Пĕр карчăкпа старик пурăннă. Вĕсен Йăван ятлă ывăл пулнă. Çак Йăван питĕ хăвăрт ӳснĕ, питĕ çӳллĕ, тĕреклĕ, кăвак куçлă каччă пулса тăнă.
Пĕрре çапла Йăван çырма хĕрне пит-куçне çума анать. Пăхать çӳлелле — темĕскер так-так тутарать, çĕрелле пăхать — çӳлтен кĕрĕслетсе тем ӳкет.
— Кам унта& Эсрел-и эсĕ& Хăвăртрах сас пар, — тет Йăван.
— Тук-тук, ку эпĕ, тăхран, — тет çӳлти сасă. — Йывăç хупписен айĕнчи хуртсене кăларса çиетĕп, так! тутаратăп та йывăçа сиплетĕп, вăрман тухтăрĕ эп — улатакка.
— Çук, ĕненместĕп. Эсĕ кун пек мĕн пур йывăçа хăртатăн, — тет Йăван тӳрре тухса. — Шыв та типсе ларĕ, ӳсентăран тĕнчи те пĕтĕ. Ĕненместĕп, ĕненместĕп...
— Хăвăн кăмăлу, — тет те улатакка тепĕр еннелле вĕçсе каять.
Йăван çаплах улатакка еннелле тилмĕрет. Татах так-так! туни илтĕнет.
— Мĕнле хитре мар кайăк, кĕпи ула-чăла, сăмси шĕвĕр, пачах та ман пек хитре мар, — тет Йăван шыв çийĕнче хăй мĕлкине пăхса. — Эпĕ мĕнле илемлĕ каччă-ă-ă! Куçăм улăхри утмăлтурат пек, тутам пиçсе çитнĕ çырла пек...
Унччен те пулмасть, Йăван хăй умне темĕнле çăмха чăштăртатса тухнине курать. Хăйне пăхса савăнса тăракан Йăван чутах шыва кĕрсе ӳкмест. Йăван çăмхана тĕксе пăхать — хускалмасть, ни чĕрĕ, ни вилĕ — утмасть, пӳрнипе тĕллет кăна — шăрпăк тăрăнтарать.
Малалла
Шухăшсем
Is your website chuvash...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
Прочитал от и до...