Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Йăмраллă ялЙӳçĕ кулăВăрман ачисемКатӑлнӑ уйӑхӖмӗр вӗренТĕлĕнтермĕш юмахсемЮрату ҫӑлкуҫӗ

Ятлисемпе ятсăррисем...


Ятлисемпе ятсăррисем

Чап-хисепне пайланă чух

Таса уйра тăратăп:

Савăнатăп!

Тавах, тĕнче:

Пурри-çукки — çумра.

 

Тăванлипе тăвансăрсем

Тăванлăхне пайланă чух

Çак ушкăнра ларатăп:

Савăнатăп!

Тавах тĕнче:

Кĕтни-шанни — çумра.

Кинемипе мучи


Иртен вара паян тулта

Çумăр çăвать ут куçленсе.

Ларатпăр пĕчĕк вокзалта

Автобус килессе кĕтсе.

 

Урисемпе хиркелешсе

Кутăнлашать чĕчĕ ачи.

Кинемее хулран тĕксе:

"Варук мар-и эс?" — тет мучи.

 

"Варук".

"Çемен эп".

Пĕр-пĕрне

Ал пачĕç кăмăллăн кулса.

 

Саспах калаçрĕç. Вĕсене

Ан чăрмантар сăмах хушса.

Мучи хуллен пӳрнисемпе

Якатрĕ шурă сухалне.

 

"Самолетпа ыраи ирпе

Каятăп, — тет, — мăнук туйне".

 

"Эп, — терĕ кинемей ăна,

Турткаласа тутăр вĕçне, —

Каятăп пысăк хулана

Ача пăхма мăнук патне..."

 

Вĕсем хĕрсе калаçнине

Итлес килетчĕ ман ларса.

Вĕсеи хитре калаçăвне

Автобус татрĕ кăшкăртса.

Пĕррехинче, утă уйăхĕнче


Костя хăйне шанса панă ГАЗ-53 маркăллă автомашинăна Канашран илсе таврăнчĕ. Нумаях пулмасть аслати авăтса çумăр çӳрĕ. Асфальта аванах йĕпетнĕ. Çак çулпа миçе хутчен çӳремен-ши? Кашни таврăнмассере-нех вара кăмăл-туйăм тĕлĕнмелле çĕкленет. Çулăн икĕ енĕпе ларса тухнă тирексем, çул хĕрринчи электроэнерги юписем, çывăхри вăрман хĕрри калама çук хаклăн туйăнса каяççĕ.

Костя ача чухнех литературăпа кăсăкланнă. Район хаçатĕнче, вăл вăхăтра "Коммунизмшăн" ятла тухнă, унăн сăввисем те пичетленкеленĕ. Пĕр 5-6 çул ĕнтĕ сăвăсем çырса аплаланман. Кунĕпе автомашинăпа силленнĕ хыççăн пуç ватса ларасах килмест çав.

Умра пĕр çын курăнса кайрĕ. ГАЗ-53 ăна часах хуса çитрĕ. Хĕрарăм иккен, шупка кăвакрах тĕслĕ плащ тăхăннă. Хĕрлĕ чечексемлĕ пысăках мар симĕс тутăр çыхнă.

Костя автомашинăна чарчĕ, кабина алăкне уçрĕ. Хайхи хĕрарăм çийĕнчех кĕрсе ларчĕ. Çамка çине кĕскетсе кастарса кăтралатнă çӳçне кăларса ячĕ. Чакăр, кăвак куçлă. Вăл ăшшăн йăлкăшса илчĕ. Пичĕ çаврака. Янахĕ пăт путса тăрать. Костя çуллĕшăпе пĕр метр та 85 сантиметр пулать. Ку хĕрарăм унран нумай пĕчăк мар. Тулли кĕлеткеллĕ. "Япăх мар", — çиçсе илчĕ шухăш пуçра.

Малалла

Пирĕн таврара


Ăçта пăхан, — унта çулла

Халь пирĕн таврара;

Мĕнпур колхоз, мĕнпур хула

Йăлтах симĕс тумра.

 

Нумай пулмасть сад пахчисем

Ларатчĕç шап-шурах,

Ентĕвĕсен çимĕçĕсем

Ӳснĕ иккен шултра.

 

Ăçта пăхан, — унта çулла

Халь пирĕн таврара;

Иртен те ир тул çутăлать

Çак кунсенче вара.

 

Вăрмансенчи кайăкĕсем

Канмасăр тенĕ пек

Юрлаççĕ çепĕç юрăсем

Хитре сассисемпе.

 

Ăçта пăхан, — унта çулла

Халь пирĕн таврара;

Йăлтăртатса хĕвел кулать

Хăй илемне кура.

 

Питех те аслă хирсенче

Ăшă çил чупса çӳрет,

Пирĕн колхоз пуссинче

Тырпулă ешерет.

 

Ыраш та, тулă та кăçал

Ăнăçлăрах пиçсе,

Пирĕн алла татах кал-кал

Кĕрессине пĕлсе,

 

Кашнийĕн чунĕ савăнать —

Уй-хир çине пăхса.

Кашнийĕн чунĕ мухтанать —

Хăйĕн ĕçне курса.

 

Илемлĕ пирĕн таврара,

Ăçта пăхан, — çулла.

Мĕнпур çăлкуç тапса тăрать.

Малалла

Савăнăç


Уроксем пĕтсен тухатпăр

Выляма та уçăлма.

Пахча çимĕçĕ лартатпăр

Е каятпăр пул тытма.

Эпир сывлăхлă ӳсетпĕр,

Хăнăхатпăр ĕçлеме.

Атăлта ишме пĕлетпĕр,

Ярăнатпăр кимĕпе.

Сарăлать кунта та Атăл!

Янрать савăнăç кевви.

Аслă тинĕс пек пулатъ вăл

Шупашкарăмăр пĕви.

Пирĕн халăх — паттăр халăх,

Чечеклет хăй пурнăçне.

Иксĕлми вăй-хал, ăсталăх

Капăрлатрĕç çын ĕçне.

Çамрăксем вăй-хал хураççĕ

Çĕнĕ аслă стройкăра.

Станокне типтер тытаççĕ

Чи примерлă вахтăра.

Ачасем те хутшăнатпăр, —

Пионер малта лырать.

Йывăçсем лартма тухатпăр —

Пулăшатпăр çĕршыва.

Аттесен мухтав ялавĕ

Куçать шанчăклă алла.

Пионерăн тĕп йăла вăл:

Ялан хатĕр пулмалла.

Вăйăран, ĕçрен кĕретпĕр —

Кĕнекемĕр алăра.

Пиллĕкрен кая илместпĕр

Хăть хăçан та урокра.

Те вĕлтрен....


Те вĕлтрен,

Те пултран —

Вĕлтĕр-вĕлтĕр.

Те сар лĕпĕш,

Те шĕпшĕл

Вĕçет.

Кам сасси,

Кам кулли

Кăлтăр-кăлтăр,

Те шур тунсăх,

Те шухăш

Килет...

 

Сар чечек хушшинче —

Сар хĕвел пайăрки...

 

Ĕмĕтсем умĕнче

Ним те çук ытлашши:

 

Йăлт тĕнче куçĕнче,

йăлт этем чĕринче.

Панулми


Эпĕ ача чух пирĕн пӳрт çумĕнче пĕчĕк сад пахчи пурччĕ. Унта ик-виçĕ тĕп улмуççи, çавăн чухлех чие çырлипе çĕмĕрт тата хурлăханпа хăмла çырли тĕмĕсем ешеретчĕç. Садри улма-çырла лайăх пиçсе пулса çитессе эпир нихçан та кĕтсе тăман. Вĕсем кăшт чăмăртансанах, ешĕллех татса çисе пĕтереттĕмĕр. Пире, ача-пăчана, витаминсем ытларах кирлĕ пулнă, анчах эпир ун чух нихçан та тăраниччен улма-çырла çисе курман. Улма-çырла терăр-ха! Ун чухне пирĕншĕн кишĕр те уяв çимĕçĕ пулнă. Аттесем кĕркунне Пăвана пукрав ярмăркине кайсан, эпир вĕсене ялтан пĕр çухрăм хире тухса кĕтсе илеттĕмĕр. Вĕсем вара пире тӳрех кишĕр тыттаратчĕç.

— Манăн кишĕр пысăкрах! — тетчĕ кишĕр пекех хĕрлĕ çӳçлĕ Емельян.

— Манăн кишĕр тутлăрах! — теттĕм эпĕ. Вара эпир пĕр-пĕрин кишĕрне çыртса пăхаттăмăр та:

— Пĕр пекех! — тесе килĕштереттĕмĕр.

Питĕ туслăччĕ эпир Емельянпа. Пĕр-пĕр илемлĕ кĕленче катăкĕ  е урăх тĕлĕнмелле япала, калăпăр, яка качă-мăчи, е çутă шапа хуранĕ тупсан, пĕр-пĕринпе пуçма-пуçах улăштараттăмăр. Кусналла е мерелле те яланах пĕрле выляттăмăр. Манăн анне е унăн кукамăшĕ икерчĕ е хуран кукли пĕçерсен те, эпир пĕр-пĕрне -хăналамасăр ирттерсе яман.

Малалла

Эп — хăратăп....


Эп — хăратăп.

Хăратăп.

Хăратăп.

Этемпе этемле пулаймасăр

Çухалса çĕтесрен те хăратап.

Хĕрнĕ хăйăр çинчи шыв тумламĕн

Уссăра каясран та хăратăп.

 

Чунăмри хĕлĕхе хускатмасăр

Чулланса хытасран та хăратăп.

Йышăнман пуш сăмах чури майлăн

Ытлашши пуласран та хăратăп.

 

Утăмпа утăма шутламасăр

Янккаса тухасран та хăратăп.

Тăвана хур туса, сăмах майăн,

Усала юласран та хăратăп.

 

Хăрамасăр чăтма та хăратăп.

Эп — хăратăп.

Хăратăп.

Пĕр харавçă ятран хăрамастăп.

Ман ик çунат!...


— Ман ик çунат! Сахал-им маншăн,

Çут ĕмĕтпе вăй-хал пулсан...

 

— Ăнлан тата, пĕр хăвшăн çеç çунсан,

Çĕклеймĕç нихăçан та вырăнтан!

Анне сарриллĕ сар чечек...


Анне сарриллĕ сар чечек

Ял çулĕ хĕрринче.

Чăваш хĕрарăмĕ пекех

Чипер çурхи тĕнче.

Хушпу тенкиллĕ шыв хыçра

Чăнкăртатса юлать.

Чăпар куккук çăкалăхра

Çӳрес куна шутлать.

Арçын куçĕ пекех элле

Пыл хурчĕсеи вĕл-вĕл.

Хĕрарăм кĕпилле вĕлле

Чĕл-чĕлл, чĕл-чĕлл, чĕл-чĕлл.

Чупас çулсем инçе-инçе —

Юртать, юртать юпах.

Тенкĕ сасси çинçе-çинçе —

Вĕçленесси çуках.

■ Страницăсем: 1... 625 626 627 628 629 630 631 632 633 ... 796