Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кулăш кустăрмиСӳнми хĕлхемЛаохТаркăнÇавал сарăлсанШăплăхри аслатиЫлханлă хура çĕмĕрт

Шашлык


Манăн ĕçĕ-хĕлĕ çапла: çӳç касакан машинкăран пуçласа уй-хирте ĕçлекен техника таранах пĕлмелле. Унсăрăн епле-ха çак аслă хуçалăхра инженер-механик пулатăн? Ĕнер, ав, колхоза çĕнĕ машинăсем илсе килчĕç те, паян кунĕпех çавсене тĕрĕслерĕмĕр.

— Эсĕ каçпа пушă пулатăн-и? — ыйтрĕ Павăл пичче ĕç пĕтерес умĕн.

— Темĕнле, васкавлă ĕçсемех çук пек те, — тетĕп.

— Апла пулсан, почта уйрăмне пыр-ха. Хусантан такам телефонпа калаçма чĕнет, анчах телефонĕсем ĕнерхи аслатиллĕ çумăр хыççăн тем кутăнланнă, шарламаççĕ. Эсĕ телефон таврашне чухлатăн, тен, юсама пулать? Маçтăрĕ тахçан килет-ха. Ăна кĕтсен, калаçасси пулмастех.

Утмăлтан иртнĕ пулин те, Павăл пичче хăйне питĕ хастар тыткалать-ха. Ĕçре те, ĕçкĕ-çикĕре те — пур çĕрте те шӳтлесе кăна çӳрет, пурне те хавхалантарать. Хамăр колхозра вăл эпĕ астăвассах чаплă комбайнерсенчен пĕри шутланать. Правлени умĕнчи «Хисеп хăми» унăн сăнӳкерчĕкĕсĕр пулнине пĕрре те астумастăп...

Телефонĕнче пысăк сăлтавах пулмарĕ, предохранительне çеç улăштармаллаччĕ. Икĕ пӳлĕмре икĕ аппарат, иккĕшĕ те лайăхах ĕçлеççĕ.

Эпĕ кайма тăрсан, Павăл пичче тытса чарчĕ:

Малалла

Шултăрканă пичке витĕр çил вĕрнĕ пек...


Шултăрканă пичке витĕр çил вĕрнĕ пек

Хашлатса шăхăрать кĕрхи кунăм.

 

Тĕпсĕр лакăм-тӳпе кăмăла çăтас пек

Хирĕçлет тутармасăр пĕр утăм.

 

Кунпа кун хушши мар, эрнипе-эрнипе

Кăкăрта тĕлĕрет пăрлă туйăм.

 

Туйăма та туйма чун тĕртсе кĕртес пек

Шăпăр-шăпăр ӳкет йӳç паланăм.

Хура курак


Юр шăраннă — хир хура,

Уткалать хура курак

Пит мăнаçлă утăпа,

Йăлтăр-ялтăр атăпа,

 

Агроном пекех ĕçлет:

Тăпрана вăл тĕрĕслет,

Типеймен-ха тет ана,

Ир тухмашкăн акана.

 

Тислĕк тĕмĕ тăррине

Йыхăрать вăл тăрине,

Кăшкăрать: «Кур-р ак! Кур-р-ак!

Ăмансем кунта пур-р ак!

 

Чĕрĕ çимĕç начар-р мар-р!

Тăри, лар-ха юнашар-р!»

Уйăп


Çакăн пек юрларĕ уйăп:

«Кĕркунне çитсессĕн пуйăп,

Пиçĕ хĕп-хĕрлĕ палан,

Хăналанăп унпалан.

 

Çупкăм-çупкăм сар пилеш,

Ан кӳрен, ан ӳпкелеш,

Çырлупа халь йăпанманшăн,

Тутлă çимĕç пулăн маншăн.

 

Юр çусассăн, хĕл ларсан,

Çырлусем пылпа тулсан.

Йĕплĕ-йĕплĕ катăркас,

Мĕншĕн çырлуна хурлас? —

 

Ун варри — тĕреклĕ тимĕр,

Анчах тулĕ — тутлă нимĕр.

Чăтлăхра та ман валли

Сахал мар шăлан çырли.

 

Çимĕç пит нумай, тем тĕрлĕ.

Пурте тутлă, пурте хĕрлĕ,

Ахаль мар ман пĕсехе

Тутлă çимĕç тĕсĕ пек».

Кĕтсе илнĕ...


Кĕтсе илнĕ,

Чĕнсе илнĕ

Шурă парăслă кимме

Пĕр сăмахсăр,

Уямасăр

Тĕксе ятăм,

Тĕксе ятăм тинĕсе.

Чĕрепе теме сиссе,

Пултараймăп:

Тунсăх мар мана теме.

Кимĕ ишрĕ, ишрĕ,

Каялла чĕнме

Хал çитмерĕ,

Çыхланчĕ пек чĕлхе,

Ал сулам-и,

Хыççăнах утам-и

Тинĕс тĕпĕпе,

Сан ятупа хăть

Янратам-и

Чĕрери

Пĕртен-пĕр хĕлĕхе?..

Шурă парăс —

Шурă пăнчăн курăнать

Уç тинĕсре...

Тĕнчипе янрать

Хăватлă кĕвĕ...

Тинĕс шавĕ,

Тинĕç шавĕ чĕрере,

Хăй чĕри вара,

Чĕри вара —

Шурă парăслă,

Шап-шурă кимĕре.

Кушак


— Усраман та ăна, усрамастăп та, — эпир кил хуçипе унăн пӳрчĕ умĕнчи сак çинче ларатпăр.

— Ялта кушаксăр кил çуккă пуль, — тетĕп эпĕ сăмаха шутарса.

— Пĕлместĕп. Хам усрамас, анчах килтен кушак татăлмасть. Эп кĕлете çимелли хурса паратăп. Кушакне усрани-и вăл? Шкелет пек çуреççĕ. Çитермесен, выльăха ячĕшĕн усрас-и? Ман пата килсе йăл илеççĕ кушаксем. Кӳршĕ кушаккисем ман килрен хăпмасăр йĕкехӳре банди пек çӳреççĕ, — вăл çурмалла шуралнă мăйăхне пӳрнипе якатать, хĕвелпе тĕссĕрленнĕ кепкине тĕксе хăпартать, унăн кукшаланнă çамки татах пысăкланать.

— Сăлтавне пĕлеймерĕм-ха, — кăштах пӳлетĕп Африкан пиччене. Итлесе пĕтерме тӳсĕмлĕх çитменнишĕн пăшăрхантăм та...

— Май уйăхĕнче Берлинта амантăм. Вăрçă чарăниччен виçĕ кун малтан. Суранĕ те йывăр пулмарĕ ман: осколкă хул кăкĕнчи аша тăпăлтарса кăларчĕ. Вăрçă вăхăчĕ пулсан, фронтри лазаретрах сыватмалла. Сурана çуса çыхса, Тулăри госпиталех ăсатрĕç мана. Икĕ уйăх пек юсарĕç, сывалтăм. Манăн çулхисем салтак кутамкки çакса çӳреççĕ. Салтака яраççĕ пулĕ, теттĕм. Врачсене тав: "Демобилизировать по состоянию здоровья" тесе хут пачĕç, эсĕ çырнă пек "виççĕмĕш ушкăнри чăлах" эппин.

Малалла

Хуралçă


Ман тăван çĕршывăн аслă чиккисем

Эп сыххипе тăшманшăн çитейми,

Ирĕк пек тем анлăш уй-хирсем,

Ылтăн хĕвел пек ун вăйĕ çĕнейми,

Хăйĕн канăçшăн ĕç çарĕ сехремет.

Сыхласа упрать ăна ун хуралçи.

Пилсĕр тăшмактан ман халăх шикленмест,

Вăхăтпах тулать пур пилсĕрсен шалчи.

Таврара шăл хăйраç тăшмансем, — илтетĕп.

Тапăнма тăрсассăн пире, шанăçлăн

Хамăн çĕршыва ӳтпе эп хӳтĕлетĕп.

Эпĕ хĕрнĕ вăрçăсен вучаххинче,

Туйнă тупă, сĕрĕм... Хурăç тăрпапа,

Караппа чĕвеннĕ тинĕссем çинче

Вилĕм ташшипе кисретнĕ хăлхана.

Хамăн тăп-тăрă çĕршывăн сенкерне

Улăп-завода, кăварлă домнăна,

Караппа чĕвеннĕ тинĕссем çинче

Пуç тӳнмесĕр эп карттармăп тăшмана.

Сыхлăх чапĕпе, тăван çĕр чиккинче

Эп хуралçăра тăратăп питчипер.

Пролетар чĕнсен — ман алă хĕç çинче;

Авăрланнă ман пăшалăм — тыт та пер.

Сывлăша хускатмасăр сывлать çутçанталăк...


Сывлăша хускатмасăр сывлать çутçанталăк:

Тĕмĕсем хыçĕнче — шăпăртланнă шăв-шавĕ

Тĕнче еккинчен иртеймесĕр выртать.

Сăмах-хускану та тума хăяймасăр.

 

Этем чĕринче, хăйне-хăй чараймасăр,

Саманан çĕн юрри антăхса çул шырать,

Çутатса йĕр тăвать хĕмленсе ун кăварĕ...

Сывлăша хускатмасăр кĕтет çутçанталăк...

 

Сывлăша хускатмасăр итлет çутçанталăк,

Çĕнĕ кун хĕмĕпĕ кĕмĕлленнĕ хавалĕ

Тĕнчене сăрхăнан кĕвĕпе пĕр пулать —

Яланлăх юлать унпалах хăпаймасăр.

 

Вара, пăшăл-пăшăл сасса тăнламасăр,

Çĕкленсе-çĕкленсе, çĕнĕ вăй пуçтарать.

Тĕлĕри-тĕлĕрми юлтăр пушă шăв-шавĕ...

Çĕн юрра хĕмленсех халь юрлать çутçанталăк.

Эп — эс каланă сăмах...


Эп —

Эс каланă сăмах

йывăçин

тураттиччĕ.

Пĕр сĕткенпе пурăнса-и —

пĕр пекчĕ

çырли.

Пылакки те пылакчĕ,

пурччĕ — йӳççи...

Такам

вăш! касрĕ те

ют турата

сыптарчĕ...

Вара —

паллаймарăм хама.

Мĕнлерех-ши ку йывăç?

Мĕнлерех-ши çырли?

Кам паян ман сăмахăм

хуçи?

Çулла


Йĕри-тавра илемлĕ çут тĕнче:

Пин-пин çĕн çулçă туратсем çинче

Вĕлтĕртетсе лараççĕ йĕркипе —

Кашни туратăн ешĕл çĕн кĕпе.

 

Эп тĕлĕнсе тăратăп пĕр самант —

Уçланкăра та пур-мĕн асамат;

Чечексемпе тĕреннĕ пек тĕнче,

Пуçа ухса лараççĕ çил çинче.

 

Уяр тӳпе пек сеп-сенкеррисем,

Хĕвел пек саррисем, хĕп-хĕрлисем.

Шур лĕпĕшсем вĕçеççĕ çаврăнса,

Канаççĕ чечексем çине ларса.

 

Çӳл тӳперен хĕвел кулса хĕртет,

Ĕçчен пыл хурчĕ савăнса сĕрлет,

Çĕмĕртлĕхре сар кайăк кĕвĕлет,

Пуриншĕн те мухтать çут хĕвеле!

■ Страницăсем: 1... 627 628 629 630 631 632 633 634 635 ... 796