Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Йытă тĕлĕкĕКăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеЙăмраллă ялАсаттесемВăрман ачисемПулас кинсемЮманлăхра çапла пулнă

Калаймарăм


Çулла калас çу пек сăмахăма

Кĕрхи каçсем валли сыхларăм.

Кĕрхи каçсем çитсен, хĕре курсан,

Хĕр куçĕнчен пăхма хăймарăм.

 

Калаймарăм калас сăмахăма

Хамăнах та савнă тусăма.

 

Кĕрсех калас кĕрхи сăмахăма

Хĕл кунĕсем валли хăвартăм.

Хĕл кунĕсем çитсен, хĕре курсан,

Калас сăмахăма çухатрăм.

 

Калаймарăм калас сăмахăма

Хамăнах та савнă тусăма.

 

Хĕлле калас хĕрӳ сăмахăма

Çурхи каçсем валли суйларăм.

Çурхи каçсем çитсен, хĕре курсан,

Çурхи çеçке тесе шутларăм.

 

Калаймарăм калас сăмахăма

Çурхи çеçке евĕр тусăма.

Юрра юрату çуратать


Савнишĕн эп пултăм сар каччă,

Тăшманшăн эп пултăм арслан;

Ун чух эп салтакчĕ, çартаччĕ,

Çĕре тăрмалатчĕ тăхлан.

 

Тăшманăн кун-çулĕ ăнмарĕ, —

Вутра-и çунмарĕ тăшман!

Ман шанчăк вутра та çунмарĕ, —

Тен, эсĕ çунмашкăн хушман.

 

Виç хут та эп вилтĕм, сывалтăм,

Юнпа чĕнтĕрлерĕм юра.

Çĕр хут та çĕрпе эп хуплантăм,

Çук, çук, çĕр хуплаймĕ юрра.

 

Тăшман аллăма татса юлчĕ,

Пуçа касма тăчĕ тăшман.

Вут вăрçă чĕрем çулне пӳлчĕ,

Чĕремçĕм вăл юрă вĕт ман.

 

Пулать вăл — пуçа та касмашкăн,

Чармашкăн пулать чĕрене.

Тăшманăн вăй çитмĕ чармашкăн,

Татмашкăн поэт юррине.

 

Поэт вăл — хăй пурнăç, хăй юрă,

Юрра юрату çуратать.

Апла тăк, чĕремçĕм ман, курăр,

Сӳнми юрату çеç усрать.

Чунăм — ĕмĕрлĕх сана


Эп сана кăна курасшăн

Тунсăхлатăп ир те каç.

Чакăр куçăм, эс, тархасшăн,

Атăл урлă лар та каç.

 

Эп сана чечек парнелĕп,

Чечекпе пĕрле — чуна,

Чечек пултăр пĕр эрнелĕх,

Чунăм — ĕмĕрлĕх сана!

 

Çӳçĕме те шурă пĕрчĕ

Тухнă пултăр — ан тирке.

Эсĕ ху та сарă хĕрччĕ,

Шел, хуралтăн пĕр ирпе.

 

Йăлтăркка çӳçе хуратрăн

Сарă çӳç шуралнăран.

Çамрăклах ытла юратрăн

Сар хĕр чунĕ шухăран.

 

Çав самант сăнра хăварчĕ

Палăрмалăх йĕрсене,

Чун-чĕрӳ ун чух кăварччĕ,

Халь туян-ши вĕрине?

 

Эп пĕрмай сана курасшăн

Тунсăхлатăп ир те каç.

Çывăх çыннăм, эс, тархасшăн,

Ытлашши ан пул мăнаç.

Хавхалану


Мишшан юлашки класа вĕренме каймалла. Вăхăт çитсе те пырать. Çтаппан Иванч патне хваттере кĕресшĕн мар вăл. Пайтах тертленнĕ, тарăхнă ун патĕнче ачасем. Амăшне кашни кун тенĕ пекех хваттер пирки Шăхасана Порфирий Петрович Слесарев патне кайса калаçма сĕнет. Малтан пурăннă чухне питĕ килĕштернĕччĕ. Шкултан инçерех те, хваттер хуçи кăмăллă, ăнланакан çын, вырăсла калаçма, шӳтлеме ăста. Пӳрчĕ пысăк, икĕ пӳлĕмлĕ, тăршшĕпе сарлакăшĕ пĕр пек — вунçичшер аршăн. Малти пӳлĕме кил карти енчен кĕрес пулать. Унта кăнтăр енче алăк патĕнче пĕр чӳрече, хĕвел тухăç енче тепĕр чӳрече. Хĕвел çути çителĕклех. Хыçалти пӳлĕмĕ пысăк. Кунта кăнтăр енче те, хĕвеланăç енче те виçшер чӳрече. Кухня та кунтах, ăна çитсăпа карса уйăрнă. Слесаревăн арăмĕ Варя ятлă, хĕрĕсем, Мальăпа Катя, çитĕнсе пыраççĕ, вуникĕ-вунтăватă çулхи хĕрачасем. Шкула çӳреççĕ. Мишшана курсан яланах сывлăх сунаççĕ.

Çурла уйăхĕн вĕçĕнче çумăр çурĕ. Укахви эрнекун ирех килти ĕçсене тирпейлерĕ те Шăхасана уттарчĕ. Порфирий Петрович майри пасара тухнă.

— Мĕнле пурăнатăн, Укахви? — терĕ вăл Мишша амăшне таçтанах.

— Эпĕ сирĕн пата пырасшăнччĕ те, Проша килтех-и? — ыйтрĕ вăл.

Малалла

Ташлать бухгалтер Агеносов


Вăл чунĕпе вĕçме те хатĕр.

Варт çаврăнса илет пĕр си...

(Çын ташшинче те пур характер,

Чунпа пĕр туйăмлă пӳ-си.)

 

Кĕç туйăнать вăл такăнассăн.

Туяллă çын иккен, куран.

Ташлать бухгалтер Агеносов,

Сиксе ташлать хăрах уран.

 

Юбиляра манса каяççĕ,

Вăл хăй те ывăннă шалтах.

Ташша куçать халь ĕçкĕ каçĕ,

Ташлать хĕрӳллĕн ват салтак.

 

Вăл куçĕпе теме тĕлленĕ,

Вăл шăпăрт çыртнă тутине.

Автоматран пĕр ăстрăм пенĕн

Çĕре сăхать вăл туйипе.

 

Тапса илет те, калăн, тупă

Кĕрлет хаяррăн пĕр çавра.

Сисетĕн, мĕншĕн куçĕ хупă:

Шутпа каллех, тен, вăрçăра...

 

Кĕлеткине сасартăк пăрчĕ,

Самант çын сăнĕ урăлать.

Сана, сана, хăрушă вăрçă,

Вăл ташăра та ылханать!

 

Мухтав сана, салтак юлташăм,

Ташша çаптар, вăй пур-ха сан.

Хальччен мĕн чухлĕ курнă ташă,

Куççуль пĕри те кăларман.

Автансем


Вуникĕ алшăлли хĕр арчинче.

Вуникшер кун тĕрленĕ кашнине.

Автан тĕрри çав алшăлли çинче,

Халь-халь вĕçме çĕкленĕ çунатне.

 

Çĕр варринче тултан — автан сасси.

Çук, пулаймасть пуль хĕрĕн çыврасси.

 

Кама, кама кĕтет-ши вăл чунтан?

Кăшт тĕлĕрсен — ĕнен-ха тĕлĕке —

Çунат çапса çут арчари автан

Пĕр авăтать, тухасшăн ирĕке.

 

Ăçта çӳретĕн, каччă, çакă каç?

Сар хĕр арчи пĕр сансăр уçăлмасть.

Ман хĕвел


Мăшăрăма Таисия Андреевнăна

 

Мана пĕр хĕвелĕм çеç кирлĕ, —

Хĕвел çеç вăй патăр мана.

Кам пултăр этемĕн хĕвелĕ?

Хĕвел — савнă мăшăр кăна.

 

Мана хам çĕршывăм çеç кирлĕ, —

Çĕршывăм кун панă мана.

Кам пултăр этемĕн хĕвелĕ?

Хĕвел — ман çĕршывăм кăна.

 

Мана çирĕп сывлăх çеç кирлĕ, —

Хĕвел хăй юраттăр мана.

Чĕремçĕм, тапсамччĕ эс вирлĕ,

Чĕрем, юраттарччĕ хăвна.

Хăнасем пухать хуламăр


Хăнасем пухать хуламăр

Хамăр халăх уявне.

Хăнара пулсан хурлаймăр

Куç тулли капмар тумне.

 

Тăвансем, çитсе курсамăр

Чăвашсен Шупашкарне.

Си курма кĕрсе тухсамăр

Юмахри пек çуртсене.

 

Ман çĕршыв çырма-çатраллă,

Çав-çавах хитре вăл ман.

Ма тесен ялсем йăмраллă,

Ăçта пыр — унта вăрман.

 

Тăвансем, кĕрсе курсамăр

Чăвашсен ялĕсене.

Хăнана кĕме çул такăр

Ыр сунса киленсене.

 

Тăвансем, хăна пулсамăр

Юбилей кĕрекинче.

Туслăх куркине тытсамăр,

Туслăх пултăр çĕр çинче.

Парне


Хĕллехи каникулта ял хĕрĕпе Тарьепе тĕл пулас кăмăлпа Мишша Михала арăмĕ патне улаха кайрĕ. Вăл çитнĕ тĕле хĕрсем кĕнчеле арлатчĕç, чăлха е алсиш çыхакансем те пурччĕ. Майĕпен каччăсем те пуçтарăнма тытăнчĕç.

Кăшт ĕçлесен çамрăксем юрласа-ташласа илеççĕ, çĕрĕ сутмалла выляççĕ, шӳт тăваççĕ. Типтерлĕ тытаççĕ хăйсене: Михала арăмĕ каччăсене нихăçан та краççын сӳнтерттерсе алхастармасть.

Мишша малтан хăюсăртараххăн ларчĕ. Хушăран çеç кирлĕ сăмахсем тупăнкаларĕç.

— Ку алсиш ман валли пулать пуль, — терĕ Тарьене шӳтлесе.

Мишша Тарье çыхса пĕтернĕ хăрах алсише чĕрçи çинчен илчĕ те кĕсйине чикме пикенчĕ.

— Ахаль те сан валли çыхатăп, — чăнласа тавăрчĕ Тарье. — Тăхăниччен вĕсене çумалла вĕт. Пар тавăрса.

Тарье Мишшаран алсишне туртса илме тăчĕ, каччă çакăнпа усă курса хĕре ыталама пăхрĕ.

Ыттисем самантрах çакна асăрхарĕç.

— Хăюллăрах пул, Мишша, — ăс пачĕç каччăсем. Мишша Тарьене ăсатнă чухне хĕре алсишне хĕвне чиксех пачĕ.

Малалла

Сан çинче çичĕ çулхи юр выртать...


Сан çинче çичĕ çулхи юр выртать,

Сан çинче çичĕ çулхи пăр выртать.

Çичĕ уйăх хĕвел пăхсан та

Çич кунлăх та ирĕлес çук.

■ Страницăсем: 1... 570 571 572 573 574 575 576 577 578 ... 796