Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш томКатӑлнӑ уйӑхЙышăнман сăмахсемУтартаĔмĕр сакки сарлака. 1-мĕш томВăхăт таппиÇул хыççăн çул

Чун кĕтет


Ватăсен кунĕ

теç паян –

ăçта кайса

уяв тăвас?

Мунчана

кайсан аван –

унта кĕме

çăмăл пулас.

 

Анчах та

апла мар иккен –

пире унта

ытлах кĕтмеç.

Тулли тӳле

эс кĕриччен –

тӳлемесен

пĕртте кĕртмеç.

 

Ăçта кĕтеç

ватăсене,

чăнласа панă

уяв кун;

Çăмăллăх

пур-ши вĕсене?

Кĕтеç вĕт ăна

кашни чун...

«Тăпсинчен тăпăлса тухасла туйăма…»


Тăпсинчен

тăпăлса

тухасла

туйăма

Хĕсекен

хĕввĕмех

хĕстерсе

хумасан

Аркатать —

арканса

айĕнче

амана(тă)н,

Тĕппипе

тĕпренсе

тĕнчерен

тасала(тă)н.

 

Çакăнтах

çăварти

çăхавна

çăтмасан,

Йăнăшна

йăмтарса

йăвунта

йăпансан

Сирпĕтсе

салататăп.

Саккунлă

сăлтав —

Малалла

«Сăввăмпа сăмахшар сыптарса ӳсĕртетĕп…»


Сăввăмпа

сăмахшар

сыптарса

ӳсĕртетĕп:

ӳлĕмрен

ӳнерпе1

ӳрĕклентĕр2

халу.

Каçăхман3

кăмăлна

катренпа4

тӳпелетĕп —

тулнипе

тутунтан

тăкăнмалăх

куллу...

Уншăнах

умăнта

утăмшар

пусăмлатăп —

пур-пĕрех

пултару

парăнтарĕ

сана.

Састашпа5

сăйласа

савнăçна

тăрантарăп:

техĕмне6

тумламшар

тутансамччĕ

кăна.

«Хута кĕрет шап-шурă хут…»


Хута кĕрет шап-шурă хут

Анне пекех: ӳпкевсĕр, тимлĕ.

Ӳпне7 ӳкетĕп тепĕр хут

Темле: ни чĕрĕ мар, ни вилĕ...

 

Хĕрхеннĕрен каллех чĕркет:

Аманнă ăсăм, чĕмĕм8 чирлĕ.

Чĕлхем вĕçне тумлать шерпет

Такам. Пĕрех. Мана çак кирлĕ.

 

Куççуль юхмасть — хӳхлет калем9

Тăшман, тăван, çулташ10 юлманшăн.

Кунта юлать манран валем11:

Хамах, хамах суйларăм ашăм12.

 

Ăшра — суран, сăнра — пĕрме13

Тахçан йĕрленнĕ хурлăх, савнăç.

Сутмастăпах нихçан пĕрне —

Мана вĕсем парнелĕç канăç.

 

Тĕке'р вырне — шап-шурă хут —

Çунман, çĕрмен яланлăх тынă14.

Путармĕ шыв, витермĕ вут —

Юнпа тарпа Ăстаçă çырнă.

Михал Михалчăн икĕ пурнăçĕ


(Унăн килти йытти Барс каласа панă тăрăх)

 

Тĕлĕнетĕп эпĕ сирĕнтен, çынсем!..

Хăвăрăн пурнăçра хăш чух пĕр-пĕр чăрмав пулать-и, ăнсăртран кансĕртерех самант килсе тухать-и (ку шута профсоюз пухăвĕнчи критикăпа самокритика, арăмĕ мĕншĕн те пулин пĕр эрне хушши мăртлатса çӳрени, пĕртен-пĕр юратнă ывăл умлă-хыçлă ик-виçĕ хут вытрезвителе лекни т. ыт. те кĕрет), — ялан пире асăнса ӳпкелешетĕр:

— Ман пурнăç — йытă пурнăçĕ! Тӳсме çук!..

— Хăçан хăтăлас ку анчăк пурнăçĕнчен! — тетĕр.

Час-часах тата, ăçтан та пулин — ĕçрен-и, сакăр-тăхăр сехете тăсăлнă пухуран-и — хытăрах ĕшенсе таврăнсан, пукан çине лак! ларатăр та, хаш! сывласа:

— Йытă пекех ывăнтăм паян! — тесе хуратăр.

Анчах эсир çавăн пек каланисенче тĕрĕсси пит сахал вĕт! Пĕрре-пĕрре, пуша вăхăтра, эсир юриех шухăшласа пăхăр-ха çавăн çинчен. Тупата туршăн, пирĕн пурнăç эсир шутланă пекех йывăр мар. Тата эсир калана пек ывăнмастпăр та эпир. Паллах, пулкалать тепĕр чухне, пурнăç нихçан та пĕр пек килмест вăл… Ун çинчен каярахпа калăп-ха. Малтан эп сире хампа паллаштарам…

Малалла

Çирĕп алă


Çамрăк чухне

эп шутламан,

пенсионер

пулассине.

Ватăласран та

хăраман –

курнă – мĕн

курассине.

Пĕчĕкренех

пĕлнĕ пулас,

Турă

мĕн чухлĕ панине.

Панă пулсан,

ман мĕн тăвас –

итлеп мĕн

каланине.

 

Турă çĕр çирĕм

çул парать –

пурне те,

суйламасăрах.

Çын вăл

хăйне хăвалать,

Тур çырнине

пăхмасăрах.

 

Ку тĕнчерен

тухса кайма

çĕр çирĕм

меслет те пулĕ!

Эх, тытăнаç

çавăртарма!

Пĕтсе пырать

пурнăçăн çулĕ.

Ун пеккине

эпĕ те курнă –

пурнăç саккунĕ

çине сурнă...

Çур ĕмĕрĕм

иртсен кăна

ăнланса илтĕм

эп ăна.

 

Халь никама та

вĕрентместĕп,

мĕнле пурнассине

сĕнместĕп –

анчах та

хамăн пурнăçа

çавăртăм эп

савăнăçа!

 

Кунта та пур

çĕршер меслет –

кашни çын

ăна пĕлет!

Улшăнусем

тăвас тесен –

Малалла

Саксафон


Маэстро! Ан чарăн... Выля та кала эс...

Чун-чĕре хĕлĕхне сĕртĕнсе ыраттар...

Ах, саксафонçă! Пачах та туймастăн эс...

Ыйтатăп — ан чарăн... Пăлхат... Çавăрттар...

 

Маэстро! Ирĕк пар мана юратма эс...

Саксафон кĕввипе тăранми антăхам...

Пурнăçри усал-тĕселе хăвала эс...

Пĕрчĕн-пĕрчĕн арканнă чуна пуçтарам...

 

Маэстро! Вĕçтер чунăма тӳпене эс...

Çылăхлă çĕр асап-нушине тасатам...

Ыр çыннăм, курап: ман пекех çунатлă эс...

Саксафон кĕввипе çĕнĕрен çуралам...

 

Маэстро! Пĕлсем: сиплевçĕ-асамçă эс...

Кĕвĕ урлă вилсе-чĕрĕлсе сывалар...

Ах, саксафонçă! Асаплантаратăн эс...

Мĕнех... Ан чарăн... Пăлхат... Çавăрттар...

 

1.03.2021

«Шухăша ăшăмра авăртса кĕрпелерĕм…»


Шухăша ăшăмра авăртса кĕрпелерĕм —

Кăмăлпа аласа сăввăма михĕлеc.

Кирлĕ кун кăлармашкăн пĕрерĕн-пĕрерĕн

Пуçăмра уйăратăп пĕр пĕчĕк кĕтес.

 

Кĕлеткен кĕлетне вырнаçсассăн типтерлĕн

Ăсăмпа сăвăрса тасататăп кас-кас.

Самана такани суллантарĕ тем тĕрлĕ —

Выçăпа касăхсан тутанма авăсас.

 

Хальлĕхе çырлахмалăх вун икĕ йĕркелĕх

Туйăмсен хывăхне сутлăха кăларам.

Кĕлешмесĕр туян — йӳнĕрех халь йĕркелĕх,

Хакланса каясса тĕмсĕлни те тарам.

«…Кун каçа сăмахсен купине таптарсаччĕ…»


...Кун каçа сăмахсен купине таптарсаччĕ;

Çылăхран сăвапа чаваларăм хамах.

Пур-пĕрех тем çитмерĕ, ларман кăмăл карчĕ15

Пыр тĕпне йĕклетет çĕхреленнĕ16 сăмах.

 

Шухăшсен çиппине хутăрлать халь Астăвăм —

Чыхланса ырана такăнса кĕресрен.

Шуçăмччен васкасах сĕвемлет-ха, кур, Сăввăм —

Йĕркешер пĕтĕрет пăтранса йӳтесрен.

 

Çĕрлехи улахра хуçаланĕ Ăстайăм17

Йĕкелле ухăнса таш ташлать, ав, Калем.

Сых ятне хуралта тăрать мар-и-ха Тайăн18

Ыйăхпа кахала хӳтермешкĕн каллех...

 

Паянхи кунăма çаврăмпа пӳклемесĕр

Эртелтен хăпаймастăп ирччен, ахăртнех.

Вĕçлесен: тишкерсе — тиркесе, татăр — тĕсĕр —

Çăмăлланă амашăн ун чух пур-пĕрех.

О, савнă тусăм


Авланас килет.

Çак шутпа эп мĕн кăна туман-ши? Мĕн кăна шутласа кăларман-ши? Кам кăна пулман-ши?

Çав шутпах пĕррехинче эп танкист пулса та куртăм. Ох, тетĕп, танк, тетĕп, çав тери вăйлă вăл, тетĕп. Атăл урлă та çаплах ишсе каçма пулать унпа, тетĕп.

— Паром çине лартсассăн-и? — терĕ çумра утса пыракан çавра питлĕ хĕр.

— Как так? — тетĕп. — Вăл вĕт танк!..

— Пĕлетĕп, — терĕ хĕр. — Эпĕ трактористка. Танк мĕнлине те пĕлетĕп.

Унпа эп урăх калаçмарăм. Тепрехинче тепĕр хĕр умĕнче летчик пулса пăхрăм. Эх, тетĕп, аэроплан, тетĕп, ун çине ларса курман пулĕ-ха эс?

— Ун çине ларман, ăшне кĕрсе ларнă, — терĕ хĕр. — Эпĕ хам летчица. Производствăри ĕçрен уйрăлмасăр вĕренсе тухрăм.

Урăх калаçмарăм. Тепрехинче артиллерист пултăм.

— О-о-оййй! — терĕ хĕр. Кăвакарчăн пек вăл йăлтăртатрĕ. Чĕкеç пек чĕвĕлтетрĕ. Куçĕсене култарчĕ. Ак халех вăл манăн ытама кĕрсе ӳкĕ тесе хавхаланса тăратăп. — Пыр-ха, — терĕ хĕр. — Кĕçĕр пыр-ха ман патăма. Килех пыр...

Хĕр парса хăварнă адрес тăрăх каç пулнă-пулманах тухса суллантăм. Çитрĕм. Хĕр мана калама çук хавасланса, ăшă ыйхăран та ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Килте хăйсĕр пуçне никам та кансĕрлекен çукки çинчен пĕлтерчĕ.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 8 9 10 11 12 13 14 15 16 ... 796
 
1 ӳнер — искусство
2 ӳрĕклен – хăвартрах пул
3 каçăх — тăран
4 катрен – тăвата йĕркерен таракан сăвă çаврăмĕ
5 састаш — рифма
6 техĕм — тутлăх
7 Ӳпне — лицом вниз
8 Чĕм — дыхание, жизнь
9 Калем — перо
10 Çулташ — попутчик
11 Валем — обьявление, оповещение
12 Ашăм — заснеженная дорога
13 Пĕрме — морщинки
14 Тынă — свидетель, очевидец
15 карт — паллă
16 çĕхре — пăтранчăк
17 ăстай — ăсталăх
18 тайăн – пурнăçламалли тĕллев