Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Йышăнман сăмахсемЙĕрсемӖмӗр вӗренТантăшсемÇул хыççăн çулҪавраҫилКулăш кустăрми

Анне


1

Сĕтелĕм тĕлĕнче яланлăх юлтăн.

Пуçу тавра анатрилле сурпан.

Художника тав турăн та ыр сунтăн:

«Хам пек пуль, — терĕн, — ватă, — ватă ав, куран...»

Суха касси пек тарăн пĕркеленчĕк,

Çат тытнă тутуна япанхи пек.

Ик куç харши хушши раснах йĕрленчĕ, —

Унта пайтах пытарăннă инкек.

 

2

Эс кайрăн та — кил-çуртăм юлчĕ пушă.

Пĕрре кăна çĕр каçрăн çĕн килте.

Хăнăхаймасăр хăшкăлтăм пĕр хушă:

Ытла сасартăк пулчĕ! Тем кĕтеп...

Тин мар-и кӳршĕ-аршăпа эс лартăн?

Тин мар-и-ха пăлхар тусăмсене

Дунай юрри савса юрласа патăн,

Тав куркине сулса енчен енне?

 

3

Кил-çурт хӳттийĕн, ырă пирĕштийĕн

Кăштăртатса çӳреттĕн ерипе.

Пиçиххийӳ çинчи çăра уççийĕ

Хуллен ак халь те чĕлтĕртетнĕ пек...

Эс ĕçлемесĕр пурăнма пĕлмерĕн:

«Ват йывăç ларнă халлĕнех хăрать,

Çапла вилсен аванччĕ маншăн», - терĕн.

Çав ĕмĕтӳ сан çитрĕ, ахăрах.

Малалла

Аса илме те хăрушă


Ăçтарах илсе çитерĕ-ши ку пăрахут Янсен кил-йышне?

Аслашшĕпе амăшĕ ĕнерех, хăйсем Горький хулине çитсен пĕр-ик сехетренех, каларĕç — вĕсене Чăваш республикине ăсатаççĕ терĕç. Анчах инçе-ши вăл, çывăх-ши? Хулара пурăнмалла пулать-ши вĕсен, ялта-ши? Çыннисем мĕнлерех-ши унта? Чăвашсем çинчен Ян нимĕнех те пĕлмест. Чăн та, ку çуркунне мар, леш çуркунне, 1940 çулта пулать ĕнтĕ вăл, Янсем ялта пурăннă чух, Сааремаа утравĕ çине вырăс çарĕсем пырсан пĕр хушă вĕсем патĕнче яштака пӳллĕ, çаврака питлĕ, пысăк хура куçлă çамрăк совет офицерĕ хваттерте пурăннăччĕ. Хăйне çав офицер чăваш тетчĕ, эпир Атăл çинче питĕ хитре çĕршывра пурăнатпăр тесе калатчĕ.

Çынни вара çав тери лайăхскерччĕ вăл! Ирсерен, вырăн çинчен тăрса крыльца çине сивĕ шывпа çăвăнма тухсанах, темле ăнланмалла мар юрăсем юрлатчĕ. Яна вăл вырăсла сăмахсем вĕрентетчĕ, хăй эстонла сăмахсене вĕренме тăрăшатчĕ. Уйрăм тетрадь те тунăччĕ вăл эстонла сăмахсене çырса пыма. Кĕнекесем питĕ нумай вулатчĕ... Каç-каç вăл Янсен аслашшĕпе вăрахчен калаçса ларатчĕ, мĕншĕн тесен аслашшĕ вырăсла лайăх пĕлет, ĕлĕк вăл Российăра, Петроград хулинче, карапсем туса пурăннă... Янсен ашшĕ, Ильмар Киккас, ун чухне килте çукчĕ, тĕрмере ларатчĕ. Вăл малтан хуторти шкулта учительре ĕçлетчĕ, анчах пĕррехинче, шартлама сивĕре, сĕм çĕрле, вĕсем патне темиçе кайцелийтовец пычĕç те пĕтĕм кил-çурта ухтарса, пур япаласене те кутăн-пуçăн çавăрттарса пĕтерчĕç, унтан ашшĕне пăшалсемпе тĕллесех илсе тухса кайрĕç. Ашшĕ вара çулла тин, вулăс правленийĕ çине те, шкул умне те хĕрлĕ ялавсем кăларса çаксан темиçе кунтан, таврăнчĕ.

Малалла

Çĕрлехи этюд


Утрăм яла васкаса

шухăш çĕклемĕпеле.

Утрăм мала, çил касса.

Чунăм—вылянчăк шевле.

 

Сывлăш сипетлĕ, таса, —

Ут çĕкленӳллĕ халпа.

Ял ыйхине сыхласа

шăплăх тăрать хуралта.

 

Уйăх — хĕрӳсĕр хунар —

шăппăн çутатрĕ çула.

Эй, хунарна эс пытар —

сан çутупа çĕр ула.

Уйăх çилленчĕ пулас —

кĕчĕ вăл пĕлĕт айне.

Те кулянас, те кулас?

Çук, тупаймастăп майне.

 

Çил пăшăлтатрĕ темскер,

ассăн сывларĕ йăмра.

Темшĕн кашни тĕмеске

шăппăн ӳсет куçăмра.

 

Кӳл хĕррине анаспа

Юхрĕ хăюсăр, аран

Шăнкăр та шăнкăр саспа

шăплăх кĕвви валакран.

 

Сĕм пĕлĕтсем хыçĕнчен

уйăх сивлеккĕн пăхать.

Сивĕ, кичем çутинчен

йывăçсене пас тытать.

Салам сире, Йĕпреç вăрманĕсем!


Салам сире, Йĕпреç вăрманĕсем!

Яштак хырсем, кĕреш ват юмансем

кĕрекери çынсем пек шавласассăн,

саркайăкла çунат çапать хавасăм.

 

Юрлать çĕр хăй те уçă сасăпа:

чунра янрать тĕлĕнмелле симфони.

Итлеп хăна курки сыпа-сыпа:

ку кĕвĕре — ан ман! — ĕçчен çын сăнĕ.

 

Еçре çаврăнăçуллă ал-ури,

çурхи вăрман пек чун-чĕри сăпайлă.

Шăпчăксемпе саркайăксен юрри

шăраннă чух çĕршыв асамçă майлă:

 

çĕклет таса ĕмĕтсене çӳле,

чечекленет хĕвеллĕ кăмăл-шухăш.

Куран та ăнсăртран çавра кӳлле,

сиксе тухассăн туйăнать пĕр вутăш.

 

Паллах, ку туйамра çеç çуралатъ...

Хыр тăррисем хумсем пек хускалсассăн,

вăрман—сивлек, вăл тинĕс пек шавлать,

тӳятăп эп карап ишсе тухассăн.

 

Лăпланчĕ тăвăл. Халь умри хырсем —

çарти кĕрнеклĕ салтаксен ĕречĕ.

Парад ирттернĕн туйăнчĕç вĕсем,

кирек ăçта та шухăша кĕреççĕ...

 

Салам, Йĕпреç вăрманĕсем, сире!

Юмахçăсем пек шухăша путатăр.

Малалла

Салтак ывăлĕ


Пин те тăхăр çĕр хĕрĕх тăваттăмĕш çулхи март уйăхĕнче эпĕ пĕр районта ял хуçалăх ĕçĕнче малта пыракансен канашлăвĕнче пултăм. Тĕрлĕрен çынсем пухăннăччĕ унта: колхоз председателĕсем, бригадирсем, ферма пуçлăхĕсем, МТСра ĕçлекенсем, трактористсем. Вĕсен хушшинче кĕрхи анис пан улми пек сăнлă хĕрсем те, шур сухаллă стариксем те, нумай пулмасть фронтран аманса таврăннă вăтам çулхи арçынсем те нумайччĕ.

Канашлăвăн президиумĕнче, районта ĕçлекенсем, тĕрлĕрен ватăрах çынсем хушшинче, эпĕ пĕр вунвиçĕ-вунтăватă çулхи арçын ача ларнине асăрхарăм.

«Кам-ши вара ку? — тĕлĕнтĕм эпĕ. — Пĕр-пĕр шкулăн е пионер отрячĕн представителĕ-ши?»

Пулкалать-çке тепĕр чух: çавнашкал паллă канашлусене пионерсем пырса саламлаççĕ. Анчах ку... Ку президиумра ларать, сĕтел çине чавсаланнă та трибуна çине тухса калакансене шăтарас пек пăхса çав тери тимлĕн итлесе ларать.

— Çав ача кам ара вăл? — тесе ыйтрăм хампа юнашар ларакан шинельлĕ çынран.

— А вăл «Шуçăм» колхозри ача, — ответ пачĕ ку мана.

— Мĕнле майпа çак канашлăва килме, çитменнине тата президиумах суйланма тивĕçлĕ пулнă-ха вăл?

Малалла

Çулталăкăн тăватă сăнĕ


1

Çĕн çул çитет! Туссем те тăвансем

тупаççĕ киввинче те çĕнĕ курăм.

Кантăкранах йӳрте кармашрĕ тем

хĕл сиввипе хутлăннă пĕчĕк хурăн?

 

Çĕклетпĕр савăш куркине çӳле,

Хĕл Мучипе ура хуçса ташлатпăр.

Вăл хăй те янă кĕрĕкне йӳле,

старик ăшша йăлт пиçнине куратпăр,

 

Хитре теттеллĕ чăрăш умĕнче

çăлтăрланать çын ĕмĕчĕ асамлăн.

Чечекленме пуçлать çурхи тĕнче,

кунçулăн тӳпине куратăн анлăн.

 

Чӳречесем çинче тулли пучах

хĕл тăрăшса ӳкерчĕ те васкавлăн, —

«Ĕçчен çынна ялан хисеп те чап!» —

тесе каланăн, кĕр çывхарчĕ шавлăн...

 

Юхтарăп эп ĕçри хисепшĕн тар,

хам çăкăра çĕршыв хуçи пек çийĕп.

Кунсен тулли çĕклемĕпе хастар

ĕçчен этемĕн хулпуççийĕ çирĕп!

 

2

Сип-симĕс кĕпине пăхса çанталăк

чăнах та халь ытараймасть пулас.

Мĕнпур çĕрте уçса вăл хунă алăк -

çав алăкран кĕмесĕр ман юлас?

 

Серте-пултран татаççĕ ывçăн-ывçăн

Малалла

Тăпачă


Мухтав сана, асран кайми тăпачă!

Хĕрарăмсен вăр-вар аллипеле

Йĕтем çинче якалнă эс, тăхлачă,

ĕçе васкатнă шавлă эртеле.

Юрлассăм килчĕ сан çинчен пĕр çаврăм

(Халь, шухăш, вăрçă вăхăтне эс ӳк!),

хĕрарăмеем хĕрсе çапатчĕç авăн

фашист пуçне тӳпкенĕ пек тӳп-тӳп!

Ял-йыш ыйха пĕлмесĕр тăрăшатчĕ

тырпул хума çĕршывăн кĕлетне.

Хĕп-хĕрлĕ авăн уйăхĕ шăлатчĕ

шур пĕлĕтĕн мамăкĕпе куçне.

Ешеннĕ тейĕн çутçанталăк хăй те:

тăсма та йывăр ку калаçăва.

Ватти-вĕтти те пурăнатчĕ кăйттă,

куратчĕ тĕлĕкре çеç сĕт-çăва.

Ку вăхăта манма ытла та хĕн —

куççуллĕ кунĕ кăкăр витĕр тухрĕ,

историн тертлĕ çулĕпе вăл утрĕ,

ăна сăлтавсăр каялла ан чĕн.

Хисеп сана, тăпачă! Асăнмаççĕ

сана калаçура та тăхлачсем.

«Ăçта тупар тăпач?» — шав хăшкăлаççĕ

паян институтри тĕпчевçĕсем.

Ал парăп пуç тайса ял ĕçченне:

тĕпчевсĕрех ӳсет ун чысĕ-сумĕ.

Нихçан та вĕçкĕн çил экскурси тумĕ

тулли пӳлмесенче халь кĕркунне.

 

Малалла

Йĕтем


Йĕтем — тĕнче пек пысăк аслăк,

хальхи ăру ăна пĕлмест.

Пĕлтерĕшĕ ун питĕ аслă —

тен, çавăнпа манас килмест.

 

Кунта хул-çурăм пулнă тарлă:

çерем касса ыр сулхăнта

çĕн тыр валли эпир хытарнă

кăпка çĕре тапта-тапта.

 

Кунта юлхав çынна çук вырăн,

кунта чыс çук ӳркевлĕхе.

Кунта таса алпа çеç пырăн

йышпа тупсассăн пĕр чĕлхе.

 

Йĕтем кил-çурт пек тирпейленнĕ,

вăл кĕтнĕ авăн уйăхне.

Çавраçилсем хирте çĕкленнĕ

юпаланса хăшпĕр чухне.

 

Çакна сăнанă май куç айĕн:

— Кĕр çывăх, — тенĕ ваттисем, —

ăна халь, ĕç пĕтмен тесе,

сĕм вăрманта тытса усраймăн.

 

Вара хиртен шăва пуçланă

кĕлтепеле урапасем.

Тапратнă шав, хуркайăк аннăн,

шап-шур кĕпеллĕ аппасем.

 

Ялсем канмасăр çапнă авăн

çĕрлечченех йĕтемсенче.

Тĕк выртнă йывăр, сарă кавăн

тӳпен кăвак арки çинче.

Пăрахут анаталла каять


Октябрь уйăхĕн вĕçĕнче çанталăк пуçĕпех пăсăлчĕ. Эрне ытла хĕвел пĕрре те курăнмарĕ, вĕттĕн-вĕттĕн сапакан çумăрпа хутăш йĕпе юр çурĕ, кунĕн-çĕрĕн çил вĕрчĕ, тăхлан тĕслĕ йывăр пĕлĕтсем кĕç-вĕç çĕре анса ларас пекех аяллăн шурĕç. Атăл шывĕ сăнсăрланса, тĕксĕмленсе кайрĕ, пĕрмай хумханса тăчĕ, çил вăйлăрах вĕрме тытăнсан хум тăррисем кăпăкланса хаяррăн сиккелерĕç, пĕр-пĕрне çапăна-çапăна арканчĕç.

Çулталăкри чи илемсĕр те салхуллă вăхăт — хура кĕркунне çитрĕ. Ĕнтĕ Атăл хĕрринчи вăрмансем çаралса, хуралса юлчĕç, уйрăм вырăнсенче тĕл пулакан чăрăшлăхсем çеç яланхи пекех ем-ешĕллĕн курăнаççĕ. Каç-каç Атăла çăра тĕтре хупласа лартрĕ, тепĕр чух çав тĕтре чаршавĕ кăнтăрла та сирĕлмерĕ. Ун пек чухне пăрахутсене питĕ кансĕр пулчĕ, вĕсен йĕркеллĕ çӳреме май килмерĕ, туран анаканнисем те, анатран хăпара-каннисем те унта та кунта, Атăл варринчех якорьсем ярса, чăтлăхра çухалса кайнă çынсем пек, пĕр-пĕрне сас парса хурлăхлăн кăшкăртрĕç.

«Эпĕ кунта-а!» — тенĕ пекех илтĕнчĕ вĕсем кăшкăртни... Тĕрĕссипе, Атăл тăрăх пăрахутсем çӳремелли вăхăт иртнĕ ĕнтĕ, навигаци хупăнмалла. Анчах та 1941 çулхи кĕркунне яланхи йĕркесене тытса пыма, сроксене пăхăнса ĕçлеме ниепле те май килмен. Темиçе уйăх каялла пирĕн мирлĕ те телейлĕ пурнăçпа пурăнакан Тăван çĕршывăмăра тискер тăшман килсе тапăннă, Хура тинĕсрен пуçласа Пăрлă океан таранах, те-миçе пин километр тăршшĕ тăсăлнă фронтра, хăрушла хаяр та йывăр çапăçусем пынă. Фронта мĕн кирлине — вăрçă техники, хĕç-пăшал, апат-çимĕç — вăхăтра илсе çитерме пур йышши транспортăн та пĕр чарăнмасăр, çĕрĕн-кунĕн пĕтĕм вăйпа ĕçлеме тивнĕ. Кунсăр пуçне, ун чухнехи йывăр кунсен-че фронт çывăхĕнчи районсенчен мирлĕ халăха — ватăсемпе вĕтĕсене, хĕрарăмсене — васкасах инçетри вырăнсене, вăрçă çук çĕре турттарса тухмалла пулнă. Эвакуированнăйсем хĕвел тухăçнелле чукун çулсем тăрăх та, автомобиль çулĕсемпе те, пăрахутсемпе те вĕçĕ-хĕррисĕр, пинĕн-пинĕн килсе тăнă...

Малалла

Капан


Чи йӳрĕк çын — капан тăрăлакан —

Йăтса çĕклĕтчĕ пек çӳл тӳпене.

Кĕлте парса тăратчĕç аялтан,

çĕн тыр шăрши уçатчĕ ӳпкене.

 

Ял халăхне пĕрлештерен йĕтем

капансемпе пуян пулсассăн тин

çӳретчĕ танлăн тыр тăван этем —

çĕре пĕлме ун пурччĕ пысăк тим.

 

Малта хĕл пысăк çăварне карать

(çăварĕ, чăн та, хупăнман хапха):

апат сĕтелĕ хушшине ларать,

хăй тутлăн какăрса калать: паха.

 

Гаргантюа-и е Пантагрюэль

хĕл сăнарне тĕлме-тĕлех килет.

Ерçӳсĕр çу ĕçпе тухать тӳрре:

çĕр чĕрçинчен тырпул пухса илет.

 

Хулпуççипе хăпартнă çĕр ăсти

йĕтем çинче кĕрнеклĕ капана.

Сулланчăк шукăль, ĕçсĕр лăпăсти

йăркканă хăнана та лавккана.

 

Юптарури пĕр шăрчăкла хĕлле

кивçен ыйтса çӳренĕ килсерен.

Темме илсе килмест хĕл хăйпеле

йăмра сулхăнĕпе çемçе çерем?

 

Кӳлле сар çулçă тĕрленсе ӳксен,

чыслать-ха авăн уйăхне чăваш.

Ĕçе тухма вăл, çăлтăрсем сӳнсен,

Малалла

■ Страницăсем: 1... 650 651 652 653 654 655 656 657 658 ... 796