Иртсе каякан ҫула пӗтӗмлетнӗ май ҫакна калама пулать — чӑваш халӑх сайчӗшӗн вӑл япӑхах пулмарӗ. Кӑҫал эпир конкурссем нумаях ирттермерӗмӗр пулин те ҫав-ҫавах пӗрре ҫӗнӗ йышшине йӗркелерӗмӗрех — ку вӑл «Чӑваш ачи, сассуна пар!» видеосӑвӑсен конкурсӗ. Чылайӑшне килӗшрӗ, пур енчен те ӑнӑҫлӑ иртрӗ теме пулать. Шел те ҫитес ҫулта унашкалли ирттерме вӑхӑт тупаймӑпӑр пулӗ — ун вырӑнне эпир «Шан мана, тӗнче!» литература конкурсне тата чӑвашла сайтсен ӑмӑртӑвне йӗркелӗпӗр.
Иртсе каякан ҫулта пирӗн сайт хӑйӗн сӑнне улӑштарчӗ — ҫӗнӗ улшӑнусем чылайӑшне килӗшрӗҫ, вӗсем ӑна ырларӗҫ.
Аса илтеретпӗр: Вӑйӑ конкурс инҫет майпа 2013 ҫулхи ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 21-мӗшӗччен (00.00 сехетчен)ҫеҫ пырать.
Пӗлме: Красноармейски район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Красноармейски районӗнчи тата Чӑваш Республикинчи шкулсенче 5-11 классенче вӗренекенсем валли «Улӑп – 2013: Эпир Улӑп йӑхӗнчен» уҫӑ тата инҫет вӑйӑ конкурс ирттерме йышӑннӑ.
"Улӑп-2012: Эпир Улӑп йӑхӗнчен" вӑйӑ конкурса хутшӑнма заявка ярса памалли кунсен шучӗ сахаллансах пырать. Тепӗр 4 кун ҫеҫ юлчӗ. Аса илтеретпӗр: Вӑйӑ конкурс ака уйӑхӗн 17-25-мӗшӗсенче иртет. Унта 5-7, 8-9, 10-11 класра вӗренекенсем хутшӑнма пултараҫҫҫӗ. Унччен малтан учитель пуҫарнипе Microsoft Exsel формӑпа шкултан mixaj_58@mail.ru электрон почти ҫине заявка ярса памалла. Унта ҫак реквизитсене кӑтартмалла:
1. Хушамат, ят, ашшӗ ячӗ
2. Шкул
3. Класс
4. Телефон
5. E-mail
6. Вӗрентекен
Конкурса пуҫлама вӑхӑт ҫитсен вӑйӑ ертӳҫи ачан е учителӗн электрон почти ҫине йыхрав ярать.