Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ÇăлтăрчăксемСинкерКулăш кустăрмиСар ачапа сарă хĕрТĕлĕнтермĕш юмахсемТаркăнСӗве Атӑла юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнеке

Балетмейстер


Министр ăна, Субханкулов балетмейстера, нефть кăларакансем патне, юлашки çулсенче ӳссе ларнă çĕнĕ хулана кайма ӳкĕтлет. Унта пысăк канашлу пулмалла, хăнасем пĕтĕм Союзран пухăнмалла. Тутарстанри нефтяниксем хăйсен пилĕк çуллăх планне çĕршывра чи малтан пурнăçларĕç. Ытти республикăсенчен килнĕ хăнасене кунти ĕçченсен «хура ылтăн» кăларассинче çеç мар, искусствăра та ăнăçлăхсем тунине кăтартмалла-çке.

Министр ыйтса та, хушса та пăхать. Субханкулов ниепле те килĕшмест. Ăнланмалла мар уншăн: мĕнле уяв пулмалла-ха кунта? Темле канашлу тата искусство... Çав нефтяниксем ытти кунсенче балетмейстерсăр мĕнле пурăнаççĕ эппин? Енчен культура министрĕ: «Калаçса ан тăр ĕнтĕ, Рахим, нефть кăларакансене те пĕр лайăх ташă кăтартса кил», — тенĕ пулсан, тен, Субханкулов, чăнах та, пĕр сăмахсăрах тухса каятчĕ пуль. Капла, шăв-шав тăвассишĕн, ултавлă кăтартушăн... çук ĕнтĕ, тăванăм, каçар, тархасшăн, пулаймĕ вăл...

Паллах, Субханкулов хăйĕн çак шухăшне министра уççăн каламарĕ, урăхларах ăнлантарчĕ. Вăл нефть тĕлĕшпе нимех те пĕлмест, тимĕр-тăмăрпа искусство хушшинчи пĕрпеклĕхе курмасть, ав, çамрăксем кайччăр.

Малалла

Пĕрремĕш космонавт


Юрий Гагаринăн паттăр вĕçевне

 

Вăл таврăннă. Сывах. Комбинезонпа.

Ура çинче тăп-тăп утса пырать,

Хăй илĕртет сӳнми хавас сăнпа.

Ăна мĕнпур тавралăх саламлать.

 

Совет çынни, эс уçлăхра хăюллă.

Çул-йĕр хывса çут çăлтăрсем патне,

Пур тĕнчене кăтартрăн пултарулăх,

Çĕклерĕн çĕрĕм-шывăмăр чапне.

 

Ĕмĕтленни те ăс-хал кăварĕ çавăнта.

Сан, космонавтăн, — йăлтăр кулă!

Мухтать сана Мускав, калатăп: тав! —

Этемлĕх асĕнче эс çăлтăр пулăн.

Çăкăр


Çĕр чăмăрĕ евĕр çавра

Çĕн çăкăр куратăп умра.

Ун пичĕ — тин тухнă хĕвел,

Сасартăк çуталчĕ тĕпел.

Шăпланчĕ пӳрт ăшĕ пĕр си.

Пылланчĕ вĕри хир шăрши.

 

Касаççĕ ак, чĕллĕн хураççĕ.

Савса хăналаççĕ: астив.

Мухтав сана, тертлĕ хура çĕр!

Мухтав сана, тырă ăсти.

Çанталăк çулла сивĕ тăчĕ.

Çĕртес пек ислетрĕ йĕпе.

Тĕш мулăн кашни сумлă пăчĕ

Кăçал килчĕ мар-и хĕнпе?

Ĕç ăнчĕ уйра мухтанмалăх.

Тимлерĕ çĕр чаплă парне.

Савса хăналать пирĕн халăх:

— Тутанăр чăваш çăкăрне!

 

Чĕлле эп тытатăп типтерлĕн.

Вăл — çăкăр.

Ун ячĕ çӳлте.

Хĕвел пайăрки пек хĕлхемлĕн

Куçать ун ăшши ман ӳте.

 

Эп ĕмĕт çитнишĕн хаваслă.

Вĕрентнĕ пире ачаран:

«Нихçан çăкăртан ан пул аслă».

Саккун пек вăл пулчĕ ялан.

Кам тиркĕ çĕре,

Кам ал сулĕ?

Тек иртмĕ йăран хушăпа.

Çĕршывăн шăпи, ун кун-çулĕ

Пулайрĕç пĕр пысăк шăпа.

 

Шăпамăр сăваплă, куратăп.

Манас-и поэт тивĕçне? —

Малалла

Алăк çĕмĕрни


Юнашарта хĕрарăма хĕнеççĕ.

Йĕмест,

Ыратнине, тен, пулнă уями.

Хулăн саспа темскер хушать хуняшшĕ,

Çухăрашать элекçĕ хунями.

 

Чĕтрет

Сив чир силленĕ пек ман пӳлĕм.

Манăн пырта хĕрарăм çăтнă сас.

Мĕнле сăмах калас-ши ман хĕрӳллĕн?

Хĕн-асапра мĕнле ман пулăшас?

 

Эй, чарăнăр!

Тек таврăнмасть чуралăх.

Е мантăр-им хĕрарăм вăл камне?

Вăл Пушкина,

Вăл Çеçпĕле çуратнă.

Çунат вăл панă Шуршăл ачине.

 

Пуçламăшĕн пуçламăшĕ — хăрарăм.

Пĕр путсĕр çеç хăять ал çĕклеме.

Чăн мăшкăл ку. Судран хăрамăп.

Пуçлатăп эпĕ алăк çĕмĕрме.

Телĕнмелле курăк тупман пулсан, Уссури тайгине те çитейместĕмччĕ, зоологи сачĕ те пулмастчĕ


Пĕр çулхине маншăн калама çук телейлĕ кĕркунне çаврăнса килчĕ. Виçĕ çул хушши сунара киймсăр пурăннă хыççăн, Ямаш вăрманĕнче тискер кăйăксем пит йышланса çитрĕç: ăçта килнĕ унта куянсем сиккелесе çӳреççĕ, ĕмĕрне çын пырса кĕмен чăтлăхсем тилĕсемпе тулчĕç, тарăн варсенче упасем кĕтĕвĕ-кĕтĕвĕпе çӳреççĕ. Çакна кура ахаль çынсем кăна мар, сунарçăсем те Ямаш вăрманне кайса кĕме хăракан пулчĕç.

Вăрмана кайма мар, хăшĕ-пĕрисем анкарти хыçне те тухма хăрăтчĕç. Тăмвар пуçĕнче пĕр ушкăн упа çӳренине курнă хыççăн, Вĕçкĕн Ваççа тăр кăнтăрлах, хапхисене питĕрсе, кунĕ-кунĕпе пӳртĕнче ларатчĕ. Унтан калаçма тин вĕренекен ачасем те кулма пуçларĕç.

Пурне те паллă, эпĕ нихăçан та, нимĕнле тискер кайăкран та хăраман. Упасене кăна мар, Ямаш вăрманне килсе пурăнма пуçланă арăслана та чĕрĕллех тытса таврăннăччĕ-ха тесе, пĕр ирпе Ямаш вăрманне сунара тухса утрăм.

Ман телее, вăл кун уяр пулчĕ. Хĕвел, Ямаш вăрманĕ тăррине хăпарса çитсенех, кĕрхи пылчăка пĕр самтрах типетсе лартрĕ. Çапла эпĕ вăрмана часах çитрĕм, упасем тытас шутпа тӳрех Уçтук варĕ патнелле утрăм.

Уçтук варĕ тĕлĕнмелле чăнкă та тарăн вар. Çӳлтен пăхсан, унăн тĕпĕ те курăнмасть. Икĕ çыранĕ тăршшĕпе пӳрт пек пысăк чулсем кăнтарса выртаççĕ. Çав чулсем айĕнче тĕпсакай пек тĕттĕм шăтăксем пур, вĕсенче упасем йышлă пурăнаççĕ.

Малалла

Вирьял тусăмсене


Николай Мартынова

 

Чарлан пекех хура ураллă

Вирьял пикисене салам!

Тури чăвашăн хӳхĕм ялĕ,

Мĕнпе сана хисеп тăвам?

 

Каç шуçăмĕ сĕвем-сĕвемĕн

Кĕрен те симĕс тĕрленсен

Илемĕре аса илем-и,

Йăмраллă, сулхăн урамсем?

 

Уй хапхисем çинче вулатăп:

«Çӳрес пулать хупса, чипер».

Хапхăрсене вара хупатăп, —

Çырни ан юлтăр çырнипе.

 

Улăхпала утса пыруçан

Пыл шăршине туйма аван,

Ыр кăмăл пек таса та уçă,

Тăп-тăр шывпа пите çăван.

 

Кăпăкланса кăна лараççĕ

Шур шупăр уртнă çĕмĕртсем, —

Шăпах çапла капăрланаççĕ

Вăййа тухма анатрисем.

 

Хĕстернĕ кĕпине тирпейлĕ, —

Шывран килен шур хур пекех

Ытарма çук яка та меллĕ

Утса килет маттур пике.

 

Ик витринчи çăл куç ахахĕ

Ан тăкăнтăр — хуллен утать.

Куллен çапла шыва утсах-и,

Тен, хĕр утти ĕлккен пулать.

 

Çемçен, тăсса, юрланă евĕр

Малалла

Тупа


Ман çакă сăмахăм — ылхан та тупа.

Тухать çамрăк сассăм чĕре тĕпĕнчен...

Шыв пек юхса иртрĕç кунсем унтанпа,

Нумайăш çухалчĕç хăйсен шавĕнче.

 

Анчах пĕр куна, пĕр синкерлĕ куна

Манма пултараймăп нихçан, ĕмĕрне:

Çав кун вут хыптарчĕ ман лăпкă чуна,

Телейĕме вăрчĕ куççулĕ ăшне.

 

...Çил урнăн улатчĕ ула урамра,

Йĕрсе туллашмашкăн сăлтав пулнă ун:

Чăтма йывăр хурлăх нумай кăкăра,

Нумай чĕрене тăрмаланă çав кун.

 

Чуна çитсе çапрĕ куççульлĕ хыпар:

Етре касса татнă атте пурнăçне...

Виç тăлăх эпир... Виç кăтра пуç çине

Хаяр, шелсĕр вилĕм пăрахрĕ кăвар.

 

Тин çеç тĕвĕленнĕ çемçе папкасем —

Ларатпăр анне çумĕнче тĕршĕнсе.

Тăватă чунра халь тапать пĕр чĕре:

Инкек уйрăлми пĕрлештерчĕ пире.

 

Эп пăхрăм чĕнмесĕр анне куçĕнчен, —

Ялан вĕсем ырăччĕ — çĕмĕрт куçсем!

Халь хурлăхăн сĕмĕ чĕтрет вĕсенче,

Нихçан çак сĕмрен тасалаймĕç вĕсем...

 

...Чăмаççĕ кунсем ĕмĕрхи авăрне...

Малалла

Çуралнă çĕр çинче


Этмен вăрçи пулнăранпа 1993 çулхи çĕртме уйăхĕнче 80 çул çитнĕ май

 

Çĕр те шыв тата сывлăш —

Чĕрĕ пурнăç асамĕ.

Пирĕн вăй, пирĕн сывлăх

Çав тесе эп калам-и?

 

Çĕр пире тăрантарнă,

Çунат хушнă, ӳстернĕ,

Ĕçлеме пархатарлăн

Ыррăн-сумлăн вĕçтернĕ.

 

Çавăнпа ĕмĕр-ĕмĕр

Пуç таять çĕре халăх.

Анчах пурнăç, атьсемĕр,

Килнĕ пуç çавăрмалăх.

 

Çитмен пурнăç каварлă,

Халăха çапăçтарнă...

Кам пуян — тутă ларнă,

Чухăнни тар юхтарнă.

 

Çук, ахаль юн юхман çав

Этмен çĕрĕ çинче те.

Иртнĕ вăхăт-асапçă

Хыçалта та — инçе пек...

 

Иртнине кам-ха манĕ?

Вăл ĕç халăх кун-çулĕ.

Хăй çĕрне саваканĕн

Халăхра ячĕ юлĕ.

 

Эй, çуралнă çĕршывăм,

Пуç таям сана сумлăн.

Эс пуртан эпир сывă,

Малашне те ыр сунăн.

 

Пурпĕрех сана темшĕн

Хисепе хураймастпăр.

Ĕç çыннишĕн, этемшĕн

Вăй-хална çавраймастпăр.

Малалла

Лаша


Лашам, пулаймарăн çав эс урхамах,

Пуçна каçăртса çӳреймерĕн, лашам,

Каллех ак тиев — хăлтăркка урапах —

Атя, тапаçлан — эп кăштах пулăшам.

 

Мĕн тейĕн, лашам, чăтмалла-тӳсмелле,

Тиев йывăртан эс пуçна çеç ан ус.

Сан ман пурнăçа та кăштах пĕлмелле:

Эс ман яланхи çывăхран-çывăх тус.

 

Эп пур, сан пекех, ик турта хушшинче:

Сурать, тĕлкĕшет кулленех хул пуççи.

Выртман хĕртĕнсе сар хĕвел ăшшинче,

Хура тар тухсан — типĕтет çил уççи.

 

Пире ĕçе кӳлнĕ — эппин туртмалла.

Халь çак сăрт çине хăпарса çитсенех

Эс утă кăшт çи (ман пирус туртмалла),

Вăй кĕрĕ сана çав утта çисенех.

 

Çул-йĕрĕ ытла та тумхахлă вара,

Çырмийĕ-çатрийĕ — ура пуссанах.

Лараççĕ хăшсем паян ăш йăвара, —

Нихçан та ăнланмĕç мана та сана.

 

Пĕрре анмалла тĕпсĕр пек çырмана,

Кайран пашкаса туртмалла тăвалла.

Лашам, каласам, мĕнлерех çырмалла

Ку пурнăç çинчен ман паян сăвăлла?

 

Сăвви тарама-ха, кун-çул урапи

Малалла

Ямаш вăрманĕнчи ăсансене пурне те хам хыçран ертсе килтĕм


Мĕнле кăна тискер кайăксемпе вĕçен кайăксем пурăнмастчĕç-ши Ямаш вăрманĕнче! Таврари пур ялсенчи сунарçăсем те унтан тухма та пĕлместчĕç. Кунĕн-çĕрĕн, хĕлĕн-çăвĕн Ямаш вăрманĕнче сулланса çӳретчĕç. Кун каçа пĕр куян тытмасан та, вĕсем уншăн пĕртте пăшăрханмастчĕç. Ăнсăртран пĕр куянне лектерсен, çав куян тирне сутма тесех Çĕрпӳ пасарне каятчĕç. Миçе мăшăр çăпата çĕтмен-ши, миçе пăт тар усăсăр персе сая яман-ши вăл сунарçăсем! Çакна темĕн пек пысăка вĕреннĕ çын та шутласа кăларас çук. Юлашкинчен, Ямаш вăрманне те çав тар тĕтĕмĕнчен кăвак сăн çапрĕ, вăрман хăйĕн ешĕл тумне çухатса, тĕссĕрленсе кăвакарса юлчĕ. Анчах тискер кайăксемпе вĕçен кайăксем çапах та вăл вăрмана юрататчĕç, унта вĕсем кĕтĕвĕ-кĕтĕвĕпех пурăнатчĕç. Уçтук варĕнчи чăтлăхра упасем йышлă çӳретчĕç. Уйпуç варĕ тилĕсен йăви пулса тăчĕ, Патин шурлăхĕнче кăвакалсем пĕлĕт пек вĕçсе çӳретчĕç.

Эпĕ вĕсене çулсерен хисепсĕр нумай тытса пурăнтăм. Çуркунне умĕн вăрманта пĕр кайăк тĕсĕ те тăрса юлмастчĕ, çитес хĕлре сунара ăçта каяс-ха, тесе те час-час шутлаттăмччĕ.

Манăн телее, кĕркунне умĕн вĕсем каллех йышланса çитетчĕç, маншăн вара пĕтĕм тĕнче тепĕр майлă улшăнса кайнă пек туйăнатчĕ.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 566 567 568 569 570 571 572 573 574 ... 796