленийӗн полици пуҫлӑхӗн ҫумӗ Сергей Филиппов, ЧР Патшалӑхӑн ветеринари службин аслӑ инспекторӗ Алексей Семёнов, Шупашкар хулин тӗп ветеринарӗ Андрей Сидоренко — пуҫтарӑннӑ.
Польшӑран – улма-ҫырла, Укаринӑран - сӗт, сӗткен, соя, Молдовӑран консерв илсе килме чарӗҫ. Вӗсене тата ытти хӑш-пӗр ҫимӗҫе пирӗн лавккасенче сутма юрамасть. Ҫакна Роспотребнадзор тата ытти ведомство ӗҫченӗсем тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ.
Тӗрӗслев ҫирӗп пулсан та Польшӑран илсе килнӗ панулми, Турцирен кӳрсе килнӗ иҫӗм ҫырли сутнине тупса палӑртаҫҫӗ. Вӗсене килограмӗ-килограмӗпе туртса илсе тӗп тӑваҫҫӗ.
Халӗ чылай лавккара Раҫҫейре ҫитӗнтернӗ панулми курма пулать. Вӗсене пирӗн пата Краснодартан кӳрсе килеҫҫӗ.
Красноармейски районӗнчи Йӗпрем ялӗ ҫывӑхӗнче ферма пур. Унта ӗнесем тытаҫҫӗ, вӑкӑрсем те пур. Тахҫан вӑл колхозӑн пулнӑ. Вӑл аркансан ӑна пӗр ҫын туяннӑ, халӗ ӑна ертсе пырать.
Ним те каламастӑп: ферма йӗркеллех ӗҫлесе пырать. Никам аллине те лекмен тӗк вӑл тахҫанах юхӑнса пӗтӗччӗ. Халӗ ав унта ӗҫ кал-кал пырать. Ҫӗнӗ йышши хатӗр-хӗтӗр те вырнаҫтарчӗҫ унта. Ферма «сывлама» тытӑнсан ял ҫыннисем валли ӗҫ вырӑнӗ те пулчӗ.
Пӗр самант ҫеҫ кӑмӑла хуҫать. Фермӑран куллен тислӗк нумай кӑларма тивет.
Мӑнкун ҫитсен темшӗн ачалӑх аса килет. Ун чухне пысӑк ҫак уяв асамлӑ пек туйӑнатчӗ. Темӗнле ырлӑх кӗтеттӗмӗрччӗ эпир ун чухне. Урамри вӗтӗр-шакӑрпа пухӑнса ҫерем ҫине выляма каяттӑмӑр, килтен илсе тухнӑ тутлӑ апат-ҫимӗҫпе пӗр-пӗрне хӑналаттӑмӑр. Пӗлместӗп мӗншӗн, анчах Мӑнкуна шутсӑр кӗтеттӗмччӗ.
Аслисем, атте-анне, тӑвансем, ҫак кун ир-ирех ҫӑмарта хӗрететчӗҫ. «Христос чӗрӗлнӗ!» ҫак сӑмахсемпе анне вӑратни халӗ те асрах. Ҫак кун хӗвел те ташласа тухатчӗ. Кӑҫал темшӗн ҫанталӑк лайӑхах пулмарӗ — Мӑнкун кӗркуннехи пек ҫумӑр ҫуни тахҫанах пулманччӗ.
Ял хуҫалӑх продукцийӗ нихӑш саманара та хаклӑ пулман-тӑр. Ҫук-ха, тӗрӗсех те каламарӑм. Лавккаран туяннӑ чух сӗчӗ те йӳнех мар, хӑйми те, тӑпӑрчи те, турӑхӗ те, аш-пӑшӗ те, ҫӑмарти те. Анчах апат-ҫимӗҫ хакне хӑпартаканӗсем продукцие туса илекенӗсем мар-ҫке. Сутнӑ чухне вӗсен ҫак продукцие ячӗшӗн хакпах ярӑнтарма тивет. Кун пирки маларах Чӑваш халӑх сайчӗ ҫырнӑччӗ-ха. Унтанпа нимӗн те улшӑнман. "Агро-Инноваци" хысна предприятийӗ ӗнентернӗ тӑрӑх, сӗтӗн пӗр литрне паян сӗт-ҫу савучӗсем килограмне вӑтамран 19 тенкӗ те 97 пуспа туянаҫҫӗ.
Ял халӑхне мӗн пӑшӑрхантарать? Сӗт хакӗ. Ара, тупӑш тумалли тӗп мелсенчен пӗри-ҫке вӑл. Ял ҫынни сӗт сутса та пулин газшӑн, ҫутӑшӑн тӳлемеллех укҫа тӑвать.
Анчах хак ял ҫыннине калаҫтарма пӑрахмасть. Лавккасенче сӗт хакӗ йӳнелни курӑнмасть. Пачах тепӗр май — ӳсет ҫеҫ. Сӗт туянакансен вара хакӗ йӳнелсех пырать. Чылайӑшӗ каланӑ тӑрӑх, хаксем пӗлтӗрхинчен пӗчӗкрех пулнӑ. Ун чухне 20 тенкӗрен иртнӗ, кӑҫал вара — пӗчӗкрех.
ЧР Ял хуҫалӑх министерствин сайтӗнче кӑтартнӑ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗ тӗлне чылай районта сӗте 15–16 тенкӗпе пухнӑ.
Чупкӑна чукмарпа чараймӑн теҫҫӗ халӑхра. Хӑйсен унталла та, кунталла та чупнине арҫынӗсем грек чӗлхинчен кӗнӗ «полигами» ӑнлавпа сӑлтавласа тӳрре тухма пӑхаҫҫӗ-ха.
Анчах сывӑ ача-пӑча ҫураласси пирки калаҫнӑ май специалистсем пачах расна ӑнлантарнине тӗл пулатӑн. Вӗсен шучӗпе пурнӑҫра шӑпах хӗрарӑма нумай арҫын кирлӗ. Ҫакӑн сӑлтавӗ иккӗ ҫине иккӗ хутласси пекех ансат-мӗн: хӗрарӑмӑн сывӑ ача ҫуратмалла, ун валли ӑна сывӑ арҫын кирлӗ. Тепӗр майлӑ каласан, сывӑ ачана пӗтӗлентерме сывӑ ар тупмалла.