Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ТутимĕрХĕллехи каçсенчеВĕлле хурчĕ — ылтăн хуртӐшӑ ҫумӑрПурнӑҫ утравӗсемÇут пайăркаВăрман ачисем

Паян


Тӳпе те тĕпсĕр. Юр та шурă.

Урам та çаплах вĕлле пек сĕрлет.

Пĕр эпĕ кăна паян пач урăх,

ма тесен эс паян манпа пĕрле.

 

Ыран, пĕлетĕн, ăсанĕ поезд,

шпалсем мĕлтлетĕç çине-çинех.

Шур тĕтĕм çеç аллисене тăсĕ

Чĕр палăк пулнă юратакан енне.

«Çын илме çуралнă...»


Çын илме çуралнă. — Илет.

Кам пама çуралнă. — Поэт.

Çур çĕр иртсен


Кĕçĕр ыйхăсăр эп хам. —

Çур çĕр иртнĕ мар-и?

Кантăкран килсе пăхсам,

çуркунне сăнарĕ.

 

Ан ыйт эп миçерине:

ман хыçра пĕр-икĕ

пур хаваслăх, пур инкек.

Эс — вунулттăри хĕр.

 

Эп çапла шутлап, пике,

чунсенчи сăвапшăн

васкас марччĕ сан питех. —

Каçарсам сăмахшăн.

 

Кӳрентертĕм-и, элле?

Калаçса эп маннă:

çуркунне, сан ӳсмелле,

канмалла пуль манăн.

Кĕтме пĕлекенсем телейлĕ


Вĕсем паллашнă чухне сивĕ кăрлач уйăхĕччĕ. Анчах ку сивĕ икĕ çамрăк чĕрешĕн ниме те пĕлтермерĕ. Калăн, вĕсем хăйсен вĕри чĕрисемпе çанталăка ăшăтса тăраççĕ. Аленăшăн ку юрату хĕлхемĕ пĕрремĕш хут пулчĕ, çавăнпа та Стаса хĕр пĕтĕм чĕререн юратса пăрахрĕ. Уншăн вăл пурнăçне те пама хатĕрччĕ. Стас çакна питĕ лайăх ăнланчĕ, хĕре питех те кӳрентерес темерĕ.

Çуркунне те çывхарса çитрĕ. Çуркуннене çамрăклăхпа юрату вăхăчĕ теççĕ, çуркунне пĕтем тавралăх чĕрĕлет. Чăнахах та çапла. Çутçанталăк кĕске саманчĕ пурне те чĕрĕ тĕс кĕртет, иксĕлми вăй парать.

Çурхи кунсем çитнĕшĕн чи малтанах çепĕç хĕр чĕри савăнчĕ. Халĕ текех никамран та ыйтра тăмĕç. Урамра каçхине ăшă, ирччен ларсан та шăнмастăн. Пĕр сăмахпа каласан, хĕрпе каччăн савăнăçлă кунĕсем çывхарчĕç.

Анчах...

Пурнăç хӳри кукăр теççĕ çав. Яланах тикĕссĕн шуса пымасть. Хуйхи-суйхи те çителĕклех. Стаса юлашки вăхăтра тем пулчĕ — Алена темĕнле кĕтсен те килме пăрахрĕ. Хĕр çурхи каçсене минтере йĕпетсе ирттерчĕ. Мĕн тăвăн ĕнтĕ?

Вăхăт майĕпен шăвать, чĕрери суран та пăртак хупланать. Анчах яланлăхах мар. Ĕмĕр-ĕмĕр тарăн йĕр хăварать. Алена хуллен клуба çӳре пуçларĕ. Çынсемпе мĕн вăй çитнĕ таран пĕрле пулчĕ, ташларĕ. Анчах куçĕсемпе яланах такама шырарĕ, çынсем хушшинче палланă çын сăнĕ курăнса каймасть-ши тесе сăнарĕ. Çук, курăнмарĕ юратнă çын сăнĕ. Шăп çав вăхăтра сар хĕрĕн пурнăçне тепĕр каччă кĕчĕ. Паллашма клубрах паллашрĕç.

Малалла

Студент


Сисмесĕрех пилеш хĕрелчĕ,

Вăрман тумланчĕ ылтăн тум.

Кая юлса тухать хĕвел те,

Хирте чупмасть тек ешĕл хум.

 

Çулла хумханнă тулă, авă,

Кĕрнеклĕн кĕчĕ капана.

Хĕрсем хĕрсех çапаççĕ авăн,

Юррисене итле кăна!

 

Çак ирхине ялтан эс тухрăн,

Эс уртнă йывăр кутамкка.

Сан утмалла пĕр вăтăр çухрăм

Тӳлек те такăр сукмакпа.

 

Сан чĕрӳне кăштах салху пек,

Хыçра юлать-çке тăван ял.

Хыçра юлать янравлă купăс

Тата... тин тытнă вĕри ал.

 

Анчах умра сан — çутă алăк,

Эс тытнă ĕмĕт те таса.

Куç пек кĕтет-çке тăван халăх

Эс ăс пухса таврăнасса.

 

Эс кирлĕ çын пул тăван ялшăн,

Ан ман çăршывăмăр пилне.

...Уй хайхинче çаплах ачашшăн

Хĕр сулкалать шур тутарне.

Ĕмĕт


Кил мулкачи пул

Кил мулкачи.

Вара тустармĕччĕ тăман.

Ют çил ачи.

 

Çӳремĕттĕм тĕнче касса,

Асап тупса,

Мана ачашшăн лăпкаса

Эсĕ пăхсан.

 

Кил мулкачи пуласчĕ ман,

Çемçе, çавра.

Выртасчĕ çухави пулса

Мăю тавра.

 

Эп пулăттăм вара санпа,

Ялан санпа.

Вараланмасăр тусанпа,

Таса сăнпа...

Телейлĕ пул, савни


1. Йăлтăртатать хĕвел, йăлтăртатать хĕвел,

Шевлисене сапать вăл таврана.

Сарă хĕвел пĕрчи, сарă хĕвел çулçи

Йăлтăравне паратăн эс мана.

 

Хушлав: Телейлĕ пул, савни,

Телейлĕ пул, савни,

Хĕвел илемĕ саншăн сапăнать! (2 хут)

 

2. Хавасланать тĕнче, хавасланать тĕнче,

Хаваслăхне ярать вăл таврана.

Çутă тĕнче шевли, çутă тĕнче хевти

Пекех эс туйăнатăн халь мана.

 

Хушлав: Телейлĕ пул, савни,

Телейлĕ пул, савни,

Тĕнче чипере саншăн çăврăнать! (2 хут)

 

3. Çутă хĕвел шевли, çутă тĕнче тĕвви

Пиллет тулли кунçул савакана.

Умра мĕн пуласси, эпир мĕн тупасси

Килет санпа иксĕмĕртен кăна.

 

Хушлав: Телейлĕ пул, савни,

Телейлĕ пул, савни,

Эсĕ телейлĕ чух чун савăнать.

«Анат Кама, Анат Кама...»


Анат Кама, Анат Кама,

Анат Кама хулинче,

Эп çӳретĕп, эп çӳретĕп

Вутпа çулăм айĕнче.

 

Чун хыппи — джигит тутарăм,

Ăш хыппи - чăваш каччи...

Чĕрене вутпа хыптартăм

Çулăмра айван ăшчик.

 

Манăн юрату ăнмарĕ

Савнисен пушарĕнче,

Ни сӳнмерĕ, ни путмарĕ

Чулман Атăл шывĕнче...

 

Анат Кама, Анат Кама

Анат Кама хĕррипе

Эп çӳретĕп, эп çӳретĕп,

Эп çӳретĕп çĕрĕпе.

 

Ку енче шевле вылярĕ,

Тĕтĕм вĕçрĕ леш енче.

Те чăвашĕ, те тутарĕ

Вутланать чĕре çинче.

 

Манăн юрату ăнмарĕ

Савнисен пушарĕнче,

Ни сӳнмерĕ, ни путмарĕ

Чулман Атăл хумĕнче.

Çĕпĕр сивви


Манăн кӳршĕ Афанасий Ефимович Ефимов çитмĕл çул тултарчĕ. Ăна çав ятпа Хисеп грамоти памалла туни çинчен эпĕ радиопа илтрĕм. Указне ирхи хыпарсемпе пĕрле вуласа пачĕç.

«Хисепе тивĕçлĕ çын, — савăнса шухăшларăм хам ăссăн. — Халăх ĕçĕнче нумай ĕçленĕ, нумай хура-шур курнă. Пурнăç ăна апла та, капла та авса пăхнă, пурпĕрех хуçайман. Çӳçĕ кăна чарлан çуначĕ пек чăпарланса юлнă. Анчах хăй çирĕп-ха. Сухалне тăтăшах хырса тăнипе сăнĕ-пичĕ кĕре те çап-çутă курăнать. Çийĕ-пуçĕ те яланах типтерлĕ».

Манăн çав самантрах, кӳршĕм патне кайса, ăна çуралнă кун ячĕпе ырă сывлăх сунассăм килчĕ. Вăхăт илĕм-тилĕм ир пулнипе кăна чарăнса тăтăм. Чăн та, пирĕн икĕ килйыш пĕрпĕринпе питĕ çывăххăн хутшăнса пурăнать. Ирне-каçне уяса тăрасси çук. Парас-илесре те халиччен чăрмав пулман. Эпир, Афанасий Ефимăчпа иксĕмĕр, час-часах шахматла тытăçатпăр, çав хушăра пирĕн арăмсем диван çинче сăмах-юмах вакласа лараççĕ. Е тепĕр чух тăватсăмăр пĕр сĕтел хушшине ларатпăр та доминолла çапатпăр. Çук, халиччен пирĕн хушăмăрта хура кушак иртсе курман.

Эпĕ Афанасий Ефимăч патне кăнтăрла тĕлнелле кĕтĕм. Вăл, куçлăх тăхăннăскер, пысăк пӳлĕм варринчи çавра сĕтел хушшинче ларатчĕ. Арăмĕ, Анук аппа, яланхи пекех, кухньăра тем тăрмашать. Вĕсен икĕ пĕчĕк мăнукĕ тепĕр пӳлĕмре çуйхашса выляни илтĕнет.

Малалла

«Килсе çитет те çуркунне...»


Килсе çитет те çуркунне —

хуçаланма пуçлать.

Тӳпе хывать сăркка тумне,

кăвак тĕсе куçать.

 

Киоск урам кĕтесĕнче,

пĕрремĕш лĕпĕш пек,

çунатланать хĕвел çинче,

çиçет улт-çич тĕспе.

 

Асфальт типет юр шывĕнчен.

Çилпе тусан куçать.

Е курăнаççĕ кĕленче

ванчăкĕсем куçа.

 

Каçпа хуткупăс ирĕлет.

Çуртсен кĕтесĕсем

тапса сикеççĕ хирелле,

пире хĕсе-хĕсе.

 

Утаççĕ иккĕн. Ушкăнпа.

Хуллен е сулăмрах.

Чĕвĕлтетеççĕ е гопак

тĕвеççĕ урамрах.

 

«Урамсенче мĕн-ма шăпах

çуркуннепе, халь тин,

нихçан пулман йăваш хакпа

сутаççĕ апельсин?»

 

Асăрхамаççĕ, çирĕмре

çуркуннепе кашни —

Çĕр чăмăрĕ çинче пĕрре,

кашни — тĕнче патши.

 

Кăшт аслă çеç эп.

Çуркунне çитнишен те хавас.

Куратăп эпĕ ун чунне,

мана вăл — палламасть.

■ Страницăсем: 1... 213 214 215 216 217 218 219 220 221 ... 796