Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кулăш кустăрмиАслă халалПограничниксемĔмĕтсем, ĕмĕтсем...Суя телейХурапа шурăПирвайхи юрату

Элчел


Çулсен шăв-шавлă сĕм вăрманĕнчен

утса эп тухрăм шухăш вĕçнĕ çĕр.

Калла эп пăхрăм çаврăнса темччен:

кĕрлерĕ çĕрлехи хула кĕр-кĕр!

Мана кĕрхи хĕп-хĕрлĕ чечексен

пахчи пек йăлкăшан хулам кирлех:

куçра чĕтрерĕç унăн çутисем

кăвар çунатлă лĕпĕшсем пекех.

Сисмерĕм: вĕсене сăнанăçем,

Çывхарчĕç шавласа ман паталла

кунсем, çулсем, туссем, паллакансем —

хавхалану çĕклерĕ кăмăла.

Пĕлетĕп: пурте ман ăша кĕмен.

Тен, хытнă пулĕ манăç маскипе

хăшпĕр кунсен, туссен, паллакансен

сăн-пичĕ маншăн, вырăн çуккипе?

Ку ним те мар.

Элчелĕм, сан аллу

Юратнă çыннăн сăнарне анчах

хуплассинчен шик пур: сивлек куллу —

сисетĕп — ыррине сĕнмест час-час.

Тен, çавăнпа та тепĕр чух, сана,

суккăрскере, чунтан вăрçа-вăрçа,

вилес пек кураймастпăр — пĕл çакна:

ларатпăр шăппăн чĕлĕм сăвăрса.

 

Телей çуначĕ сĕртĕнсен вара,

эпир сана, ача пек çĕкленсе,

мухта-мухта каратпăр çăвара,

кĕтмен хаваслăхпа чечекленсе.

Малалла

Вăхăт


Вăхăт — питĕ вăрăм. Вăхăт — пин-пин туйăм.

Вăхăт — пин-пин сасă, вăл мĕльюн сăмах.

Мĕн вăл манăн вăхăт? — Калчаланнă уйăм.

Ыткăнать ун тăрăх ĕмĕт-урхамах.

 

Çĕр-çĕр çемĕпе те янăратăп эпĕ,

Электрогитара хĕлĕхĕ пекех.

Хăш чухне кулап-и, хăш чухне йĕреп-и —

Вăхăт каçарусăр, чăтăмсăр пике.

 

Кирлĕ мар чечеклĕ кĕпесем те уншăн,

Çаруран утать вăл сив чулсем çинчех.

Тавтапуç! Ал пачĕ вăл мана çĕн куншăн,

Талпăнма хистерĕ инçерен инçе.

 

Маншăн чи кирли те çакă пулнă мар-и?

Çӳреме пикентĕм çамрăклăх шкулне.

Савăнать ман Вăхăт,

Йăл кулма пуçларĕ —

Чĕрере кĕрлерĕ çĕнĕ Çуркунне.

 

Çĕр-çĕр çемĕпе эп янăратăп халĕ

Электрогитара хĕлĕхĕ майлах.

Пултăрччĕ ман пурнăç пултару хавалĕ,

Вăхăт йĕвенленĕ шухă урхамах.

Атăл каçĕсем


1

Такам пуссах ман чĕрене итлесшĕн,

хăй лăпчăнать пек кăкăрăм çумне.

Е хăвăрт уйрăлать те, мур илесшĕ,

мĕлке пек пытанать вăл каç сĕмне.

 

Ку — шухăш-туйăм. Лăпкăлăх тӳшекĕ

çынна сĕнмеççĕ Атăл каçĕсем.

Ĕçчен пулсан, телей турамĕ лекĕ:

эпир — хум саслă Атăл ачисем!

 

Çӳрет пĕччен çил — ӳсĕр меланхолик,

харлаттарсах çанталăк çывăрать.

Хăй хапхине вăл янă пулĕ сăлăп?

Унпа пуплес тесесоĕн — кил, вăрат!

 

Пулин! Çĕн кун, ав, сар ача пекех

Кулса çӳрет халь пирĕнпе пĕрлех.

 

2

Шыв хĕрринчи ват йывăçсем кунта

инçе çула каясшăн пек шавлаççĕ.

Кĕтеççĕ пек вĕсем пăрахута,

çил халапне хавасланса тăнлаççĕ.

 

Çиле итлеççĕ тайăлса вĕсем —

Çул çӳресе хăйсем нихçан курман-тăр?

Çил савăнать. Çӳрет вăл хĕвĕнсе,

сăмахлама тус-йыш тупăннăран-тăр?

 

Ак уйăх та шăпланнă вăрмантан

Хаваслăн хĕрлĕ сухалне çĕклерĕ

Мучи пек каçăртса: «Ĕç пур-ха ман —

Малалла

Йăранар


Тĕнчере çитмĕл те çичĕ тĕслĕ йывăç, çитмĕл те çичĕ тĕслĕ курăк, çитмĕл те çичĕ тĕслĕ чĕлхе, çитмĕл те çичĕ тĕслĕ халăх, — тет чăваш çынни. Çак çитмĕл те çичĕ тĕслĕ халăх кашни хăй вырăнĕнче пурăнать. Пирĕн чăваш ялĕсем выльăх кĕтме юрăхлă улăх-çаранлă çĕрсем çинче вырнаçнă. Ват ялсен ячĕсенче чăваш халăх историйĕн йĕрĕсем упранаççĕ. Тĕслĕхрен, пирĕн Элĕк районĕн Тени тăрăхĕнчи ялсен истроийĕ тĕрлĕ пулăмпа пуян. Ял ячĕсенче ăна никĕслекен ăратсен, вĕсен пуçĕсен ячĕсем упранаççĕ. Сăмахран, Тени Теней ятлă авалхи арçын ячĕнчен пулнă. Пулнах-ши Теней ятлă çынни ку тăрăхра, калама хĕн. Анчах авалхи арçын ячĕсем хушшинче Теней, Тени ятсем пулнă. çĕрле çуралнă ачана çавнашкал ят хунă теççĕ халăхра.

Эпĕ çуралнă ялăм вара — Йăранар. Вăл Йăрар шывĕ икĕ енĕпе вырнаçнă. Йăранар ял ячĕ мари халăх сăмахĕнчен пулса кайнă. «Йăр» — «озеро», «нар» — «вода» (река при озере). Апла пулсан — «кӳлĕ хĕрринче вырнаçнă шывлă ял» тени пулать. Анчах халăхăн Ирĕклĕ шухăшлавĕнче ун ятне урăхларах ăнлантарма пикенни те тĕл пулать. Халăхра çӳрекен халап тăрăх пирĕн Йăранар ял вырăнĕнче 250-300 çул каялла пĕр пысăк кӳлĕ кăна пулнă. Кӳлĕ çывăхĕнче. Инçех мар вырнаçнă Тени, Хирлеп ял çыннисем купăста лартса çитĕнтернĕ иккен. Çав купăста уйĕ урлă Çĕмĕрлене каймалли çулпа пĕр кунхине улпут лашапа пынă иккен. Çав вăхăтра йăран хушшинче ача йĕнĕ сасă илтĕнсе кайнă. Хайхи улпут лаши çинчен анса пăхать те — купăста хушшинче анчах çуралнă арçын ача выртать иккен. Пĕчекскерне хĕрхеннипе улпут килне илсе каять. Йăран хушшинче тупнăран арçын ачана Йăранар ят парать. Кунсем, çулсем иртеççĕ. Йăранар çитĕнсе каччă шутне кĕрет. Ашшĕ вырăнĕнче пулнă улпут ăна, хăйне тупнă вырăна илсе кайса пӳрт лартса парать тет. Хĕр тупса парса мăшăрлантарать тет. Вăхăт иртнĕ. Ашшĕ килкарти çумне ывăлсем çурт лартнă, тата туларах — мăнуксем. Виçĕ-тăватă сыпăкра халăх йышланса кайсан çĕнĕ ял пуçланнă. Çапла вара Йăранар ятлă арçынтан Йăранар ялĕ пуçланса каять имĕш. Хальхи вăхăтра таврари илемлĕ ялсенчен пĕри вăл. Йăрар шывĕ, Йăранар кӳлли, ялти сад пахчи, тӳп-тӳрĕ те сарлака урамсем хăйне майлă илем кӳреççĕ яла.

Малалла

Савниччĕ


1

Кĕрхи çĕре кĕске тума,

Ăш вăркасан канăç тупма

Савниçĕмччĕ!

Хама кура хура кăна,

Анчах пĕрре куракана

Йăл çиçĕмччĕ!

 

2

Сăнне курсассăн сывлăш пӳлĕнетчĕ!

Хăй шӳт туса: «Савмастăн пулĕ», — тетчĕ...

Çӳçсем шуралчĕçĕ, чĕре хавшарĕ,

Вăтанчăк сăнĕ халь те манăçмарĕ.

 

3

Шăк-шак! илтсен чупса тухатчĕ,

Тăрать тумланнă-тумланман,

Шел тутăр çыхнă-çыхăнман,

Ятран чĕнетчĕ, уртăнатчĕ.

 

Лутра кăна та тăпăлккаччĕ —

Ытам ăшне кĕрсе ӳкмелĕх;

Пĕр пĕçертсе пĕр çӳçенмелĕх

Вĕри сывлăшĕпе лăпкатчĕ!

 

Пĕрре куçран пăхса кулмаччĕ! —

Тертӳ те çук, нушу та çăмăл.

Хăпартланса çĕкленнĕ кăмăл

Тĕл пулуран тĕл пулăваччĕ!

 

4

Сулмак çивĕтсене тытассăм çук,

Туту хускалнине сăнассăм çук.

Яш-кĕрĕмĕн вылянчăк телейне,

Хамран иртсен тин ăмсанассăм çук.

Шупашкарта юр çăвать!


Ак ĕнтĕ юр хĕл лармаллах çăвать!

Çӳçеннĕ пек, кăшт хĕвĕшсе илет.

Хăюланса çитет те туй тăвать,

Лăпка-лăпка,

Лапка-лапка килет.

 

Пĕрремĕш хут — хĕл лармаллах çак юр.

Паян ăна хăйне кун панăран

Хĕвел те курăнмасть — те çук вăл,

те вăл пур,

Шух çил те айкашмасть — сăпайлăран.

 

Урамсенче калла-малла кумаç —

Юр куракан экскурсантсем пекех:

Троллейбуса кĕреç — юра сăнаç,

Ларса пыраç — чӳречерен пăхаç,

Троллейбусран тухаç — сăнаç каллех.

 

Çынсем, ĕреххете хăнăхасса,

Çунатланса вĕçеç те савăнаç:

Çӳле каяç — пĕлĕтелле пăхса,

Юрпа пĕрле хула çине анаç.

 

Автобуссем, хура асфальт çине

Шур витĕнчĕк çемçен килсе ӳксен,

Йĕр ӳкерсе, курасшăн çĕн йĕрне,

Кăшт туртăнса илеç — тапраниччен.

 

Сĕм шухăша сирсе уçăлтарма

Çак кун шухăшлисемшĕн — чун уççи:

Ав, тухнă Яковлев канса ларма,

Шап-шурă Иван Яккăльч хул пуççи.

 

Кĕперĕн икĕ тимĕр карлăкне

Малалла

Çур канăç çук — пур чун пăшăрханни...


Весь я половинчатость

14.04.1921

 

Çур канăç çук — пур чун пăшăрханни;

Çурма телей те çук — вăл инкекпе пĕр тан;

Çур ĕмĕт çук — çукпа вăл çырлахни;

Çур шанчăк çеç, — иккĕленӳ пуртан;

Çурма хаваслăх — куляну çитсен;

Çур чăтăмлăх — халь хавшасан кăна, —

Хăвна чикке кĕмешкĕн ан хисте,

Çуррипеле ан çырлахтар хăвна.

 

Çурма хастарлăх шиклĕхпе тăван,

Çурма ĕçченлĕх кахалпа пĕрех;

Çурма ăспа çӳрет чăн-чăн айван;

Çур тĕрĕслĕх ултавлă ĕмĕрех;

Çурма юлташлăхра пурнать пĕччен,

Пехет тупма пайлать икке хăйне...

Тавах сана. Çак шухăш çитиччен

Чуна пайтах силлерĕн эс манне.

Тăван ял


Эпĕ хамăрăн ял историне тĕплĕнрех пĕлес тесе ялти шур сухалсемпе тĕл пулса чылай калаçрăм. Пĕррехинче çуллахи шăрăх кун вĕсем ватă йăмра ĕмĕлĕнче тем çинчен канашласа ларатчĕç. Эпĕ, шкулти кану лагерĕнчен таврăнаканскер, ватăсем умĕнчен сывлăх сунмасăр иртме аван мар тесе чарăнса тăтăм. Хĕрсе кайсах калаçаканскерсем мана асăрхамарĕç-ха. Çывăхарах пырсан сăмах мĕн çинчен пынине тавçăрса илтĕм. Мăн асаттесем ял уявне паллă тăвасси çинчен юмахлаççĕ иккен. Ку йăлана аслă ăрури çынсем çулсеренех ирттереççĕ. Эпĕ вара ял ячĕ мĕнрен тухнине тĕпчесе пĕлес терĕм. Акă мĕн каласа пачĕç мана ватăсем.

Ку вырăнта йĕри-тавра вăрман ларнă. Пĕррехинче Вăрманкасси ялĕнче вăйлă пушар тухнă. Вун çичĕ кил самантрах кĕлленнĕ. Кил хуçисем çурт çавăрма урăх вырăн шыраса вăрмана шалтан-шала кĕнĕ, пĕр уçланкăна канма ларнă. Йĕри-тавралла пăхсан çак вырăн пурне те килĕшнĕ. Иван ятлă чăваш çакăнта тĕпленме шутлать, ун хыççăн ыттисем те кунтах юлаççĕ. Çапла вара Ивановка ялĕ пуçланса каять.

Халĕ пирĕн яла пырса кĕрсен чун савăнать. Пур енче те капмар çуртсем курăнаççĕ. Çыннисем те кăмăллă, тарават, хăйсен ĕçченлĕхĕпе, тăрăшулăхĕпе палăрса тăраççĕ. Хамăн ял илемĕпе эпĕ пурин умĕнче те мухтанма пултаратăп.

Малалла

Ӳкĕнӳ


Чунра —

йӳçек сăмах купи.

Пуçра —

пăтранчăк, йывăр шухăш...

Çапла иккен

суя этем тӳпи,

Калла килет

çапма пĕлмен чĕн пушă.

 

Тытса чарсан усал сăмахăма

Курмастăмах хальхи асапăма.

Хура акăш пур...


Хура акăш пур,

Шурă акăш пур.

Хăйне кура кашнин

Илем пур.

 

Ятлă çын та пур.

Ятсăр çын та пур.

Хăйне кура кашнин

Кăмăл пур.

 

Эп çеç ятлă тесе,

Эп çеç чаплă тесе,

Усал шухăш пуçна

Ан та хур.

■ Страницăсем: 1... 588 589 590 591 592 593 594 595 596 ... 796