Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сана ҫырма сӑмах ҫитетПограничниксемАтăл шывĕ юха тăратьИлле ТăхтиШевле çутиĔмĕр сакки сарлака. 1-мĕш томХӗвел мулкачӗсем

Пĕр уйăх çеç


Сана курса паллашнă çуркунне

Пĕр уйăх çеç юрларĕç шăпчăксем.

Çимĕкченех-çке манчĕç юррине.

Тен, çавăрмарĕç йăвине вĕсем?

 

Санпа пĕрле çӳренĕ каçĕсем

Ытла та сулхăн пулчĕç-çке, савни!

Шур тутăрне çыхмарĕç çĕмĕртсем —

Пĕтерчĕ пулĕ сивĕ тăм тивни.

 

Çавна пулах, тен, пирĕн тĕлпулу

Телей кӳмерĕ çамрăк чунсене.

Юратăва пĕр шелсĕр уйрăлу

Çĕнме пултарчĕ сивĕ çуркунне.

 

Пĕр уйăх çеç юрларĕç шăпчăксем,

Çимĕкченех-çке манчĕç юррине!

Чĕртме пĕлмерĕç пирĕн чĕресем

Чăн юратун асамлă çулăмне!

Манаймарăн пулсан


Яштака хурăнсем симĕс тутăр çыхсан,

Пахчари çĕмĕртсем шурă тум тăхăнсан,

Шăпчăксен юррипе ыйхăран вăрансан

Аса ил эс мана, манаймарăн пулсан!

 

Аса ил эс, савни, çăлтăрсем çуннине,

Хурăнсем айĕнче юнашар ларнине.

Инçете кайнă чух ыра çул суннине,

«Кĕтсе илĕп» тесе ăсатса янине!

 

Эп çӳренĕ çĕрте хурăнсем кашламаç,

Шурăмпуç килнĕ чух шăпчăксем юрламаç.

Сан мерчен куçусем асăмран тухаймаç,

Ман çӳрес çулăма çутатса йăлкăшаç.

 

Яштака хурăнсем симĕс тутăр çыхсан,

Пахчари çĕмĕртсем шурă тум тăхăнсан,

Инçетри çĕрсенчен Турăпа таврăнсан —

Кĕтсе ил эс мана, манаймарăн пулсан!

Карусель


Тем сарлакăш кустăрма,

Ун тавра вуншар сăпка

Тытăнсассăн çаврăнма

Сывлăшра силлет, лăпкать.

 

Кайăк евĕр хăвăртах

Ухăнатăн çӳлелле.

Туйăнать умра йăлтах

Юмахла та тĕлĕкле.

 

Йывăç-курăк, пĕлĕт, çĕр

Тĕрлĕ тĕслĕ вылянса

Вĕлтлетеççĕ вĕçĕмсĕр

Асамат пек карăнса.

 

Пĕтĕм сывлăш пӳлĕнет,

Уçлăхри пек темелле.

Пур ача та киленет

Çаврăнса вĕçнипеле.

Ăçта каян, кăсăя?


— Чи-чи! кăсăя,

Ăçта каян, кăсăя?

 

— Улăм, мамăк, тёк пухма,

Кил-çуртăма юсама.

 

— Чи-чи! кăсăя,

Ăçта каян, кăсăя?

 

— Хурт-кăпшанкă пуçтарма,

Чĕпсене тăрантарма.

 

— Чи-чи! кăсăя,

Ăçта каян, кăсăя?

 

— Сывлăшра йăр-яр вĕçме,

Чĕппĕмсене вĕрентме.

 

— Чи-чи! кăсăя,

Ăçта каян, кăсăя?

 

— Сад пахчи хураллама,

Ачасене пулăшма.

Япалан йĕрки пур


Славăпа Андрей пӳрте кĕрсенех тĕрткелешме тытăнчĕç. Амăшĕ темиçе хут асăрхаттарса каласан та илтмĕш пулчĕç.

Сасартăк Андрей пуçĕпе сĕтел кĕтессине пырса çапăнчĕ. Юн юхма тапратрĕ. Айтуру! Чарма та çук. Киле «васкавлă пулăшу» машинине шăнкăравласа чĕнмелле пулчĕ.

Вăйăран вăкăр тухать тенĕ çав ваттисем.

Путексем


Халĕ пирĕн выльăхсем

Хăрамаççĕ сивĕрен.

Вăрăм çăмлă сурăхсем

Ним шăнмаççĕ витере.

 

Мăтăр-мăтăр сурăхсем,

Мунча тулли путексем.

Чăлттик-чалтти! урайĕнче

Сиккелеççĕ ир çинче.

 

Эх, ташлассăмах килет

Вĕсемпе ман мунчара.

Ыталатăп путеке,

Ачашлатăп, юратап.

Хĕл умĕн


Йĕпкĕн шурă çăнăх пек

Лăпсăр-лăпсăр юр çăвать.

Ав çанталăк сивĕтет,

Ерипенех хĕл ларать.

 

Çук, кĕтменччĕ хĕллене,

Килетех тем пурпĕрех.

Выльăх-чĕрлĕх картана

Кĕрсе тăчĕ ăшăнма.

 

Сăхмансем те алсишсем

Хатĕрлеççĕ аннесем.

Эпир, çамрăк ачасем,

Хатĕрлетпĕр конькисем.

 

Хатĕрлетпĕр конькисем,

Хатĕрлетпĕр йĕлтĕрсем.

Кĕç тытатпăр кĕнеке —

Пикенетпĕр вĕренме.

 

Ыр кĕççе пек çеремсем

Купалатпăр пӳрт тавра.

Ăшă пултăрччĕ тесе

Шухăшлатпăр хамăра.

 

Сыснасен те çурисем

Нăриклетрĕç ир-ирех.

Йăткалаççĕ улăмсем

Хăтăласшăн сивĕрен.

Пĕчĕк тусăмсем


Садри чăрăш çине çакрăм

Капăрлатнă сырăша.

Унта тулă кĕрпи сапрăм

Пуринчен те ир тăрса.

 

Чăкăтне те шеллемерĕм,

Чылай хутăм вакласа.

— Тусăмсемĕр, килĕр, — терĕм, —

Хăналанăр савăнса.

 

Вĕлтĕр-вĕлтĕр вĕçсе килчĕç

Çерçисем те уйăпсем.

Апат-çимĕçпе киленчĕç

Çепĕç чунлă тусăмсем.

Манаймăп


Нихăçан та сана эп манаймăп,

Сан пекки нихăçан та тупаймăп.

Чунăмра пысăк тунсăх пулсан та

Сан патна нихăçан таврăнаймăп.

 

Сывлăм тăрăх санпа эп утаймăп,

Кашни ир шурăмпуç тĕл пулаймăп.

Тем пекех курас килчĕ пулсан та

Сан патна çĕнĕ çул эп хываймăп.

 

Юратун çунса кайрĕ кĕперĕ:

Уйрăлу пит нумай-çке кĕтмерĕ!

Пĕр-пĕрне сăмах панă пулсан та

Çын сăмахĕ пире шеллемерĕ.

 

Чунсене хытă чул-çке пусарчĕ,

Çичĕ ют калаçни йĕр хăварчĕ.

Куççульпех халь ларса макăрсан та

Юратун тек тивеймĕ кăвайчĕ.

 

Нихăçан та сана эп манаймăп,

Сан пекки нихăçан та тупаймăп.

Чунăмра пысăк тунсăх пулсан та

Сан патна нихăçан таврăнаймăп.

Пĕр тенкĕ


Ялта ĕççи пуçланайман-ха, халăх ытларах килте. Кашни хăй ĕçĕпе тăрмашать, ĕçкĕ ĕçекен те пур. Кульккасем паян çĕнĕ пӳрт ĕçки ирттереççĕ. Ку уява кĕркунне тăваканччĕ, анчах çителĕклĕ пурнăçпа пурăнатăн пулсан, мĕн кĕтмелли? Сăра вĕретме авăртса хунă салачĕ пур. Эрех сыпсан çырткалама пахча тулли тĕрлĕ çимĕç. Ĕçкĕ ятнех така та пусрĕç.

Çурчĕ те Кульккан яла тĕлĕнтермелĕх пур çав. Картина çинчи пек илемлĕ вăл: шап-шурă сăрланă, урамалла тăватă чӳрече. Тултан çеç мар, шалтан та чăн-чăн кермен: стенисене те, маччине те гипсран тунă, эреш-мерешпе илемлетнĕ.

Кулькка лутакарах та сарлака, вăтăр çулсенчен иртнĕ арçын. Шап-шурă нейлон кĕпине хуп-хура брюки ăшне чикнĕ. Уринче шĕп-шĕвĕр вĕçлĕ модăллă туфли.

Паян вăл самаях пăлханать. Урамра машина сасси илтĕнмессерен урама чупа-чупа тухать, кашни килекенех хапха умĕнче сăра курки тыттарать.

Паян Кулькка патне питĕ хаклă хăна килмелле-ха, ăна кĕтсе вăл час-час шоссе хĕрринчи урамалла пăхкалать, анчах машинăсем чарăнмаççĕ, вăш та вăш ирте-ирте каяççĕ.

Ялти хăнасем çаплах килеççĕ: мăшăрăн та, пĕрерĕн те. Килекен хăнасен аллинче парнесем. Акă Микихвер мучи те çитрĕ. Ярмарккăна каять тейĕн старике: хура костюмпа, тĕрĕллĕ кĕпепе. Уявсенче кăна тăхăнакан сăран аттине çап-çутă пуличчен тасатнă. Хул айне кĕпе çумалли цинк валашка хĕстернĕ. Курччăр çынсем: мучин те парне япăх мар.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 29 30 31 32 33 34 35 36 37 ... 796