Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ЕркӗнКăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеВӗре ҫӗленСăвăсемпе поэмăсемСунарçă халлапĕсемĔмĕтсем, ĕмĕтсем...Хĕçпе çурла

«Хула пекех хитре Çĕпрелĕ...»


Хула пекех хитре Çĕпрелĕ...

Ялти пекех кунти йăла:

Урамĕ пылчăклă-çĕпреллĕ,

Кил-çурчĕ кивĕ те хăла,

 

Авалхилле пур хăтăр-хатăр

Урлах выртса ярать тымар...

Çĕнелесси пулать-тăр-ха та,

Анчах та çак кунсенче мар.

 

 

2002, ака, 12.

Татарстан, Çĕпрел.

«Çарăмсана каллех эп килтĕм...»


Çарăмсана каллех эп килтĕм.

Мĕнле пурнатăн, Шелепи!

Лачкам хура та шĕвĕ çилĕм

Пушмак тулли ăсса та илтĕм

Санпа пушмак-мĕн шеллĕп-и?

 

2001, çĕртме, 15.

Шурьял клубĕ умĕнче.

Тулă тинĕсĕ


Çăра та тулăх ешĕл тулă

Лăпкать те ачашлать çĕре,

Хĕвел кустăрмине хăй урлă

Ярăнтарса çĕклентерет.

 

Хаваслăн тухрĕ председатель

Çырансăр тинĕс пек хире.

Сукмакпала хуллен утать вăл,

Ырлать уç сывлăмлă ире.

 

Илемлĕ ир. Анчах ку иршĕн

Эпир юн тăкнă сахал мар.

Илемлĕ çĕр. Эпир çак çĕршĕн

Халь пултаратпăр савăнма.

 

Хирпе утать ак çĕнтерӳçĕ,

Курать вăл — тырăсем паха!

Кунта — чун уçă, шухăш уçă,

Ĕмĕт вĕçет малашлăха.

 

Тар-юн тăкни ахаль пулмарĕ,

Тар-юн имлерĕ уй-хире.

Хаваслă юрăпа чыслар-и

Çак аслă çутă ĕмĕре!

Тĕлĕк


Те ир ку? Те уйăх çутиллĕ каç? Йĕри-тавра те çеçен хир, те тинĕс-океан? Янкăр тӳпе пек те туйăнать. Ниçта та нимĕнле çурт-йĕр те, чĕрчун та курăнмасть. Ӳсен-тăран та çук кунта. Йывăçсем те ӳсмеççĕ. Шăплăх. Чуна çӳçентерекен шăплăх.

— Хĕрĕм, ут ман хыççăн, ан хăра, — илтрĕ Антонина Васильевна.

Кам сасси? Ăçтан килет ку сасă? Питĕ чуна çывăхскер. Лăпкать, ачашлать вăл чуна. Ара, амăшĕн сасси-çке. Пулма пултараймасть! Амăшĕ çут тĕнчерен уйрăлса кайнăранпа нумай çул иртрĕ ĕнтĕ.

— Эпĕ ку, Туня, эпĕ ку. Аннӳ-çке. Ан хăра манран. Эпĕ сана илме килтĕм, — ачашшăн çупăрларĕç палланă алăсем.

Çав вăхăтра Тоня умне çĕртен тӳпенелле кармашакан, лăс-лăс силленекен чикмек пырса тăратрĕç. Амăшĕ çав чикмек тăрăх çӳлелле йăпăр-япăр улăхса кайрĕ те аллипе Тоньăна кăчăк туртса чĕнчĕ:

— Улăх, улăх, хĕрĕм. Манран ан юл. Пусмаран пусма çине улăхать Тоня. Анчах та ниепле те амăшне хуса çитеймест. Пусмисем те çирĕп пек. Вĕсене саваланă сап-сарă хăмаран ăсталанă. Сарлака хăйсем. Темшĕн çак пусмасем пусмассерен унта-кунта силленеççĕ, чӳхенеççĕ, Тоньăна амăшĕ хыçĕнчен ярасшăн мар тейĕн.

Малалла

«Ах, ытла телей тупни инкеке кăна...»


Ах, ытла телей тупни инкеке кăна,

Ман шăпа çапла пулни хурлăха кăна.

 

Алăка уçать сив çил, ах, епле хупас,

Чăн телейĕме, савни, ман епле тупас.

 

Ман тăшман сана курса илĕртет ялан,

Эс ăна кăна савса пултăн ман тăшман.

 

Ман мĕскер халь тумалла? Каласам, савни!

Хурлăха кăна-шим пулчĕ эп сана савни...

Çĕр çинче


Çĕр

уçлăхра — кăвак, тет.

Çĕр çинчен

вĕçсе кайма пулать, тет, аякка.

Унта, тен, çĕр

лăпкăлăхла çиçет,

унта вăл, тен,

йăлт канăçлă,

яка.

 

Кунта —

пурин те пур хуйхи-суйхи.

Ăнлантарать

тем

шăпчăк

юпана.

Чун евĕр пушанса юлать уй-хир.

Кунта кашни

хăйне май йăпанать.

 

Прозаик тинĕс ытамне куçать.

Куçран карап пек

çухалать тĕнче.

Поэт,

тепре килет тесе,

имçам

шырать пуласлăх çӳлĕкĕ çинче.

 

Кукамăш

Марс çине хăйпе пĕрле

илмен те —

ун мăнукĕ макăрать.

Кунта — чĕре те кайкăр чĕппилле

çунатсемпе çунать пек кăкăрта.

«Туратсен черчен хура тушьне çĕнсе...»


Туратсен черчен хура тушьне çĕнсе

юр ӳксе çутатрĕ: çутă-çутă.

Çутăрах та çутăрах çиçеç кунсем.

Хĕл иртет те, çу татах та çутă.

 

Тертĕм-шухăшăм, санпа эпир паян

çутă куçĕ умĕнче пурнатпăр.

Мĕн ырри е усалли иртет каять,

çутăра кăна тăрса юлатпăр.

 

Çутă-çутă тăвансенĕн куçĕсем.

Ачасен сăн-пичĕсем хавас та çутă.

Туратсен черчен хура тушьне çенсе

юр ӳксе çутатрĕ: çутă-çутă.

«Лупасай пӳлминче шуçтупань пулнă ман...»


Лупасай пӳлминче шуçтупань пулнă ман.

Пĕр кӳлсе пĕр тухсан сулнăк-сулнăк пулман.

 

Шуçтупань пуçĕнче аçтаха кӳлепи:

çăлтăра хăвалать — юлăп-и, çитĕп-и?

 

Çăлтăра çитессе шутлама — шутламан,

пулнă савăнăç шеп — юмаха утланма.

 

Иртен кун тĕшшине кашни çамрăк уçать,

çăлтăра тав туса, эп çĕклеттĕм пуçа.

 

Çăлтăра тав туса, эп çĕклеттĕм пуçа —

«Тав сана, манăн çăлтăрăм», —

теттĕм пуль çав.

 

Иртрĕç çав вăхăтсем, çук асамлă çуна.

Çăлтăр çеç çутăрах. Вăл пуриншĕн çунать.

Халăх пурнăçĕ — хавхалану çăлкуçĕ


Формипе нацилле, содержанийĕпе социализмла культурăн анлă анине пуянлатма, хитрелетме пĕтĕм вăйпа тăрăшса, Аркадий Эсхель аллă çул ытла ĕçлерĕ. Ун ăс-хакăлĕн тĕренĕ пултарулăх çĕрне пур чухне те тарăн та шăйрăксăр сухалама ăнтăлчĕ. Вăл ырă тĕллевпе ӳстернĕ шухăш çимĕçĕпе эпир сахал мар савăннă, савăнатпăр та.

Манăн тантăшсемшĕн, Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансассăнах ялта та, хулара та мăннисен вырăнне тăрса тылри мĕнпур ĕç-пуçăн лавне ытла та ир кӳлĕннĕ ăрушăн, А. Эсхель творчестви уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унăн сăвви-юррине эпир пуçламăш шкулта вĕреннĕ чухнех вулама, пăхмасăр калама хăнăхнă. Каярахпа, аравасăр тертлĕ вăхăтра, авăннă пилĕк тӳрленеймесле хытса ларичченех тырă вырнă е ӳкеслех ывăнса суха тунă уйра та, килтен аякра, Анăçра, пуç çийĕн тăхлан шăхăрса-йăнласа сирпĕннĕ окоп-траншейăра та — ăна час-часах аса илнĕ, ун илемĕпе киленнĕ, хĕрӳлĕхĕпе хавхаланнă. Эппин, А. Эсхель произведенийĕсем, пултаруллă ытти писательсен пекех, пире хастаррăн ĕçлеме те, Тăван çĕршыв малашлăхĕшĕн паттăррăн çапăçма та сахал мар пулăшнă.

Çав çулсем, пирĕн ачалăхăн юлашки тапхăрене çамрăклăх та, фашизм чĕртнĕ вăрçă вутĕнче çунса, тахçанах асаилӳ семĕнче кăна кăварланса юлчĕç. Çапах та А. Эсхелĕн хальхи произведенийĕсем анчах мар, малтанхи сăввисенчи сăнарсем, ӳкерчĕксем те куç умĕнчех тăраççĕ, чылай йĕрки-строфин кĕввисем яр-уççăн илтĕнеççĕ.

Малалла

«Çурчĕ юлмасть, çулĕ пулмасть...»


Çурчĕ юлмасть, çулĕ пулмасть,

Шывĕ те ларĕ типсе.

Алăк-хапха текех уçăлмасть,

Татăлнă кивĕ йĕпсе...

Çĕнни сисĕнми шăтарса тухать

Кайса çухалать кивви

Аваллăх тĕрри çеç пăртакçă юлать,

Тен юлĕ пĕр-икĕ кĕвви...

 

2001, раштав, 19.

Юнкă, С.М. Янтуш 180 çулĕ

■ Страницăсем: 1... 216 217 218 219 220 221 222 223 224 ... 796