Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ҫул пуҫламӑшӗВăрман ачисемКунсем-çулсем... Çулсем-йĕрсем...СинкерӖмӗр вӗренЧипер АннаТутимĕр

Йăмăк


Розăна

 

Кирлĕ мар мана костыль-туя та —

Манăн ал-уран тĕрекĕ çук.

Кимĕри пек эп хама туятăп

Урапаллă креслăра ку чух.

 

Сар хĕвеллĕх витĕр çил лăпкать-и —

Эп канса çӳретĕп улăхра.

Манăн «урапа» хыçне тăрать те

Йăмăкăм тĕксе çӳрет вара.

 

Ĕмĕр сипленми чирпе выртса, эп

Тăрас çук тесе кам калĕ-ха?

Çывăх çыннăн ăшшине туйса, эп

Юррăмпа хупларăм хурлăха.

 

Савăк çак тĕнче ман кăмăла та,

Вăл пин сасăпа, тĕспе пуян.

Чакăр пĕтнĕк шăршипе сывлатăп,

Çĕкленет шыв леш енче тусан.

 

Тăр инçет. Сукмакĕ — илĕртӳллĕ.

Йăмăкăм, илсем тарна шăлса!

Пурпĕрех-çке ун утти хĕрӳллĕ,

Тĕртнĕ май пырать тĕк-тĕк утса.

 

Пурçăн вырăнне çире шур пир ун,

Йӳнĕ брошь ялтрать кĕпи çинче...

Çакăн пек çынсем пурах-тăк пирĕн,

Чăнахах илемлĕ çут тĕнче!

 

Ильгиз Калимуллин

«Данко пек пуласчĕ...»


Мишшан тăватă класс пĕтернĕ хыççăн пĕлĕве малалла ӳстерес шухăшĕ çемьене пăлхатса ячĕ. Укахви, сахал мар нуша курнăскер, нумай вĕренни питĕ кирлине ăнланать-ха. Анчах вĕренме кĕме хĕрĕх виçĕ тенкĕ кирлĕ. Кури кăкăр ачи чухне йывăр чирлесе вилес пекех выртнăччĕ. Куçмапа Укахви Турра çав тери ĕненекенскерсем пулнă. Вĕсем Ишек чиркĕвне кайса, Кури чĕрĕ юлсан, вăл ӳссе çитĕнсен ăна мăнастире яма Микул Турра сăмах панă. Анчах унта кайма чылай парне кирлĕ.

Çук, пулмарĕ Мишшан вĕренме каясси, Курин — мăнастире кĕресси. Темле тăрăшсан та Укахви укçа тупаймарĕ.

Мишша Ушанара Мирун куккăшĕ патне кайрĕ. Лешĕ килтехчĕ.

— Анне сĕннипе килтĕм-ха. Канаш ыйтма, — терĕ Мишша пӳрте кĕнĕ-кĕменех.

— Мĕнпе чунна йăпатма пултарăп-ши?

— Шкула вĕренме кĕреймерĕм. Укçа çук. Ĕç шыратăп. Ăçта ĕçе кайма пулать-ши? Вăйпа ĕçлеме ман хал çук. Ура ыратать. Пĕр-пĕр çыру ĕçĕ тума ăçта май килет-ши? Николай Яккăльча пулăшакан кирлĕ мар-ши?

— Ăна çыруçă кирлĕ мар. Унăн виçĕ ача, çакна вĕсем хăйсемех туса пыраççĕ. Вулăс кантурĕнче мĕнле-ши? Юкур Петровичпа калаçса пăхăп. Вăл вулăс старшинипе, Шăпчăк Макçăмĕпе, туслă. Паянах ун патне кайса килĕп, — лăплантарчĕ Мирун. — Хут пĕлмен çынсем сахал мар. Прошени, расписка çыртарма вулăса çынсем пайтах çӳреççĕ.

Малалла

Тăван çĕршыв


Хĕвеллĕ ирĕн шăплăхне

Савса юхать-и Çарăмсан —

Кĕрсе вăрманăн сулхăнне,

Чăн телейпе туллин сывлан.

 

Умра — уй-хир, сăрт-ту, çаран,

Умрах — тап-такăр сукмаксем.

Камчаткăран Карпат таран

Тăван çĕршывăн чиккисем.

 

Тĕнче касса çул çӳреме

Килмен эп çакă çĕр çине.

Кунта телей — ĕмĕтленме,

Кӳрет хĕвел хăй ăшшине.

 

Раççей пиллерĕ хӳтлĕхне —

Печчен юлма тивмерĕ ман.

Саватăп ун çилĕсене,

Кунта кашни мана тăван.

 

Кунта — ман кил, кунçул, шăпа,

Ман пĕтĕм шанчăкăм — кунта.

Пуласлăха пĕртанлăхпа

Çул уçрĕ вăл тутаршăн та...

 

Васкать хир урлă Çарăмсан

Çут Атăла вăй-хал хушма.

Раççейщĕн тус халь Тутарстан,

Мухтав Тăван çĕршывăма!

 

Ильгиз Калимуллин

Вунвиççĕмĕш çинчен хывнă баллада


Вуниккĕн вĕсем Моабит тĕрминче.

Вуниккĕн пурнаççĕ çынсен асĕнче.

«Çапах вĕсем пулнă вунвиççĕн, вунвиççĕн!» —

чĕрем кăшкăрать каçсенче.

 

Вунвиççĕмĕш... утнă пĕрлех вĕсемпе

Асаплăх та хурлăх сукмакĕсемпе.

Вăл паттăррăн утнă; вуникĕ джигит та

çĕкленнĕ вара чунсемпе.

 

Вуниккĕн вĕсем, приговорĕ — пĕрре:

Кĕç касăлнă пуç хыттăн ӳкĕ çĕре...

Вунвиççĕмĕш ак тăванла сывпуллашрĕ,

çухалчĕ таçта, инçетре...

 

Эпир паян кун та шыратпăр ăна.

Хутсем пĕлтереççĕ: вуниккĕн кăна.

«Çапах та вунвиççĕмĕш пулнă-çке, пулнă!» —

чĕрем кăшкăрать тек мана.

 

Вунвиççĕмĕш кайрĕ. Нимле чул хӳме

Меслет тупаймарĕ ăна хĕстерме.

Пĕлетĕп, вăл — чĕрĕ; курасчĕ ăна ман,

анчах ун çулне çук пĕлме.

 

Вунвиççĕмĕш... Чăн та, пĕрре шутласан,

Вăл халь çӳрес çук çав хăйне мухтаса.

Герой вăл сăпайлă. Ак мĕншĕн çапах эп

Малалла

Пăр кайнă чух


Кĕрлет апрель. Шывсем шавлаççĕ.

Тапраннă пăр. Ейӳ ӳсет.

Йĕрсем пăрпа юхса каяççĕ,

Хĕлле эпир çӳренисем.

 

Пăрсем юхаççĕ тĕтре витĕр.

Асанăн эс те тĕнчене.

Санран малтан саламăм çитĕ

Эс çитмелли вырăнсене.

 

Чĕре ăшши, чи таса туйăм

Сана тĕл пулĕ те унта,

Çурхи илемĕн акатуйĕ

Вăй илĕ çамрăк чунунта.

 

Юратăвăм юрри янратăр

Эс стройкăна пыричченех.

Ăна хĕвел туса юрлатăп.

Сан ĕç вăл манăн ĕçĕмех.

 

Эс ан кулян, пăр мар эс, тусăм,

Çухалмăн эс пăр пек юхса.

Килсем, кĕтсе илмешкĕн тухăп;

Эп хам та пырăп, ил тухса...

 

Пăрсем иртеççĕ те иртеççĕ.

Ан шухăшла пăрсем çинчен.

Усратăп юрату шерпечĕ

Пĕрле ĕçме мĕн виличчен.

 

Темле пулать шăпа — пĕлместпĕр.

Пĕлетпĕр халлĕхе пĕрне:

Хăçан ăçта кайсан та эпĕр

Чун-чĕрепе ялан пĕрле.

 

Хуйхи те, савнăç та чамасăр

Малта пулать пуль-ха нумай —

Çапла шутларăм васкамасăр,

Пăр кайнине сăнанă май.

 

Заки Нури

Чăваш Тăрăм — тăван ялăм


Тăван ял! Мĕнле илемлĕ те хаклă вăл кашни çыншăн. Çавăн пек ялсенчен пĕри вăл — Чăваш Тăрăм ялĕ. Маншăн вăл — чи илемли, чи пахи, чи пуянни.

Пирĕн ял Чăваш Республикин Елчĕк районне кĕрет, вырăсла — Аранчеево. Паянхи куна ялта икçĕре яхăн кил. Яла икке уйăракан Турма юханшыв Кĕтнене юхса кĕрет.

Тăван ялăм Тутар Республикипе юнашар вырнаçнă. Укăлчаран тухсанах çурçĕр енче тутар çĕрĕ пуçланать. Кăнтăр енче чăваш ялĕсем: Шуршу, Каркалар, Аслă Таяпа.

Мĕншĕн пирĕн яла Чăваш Тăрăм тенĕ? Ун çинчен ваттисем темиçе тĕрлĕ каласа параççĕ.

Ĕлĕк Кĕтне юхса тăракан Тăрăм çырми пуçĕнче, Хусан ханлăхĕ вăхăтĕнче «Тăрăм» ятлă ял ларнă. «Тăрăм» сăмах венгрла «стоянка» (пурăннă вырăн) тенине пĕлтерет. Хусана илнĕ хыççăн (1552) çапăçура чапа тухнă вырăс улпучĕсемпе княçĕсене Кĕтне шывĕ тăрăхĕнче акмалли çĕрсемпе çарансем касса панă.

Çав вăхăтсенче (1556) Богдан Путиловпа унăн юлташĕсем 195 теçеттин çĕр илеççĕ те Тăрăм шывĕ Кĕтнене юхса кĕрекен вырăнта çĕнĕ ял пуçласа яраççĕ. Пожарский князь ăна шыв ячĕпе «Турминское» тесе ят парать.

Çакăн хыççăн чăвашсем çак яла Вырăс Тăрăмĕ, хăйсене Чăваш Тăрăмĕ теме тытăнаççĕ.

Малалла

Эрешленчĕ кӳлĕре шуçăм хĕрелсе...


Эрешленчĕ кӳлĕре шуçăм хĕрелсе,

Макăраççĕ хырлăхра хурлă карăксем.

 

Сарă кайăк йăвинче пытанса йĕрет,

Эп кăна хаваслă халь, чунăмра — кĕтрет.

 

Каçхине, пĕлетĕп-ха, тухăн çул хĕрне,

Ларăпăр çĕмел çине çĕн капан çумне.

 

Ӳсĕртсе чуп тăвăп та тӳнĕн чечек пек,

Хĕпĕртӳре хĕрнĕскер тӳсес çук элек.

 

Сирĕн шур пĕркенчĕкне сĕртĕнсен черчен,

Йăтса кайăп вĕтлĕхе эп сана ирччен.

 

Макăрсах шавлаччăр-и хурлă карăксем, —

Савăк тунсăх пур иккен шуçăм хĕрелсен.

 

Сергей Есенин

Вĕçлерĕ савăк сăмахне сар хурăн...


Вĕçлерĕ савăк сăмахне сар хурăн

Ытла ытарлă ылтăн катара.

Вĕçсе иртӳçĕн тăрнасем салхуллăн,

Пĕр шелсĕр ăсанаççĕ кăнтăра.

 

Кама шеллес? Кашнийĕн çулĕ çуйлă —

Каять, килет, каллех утать çулпа.

Килтен каяншăн уйлĕ кантăр уйĕ

Кăвак пĕве çинчи çут уйăхпа.

 

Таса уй варринче пĕччен тăратăп,

Тăрнасене çил хăвалать таçтах.

Хаваслă яшлăх халĕ те асра та,

Анчах иртни мана шел мăр пачах.

 

Шел мар мана сӳнен çулсен хăвачĕ,

Шел мар сенкер сиренлĕ чунăма.

Садра çунать кĕрен пилеш кăвайчĕ,

Анчах ăшăтаймасть вăл никама.

 

Пилеш сапакисем çунса йăлт йăммĕç,

Сарăхнипе ĕнсе пĕтмест çерем.

Çулçисене сас-чӳсĕр тăкнăн йывăç,

Тăкатăп эп салхуллă сăмахсем.

 

Енчен те вăхăт тупĕ меллĕ вырăн

Çилпе йăлтах шăлса çӳп купине...

Ун чух ак... калăр: çепĕççĕн те ыррăн

Ката вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне.

 

Сергей Есенин

Пур асамлă алăк Хурассанăн...


Пур асамлă алăк Хурассанăн,

Кĕл чечек чылай ун умĕнче.

Çавăнти хĕре епле-ха савмăн?

Пур асамлă алăк Хурассанăн,

Уçаймарăм эп ăна хальччен.

 

Пур хул-çурăмра ман вăйăм-халăм,

Ылтăн-пăхăр çӳçĕмре пурах.

Хĕр сасси пит янкăс та пăлхавлă,

Пур хул-çурăмра ман вăйăм-халăм,

Уçаймарăм алăка çавах.

Кама кирлĕ манăн юррăм-сассăм,

Кирлĕ-ши текех пуçтахланма? —

Шагăн кĕвĕçӳ те çук пулсассăн:

Хал çитмен тĕк алăкне уçма.

Кирлĕ-ши текех пуçтахланма?

 

Вăхăт çитрĕ таврăнма Руçе.

Перçи! Уйрăлу-и эпĕ шырăп,

Ĕмĕрлĕх ăсанăп-шим кĕçех?

Илĕртет пулсан Тăван çĕршывăм.

Вăхăт çитрĕ таврăнма Руçе.

 

Сывă пул, пикем, сыв пул, тăванăм!

Уçайман пулин те алăкна,

Эс чунра хитре асап хăвартăн

Килĕмре юрра хывма сана.

Сывă пул, пикем, сыв пул, тăванăм.

Хусах тăвĕ


Пирĕн ял Андреевка ятлă. Чăвашла ăна Киклĕпуç теççĕ. Ял варрипе Киклĕ шывĕ майĕпен кăна юхса выртать. Унăн тăп-тăрă шывĕ Çарăмсана юхса кĕрет. Манăн тăван ялăм тĕлĕнмелле хитре вырăнта ларать. Йĕри-тавра ем–ешĕл вăрман. Вăрмантан тухсан вăл турилкке пек курăнать. Çырми–çатри те нумай: Киремет, Янтăпа, Пихампар, Масар çырми. Тĕрлĕ–тĕрлĕ сăртсем–тусем. Кашнин хăйĕн ячĕ пур. Вĕсен хушшинче Хусах тăвĕ те пур.

Хусах тăвĕ ялăн хĕвеланăç енче, ун çумĕпе аслă çул иртет. Вăл çулпа кунĕн–çĕрĕн машина вĕлтлетсе çеç тăрать. Хăшĕ Хусана, хăшĕ Çыр Чаллине, хăшĕ Чистая çул тытать. Мĕншĕн ял вĕçĕнчи тăва Хусах тăвĕ тенĕ-ши? Пирĕн вырăнта хусахсем пурăнмаççĕ вĕт. Çак ыйту мана чылай вăхăт канăç памарĕ. Пĕррехинче вара асаннерен ыйтма шутларăм:

— Асанне, мĕншĕн çав пирĕн хыçри ту хысакне Хусах ту теççĕ?

Асанне, пит ватах та мар–ха, утмăл урлă кăна каçнă–ха, çемçе диван çине майлашса ларчĕ, хăйĕн яланхи ĕçне хыпаланмасăр тытрĕ (пуш вăхăт пулсанах вăл йĕпсе, çип тытать те пире валли алса–чăлха çыхма тытăнать).

— Итле, ачам. Мана ку историйе хамăн ватă асаннех каласа панăччĕ. Ĕлĕк-авал Кĕтерне патша пулнă чух пирĕн ял витĕр вăрçă иртнĕ, тетчĕ. Вăрçа пуçлаканни пĕр хусах пулнă, тет. Ăна Пăкачав тенĕ, тет. Хура сухаллă та çивĕч куçлă пулнă, тет вăл. Питĕ чухăн пурăннă, тет. Кунĕпе те çĕрĕпе ырми–канми ĕçленĕ, тет, анчах ниçтан та мулĕ хутшăнман, тет. Улпутсен пур те пур, тет, чухăнсен тăраниччен çимелĕх çăкри те пулман, тет. Çавăнтан вара вăл пуянсене курайми пулса кайнă, тет. Хăй пек чухăнсене пинĕ–пинĕпе пуçтарса Пăкачав улпутсене хирĕç, патшана хирĕç вăрçăпа каять. Хăйне парăнман улпутсене вĕлерсе, вĕсен пуянлăхне, укçи–тенкине туртса илсе чухăн хресченсене валеçе-валеçе панă, тет. Çавăншăн ăна чухăнсем юратнă та, хисепленĕ те, тет. Хресченсем Пăкачав майлă пулса, унăн хусахĕсемпе пĕрлешсе патшана хирĕç çапăçнă, тет. Нумай çапăçнă Пăкачав патша салтакĕсемпе. Яланах вĕсене çĕнтерсе тухнă, тет. Пăкачав патша пулас тесе Мускавах çитес тенĕ, тет. Çавăнпа та малтан Хусана çул тытнă. Анчах пирĕн яла çитиччен патша салтакĕсем Пăкачава хăваласа çитнĕ, тет те Сителлĕрен (ку ял пирĕнтен 10 çухрăмра Самар облаçĕн Çӳлти Чаллă районĕнче халь те пур) кунтарах хăрушă çапăçӳ пулса иртнĕ, тет. Нумайăшĕ вилнĕ, аманнă. Хусахсем виçĕ ушкăна пайланса кайнă, тет. Пĕр ушкăнĕ вăрман витĕр пирĕн яла тухса ӳкнĕ. Аманнисенчен пĕри яла çитсен вилнĕ, тет. Вара ăна çул хĕрринчи ту çинче пытарса хăварнă, тет. Çавăнтан вара çак тăва Хусах тăвĕ теме пуçланă, тет, — çапла пĕтерчĕ асанне хăйĕн халапне.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 587 588 589 590 591 592 593 594 595 ... 796