Чупкӑна чукмарпа чараймӑн теҫҫӗ халӑхра. Хӑйсен унталла та, кунталла та чупнине арҫынӗсем грек чӗлхинчен кӗнӗ «полигами» ӑнлавпа сӑлтавласа тӳрре тухма пӑхаҫҫӗ-ха.
Анчах сывӑ ача-пӑча ҫураласси пирки калаҫнӑ май специалистсем пачах расна ӑнлантарнине тӗл пулатӑн. Вӗсен шучӗпе пурнӑҫра шӑпах хӗрарӑма нумай арҫын кирлӗ. Ҫакӑн сӑлтавӗ иккӗ ҫине иккӗ хутласси пекех ансат-мӗн: хӗрарӑмӑн сывӑ ача ҫуратмалла, ун валли ӑна сывӑ арҫын кирлӗ. Тепӗр майлӑ каласан, сывӑ ачана пӗтӗлентерме сывӑ ар тупмалла.
Икĕ алла пĕр ĕç теме юратаççĕ чăвашсем. Анчах пурте çавăн пек шухăшлаççĕ-и-ха.
Хальхи вăхăтра сахал мар чăваш, ытти хăш-пĕр халăх ывăл-хĕрĕ евĕрех, Мускава ĕçлеме çӳрет. Пирĕнисем Мускава кăна та мар, ытти ергиона та тухса каяççĕ. Сăмахран, кӳршĕллĕ Чулхула, Чĕмпĕр облаçĕсене, Тутар Республикине. Тӳре-шара вара ĕçлес текен валли ĕç пур тесе ĕнентерме тăрăшать. Кама ĕненмелле? Çакăн пирки пуç ватрăмăр та эпир.
Вырăнти лару-тăрăва пĕлес тесе хăш-пĕр предприятие, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем патне шăнкăравларă.