Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Асамат кӗперӗ сӳничченКуçа-куçăнСана ҫырма сӑмах ҫитетХум пӑшӑлтатӑвӗЮрату ҫӑлкуҫӗКĕперПăва çулĕ çинче

Шыв хĕрринче


Тăтăм çеç пеме чулпа

Çырмари пĕр шапана,

Сантăр çирĕп алăпа

Тытрĕ çатăрах мана:

 

— Ма тиветĕн эс ăна?! —

Терĕ вăл. — Сана хăвна

Лектерсессĕн çак чулпа

Лайăх-и, шутла çавна!..

 

Асăрхарĕ курăнать

Пĕвери шапа çакна.

— Ак-ак, — терĕ, — ак-ак-ак!

Кĕрт мунча хăйне пăртак.

Тимĕр шапа


Кĕлетки — лаптак тукмак,

Урисем — çавра тукмак.

Кăштăрт-кăштăрт шутарса,

Чăштăрт-чăштăрт тутарса

Сӳрĕккĕн аран утать;

Тем шырать: кăн-кан пăхать.

Тимĕрех çав тимĕркке —

Ватă çын пек мĕштĕркке.

Ача шкула каять


Пĕрремĕш хут, пĕрремĕш кун

Пĕчĕк ача каять шкула.

Пуçланчĕ ĕç сукмакĕ ун.

Вăл тухрĕ халь инçе çула.

 

Хăй ăнланмасть ăна-кăна.

Виçесĕр лайăх халь ăна.

Утать, чупать кула-кула —

Пĕрремĕш хут каять шкула!

Ырă атте-анне


Ашшĕ Сашука платник инструменчĕсемпе паллаштарнă хыççăн йывăçран тĕрлĕ япала тума вĕрентрĕ. Малтан иккĕшĕ кашăк-тирĕк, йĕтĕр, шкатулка ăсталарĕç, каярахпа Сашук хăй тĕллĕнех амăшĕ валли ĕне сунă чух ларма пĕчĕк пукан турĕ.

Арçын ачан ашшĕпе амăшĕ ялти сумлă çынсем. Вĕсен аллисем ылтăн.

Улми йывăççинчен аякка ӳкмест çав.

Самолет


Атте мана илсе пачĕ

Ик моторлă самолет.

Кĕмĕл тĕслĕ ун çуначĕ,

Варринче — маттур пилот.

 

Самолет, самолет!

Пулăп эп хамах пилот.

Хăпаратăп сак сине,

Çавăратăп моторне.

 

Мотор сасси кĕр-кĕр-кĕр!

Часрах ларса ĕлкĕрĕр!

Çитес çĕре çитĕпĕр,

Тем те курса пĕлĕпĕр.

Ма, çӳренĕм, кĕçенетĕн?


Ма, çӳренĕм, кĕçенетĕн?

Мĕн ыйтатăн тулхăрса?

Утă-сĕлĕ çитерем-и,

Шăварам-и шăхăрса?

 

Çилхӳне пĕр çивĕтлем-и

Пурçăн лентăсем ярса?

Йĕнерлем те вĕçтерем-и

Таканна вут хыптарса.

«Юратап уй-хирĕн ылтăн пуссине…»


Юратап уй-хирĕн ылтăн пуссине.

Катари каç мĕн тери чипер, сăна!

Ирĕклĕ те тарăн шывăн анлăшне

Сар уйăх аннă, çăвăнать.

 

Çурт. Ура сассийĕ ун çенĕкĕнче,

Çывăх çын-ши е çӳрет усал тăшман?

Хурлăх, хуйхă сывлакан çын сассинче,

Тен, кĕтет хăйне вăл пулăшма.

 

Çав çын хуйхине пĕрле пайлас пулать,

Шырамастăп эпĕ аякра рехет.

Сасăсен тĕнчи мана тытса чарать,

Чĕрене темскер çатăрласа илет.

«Пур хĕлĕн лăпкă кун е çил-тăман…»


Пур хĕлĕн лăпкă кун е çил-тăман,

Этемĕн те тус пур, çук мар тăшман.

Тăшман хура куçĕсемпе пăхать,

Таса çынна вăл хур тума шутлать.

 

Эп тухрăм урама ирпе ирех.

Ав пĕр çăхан пуç çийĕн явăнать.

Кранк! Кранк! тесе вăл сас парать текех,

Вăл, тен, усал сунасшăн халь мана.

 

Ман пурнăç сулăнсан та кĕр енне,

Умра çиçет ем-ешĕл çуркунне.

Хĕвел енне çĕр вăрттăн çаврăнать,

Чунран сăмах каласшăн вăл ăна.

Ĕмĕр вĕрен


Ватă çын каçсерен энциклопеди страницисене уçса мăнукне тĕлĕнтерчĕ:

— Асатте, эсĕ мĕншĕн ялан вулатăн? Института вĕренме кĕресшĕн-им?

— Кĕрес тетĕп-ха, ачам. Пурнăç институтне вĕренсе пĕтерес тетĕп.

— Ача чухне вĕренеймерĕн-и?

— Пĕчĕкренех, мăнукăм, хам тĕллĕн çĕр ĕçĕпе тăрмашрăм: сухаларăм, ака турăм, выртăм, пуçтартăм... Кирпĕч çапрăм, кăмака турăм, пура пураларăм, çăл чаврăм, йывăç лартрăм.

— Тата мĕн тумалла санăн?

— Вертолёт пуçтарма вĕренес тетĕп-ха, мăнукăм. Хуларан ялти çывăх тăвансем патне вĕлт кăна вĕçсе çитесчĕ манăн санпа.

Вĕренни — çутă, вĕренменни — тĕттĕм тесе ахаль каламан.

Хăрамастăп


Вăкăр килет мĕкĕрсе,

Ял урамне çĕмĕрсе.

Йăраланать. У-у, йăтмак!

Вăйне ниçта хураймасть.

 

Ан тив, вăл маттур,

Хăрамастăп эп унран:

Карта хушăкĕ ман пур,

Вăкăр тухаймасть унтан.

■ Страницăсем: 1... 55 56 57 58 59 60 61 62 63 ... 796