Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кĕтмен венчетПулать-çке пурнăçраУй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑСинкерЙытă тĕлĕкĕҪавраҫилИлем

Çурла


Çурла тесен, мĕн чул касман

алла унпа ачалăх.

Алран çавах та пăрахман,

пăхман нихçан та чалăш.

 

Хĕвел вĕри урипеле

лĕпке çинче ташлатчĕ.

Тарасчĕ сулхăна, киле, —

лекмест-çке ĕç апачĕ,

 

Чĕнетчĕ шăрчăк юррипе

вырçа пĕтмен каçалăк.

Ĕçлемесен, куç шуррипе

пăхатчĕ пек хуçалăх.

 

Ĕшеннĕ кăмăла хуçса

(халь калама та çылăх!)

шăн пӳртĕн алăкне уçса

шăлне йĕретчĕ выçлăх.

 

Пӳртре курнатчĕ пуш сĕтел —

çавра та тутлă çăкăр

выртмасть унта! Питрен тĕл-тĕл

хĕл чĕпĕтетчĕ çăтăр.

 

Вара тытатăн та çурла,

выратăн кăчăрт-кăчăрт.

Ĕç тарĕ те касать хула —

тапса тухать вăл пăчăр!

 

Выраççĕ шăппăн мăннисем:

«Ĕç тертĕнчен ан писĕр».

Хире те çамрăк аннесем

тухман ача сăпкисĕр.

 

Паян чĕнет ĕç шавĕпе

ялсен машшинлă хирĕ.

Çурла та пулчĕ чăннипе

ман ӳсĕм сувенирĕ.

 

Тырпул пиçсессĕн, тӳпене

Малалла

Çитрĕ пирĕн май


Чечекпе чӳхенет ĕмĕр çамрăк уяв:

çын тухать урама, симĕсленнĕ уя...

Çĕр илемĕ хĕвел вăййипе илĕртет:

çитрĕ Май!

Янăравлă тĕнче ал çупса хĕпĕртет:

ирĕк Май!

 

Ытарми чечеке иленет ылтăн хурт,

кӳлĕре тасалса туй тăвать кайăк хур...

Эп курап çĕршывра юмахсен илемнех:

çитрĕ Май!

Юрăсем халаллать çут тĕнче кăмăлнех

пирĕн Май!

Çил çыхать милĕксем хурăнсен кăтринчен,

пирĕн çĕнĕ юрра салатать вăл инçе...

Çĕр çине вилĕм мар, ылтăн тĕшĕ акать

мирлĕ Май!

Тĕнчипех ачасен куллипе çаврăнать

пирĕн Май!

Шĕшкĕ


Кĕркунне шĕшкĕ тĕмине мăйăр татакан ачасем пĕтĕмпех хуçса, ватса пĕтернĕ. Мăнтарăн шĕшкийĕ! Епле чăтнă-ши вăл çав асапа? Пăхсан халь хĕрхенес килет. Хуçăк турачĕсем шанса, хуралса çĕрелле чикĕннĕ. Çулçисем таткаланса, çурăлса пĕтнĕ. Кĕрхи хура тăм ӳкичченех ем-ешĕл ларакан шĕшкĕ хăй илемне çухатнă. Нумаях пулмасть шĕшкĕ питĕ илемлĕ, тикĕс тăрăллă, хăмла пек мăйăрлă курăнса ларатчĕ. Халĕ пĕр мăйăр та çук.

Шĕшкĕпе юнашар пĕр ăвăс ларать. Хуллен çилпех хăйĕн хытă çулçине çăтăл-çăтăл вылятать. Авăсăн ним шухăш та, ним хуйхă та çук, анчах шĕшкĕ çине пăхать те вăл ăна хĕрхенсе çапла калать:

— Шĕшкĕ тус, мĕн усси пур санăн мăйăр ӳстерни? Пăх-ха ĕнтĕ ху çине ху. Мăйăрна татса этем ачисем сана мĕн тĕрлĕ асаплантарса пĕтернĕ? Килес çул пĕр мăйăр та ан ӳстер. Мăйăр ӳстерни вăл шăмму-шаккуна ватни анчах, сана хăвна ним усси те çук, — тет.

Шĕшкĕ ăвăс çине вăйĕ-халĕ пĕтнĕ майĕпе аран-аран куçне уçса пăхрĕ. Типсе хăрса кайнă çулçисене кăштăртаттарса, йынăшса, сассине аран-аран кăларса калать:

— Тĕрĕсех санăн сăмаху, ăвăс тус. Килес çул пĕр мăйăр та ӳстермĕп. Ай-яй-яй, шăм-шак пит ыратать. Йĕпе-сапа пулать пуль, — тет.

Малалла

Юлташ сасси — саркайăкăн...


Юлташ сасси — саркайăкăн,

Тăшман сасси — çăханăн...

Юлташ ютта куçсассăн,

Кам сассипе юрласшăн?!

Тен, чăнах та вăйсăр пуль ман тунсăх...


Тен, чăнах та вăйсăр пуль ман тунсăх,

Хаклама та кирлĕ мар ăна?!

Кайăк хур сассиллĕ чаплă куншăн

Ӳксе юлнă мамăк пек кăна...

 

Е чăнах та ун пек çеç пулсассăн,

Ма çаплах пусать вăл кăкăра?

Уншăнах эп ма сывлатăп ассăн,

Вăйсăр-тăк — мĕн-ма аплах кăра?

Эпир санпа каçман ахаль уй урлă...


Эпир санпа каçман ахаль уй урлă,

Пĕрле пурнатпăр иккĕн çирĕм çул хушши,

Пĕрле ĕçленĕ, анлă пурнăç курнă,

Пĕрне-пĕри парасшăн пулнă чун ăшши.

 

Телей те пирĕн пулнă,

пулнă терт те пирĕн,

Усал çынсем кăларнă сивĕтме элек,

Анчах яштак пĕвне паян та тӳррĕн

Тытатăн эсĕ, çамрăк йывăç пек.

 

Питӳ çеç пĕркеленнĕ сан пăртакçă,

Анчах ан çун, ан тарăх ун пирки:

Унта çулсем, кунсем хуллен çырса пыраççĕ

Курса ирттернĕ пысăк пурнăç кĕнеки.

 

Ăна курса вулатăп эпĕ иккĕн ирĕк

Юратнине, вара кĕртес килмест сăвва

Çилленнĕ майăн шăлтăр-шалтăр чашăк-тирĕк

Хутран-ситрен килте хускатнă шăв-шава.

 

Каллех те манăн ĕлĕкхин пек çамрăк каччă

Пулса вăййа тухасчĕ пĕр самант кăна,

Савни суйлас пулсан, вĕри чĕре хăвачĕ

Каллех, хальхи пекех, юратĕччĕ сана.

Пăланăм


«Эпĕ — Карăкçырмин ирĕклĕ пăланĕ...»

М. Волкова

 

Йывăçсем хушшипе ыткăнать ман пăланăм,

Хирĕçех, ав, васкать пек хаваслă тĕнче,

(Выляса чупмасса чунăмпа эп ăнлантăм.)

Хытă çĕр те кулать ун ури айĕнче.

 

Чĕвĕлтиçĕ чĕкеç савăнса чĕвĕлтетрĕ,

Нихăçан лекмесле нимĕнле чĕмере.

Сусăрланнă пăланăм ман тертлĕ, пит тертлĕ

Юлашки вăй вылятрĕ хĕрӳ чĕрере.

 

Куçĕнчен сăрхăнса тухакан çут куççулĕ

Сар чечекшĕн сăваплă тумлам шутĕнче.

Çакăн пек татăлать-ши вара ун кунçулĕ,

Ăнлансам эс ăна та паян, çут тĕнче.

 

Тем калас тенĕлле карăнса вăл—такăнчĕ,

Юнланса вĕриленчĕ сип-симĕс çерем...

Айван шухăш пуçран самантрах ман вăрăнчĕ,

Хĕстерсе пăчăртанчĕ пăлханнă чĕрем.

 

Вилес умĕн пиртен вăл нумай та,

нумай та ыйтманччĕ:

Пĕр минут уçă шăплăх

çак хавас кĕрлевре.

Юр ӳкнĕ чух çеçке çурсан...


Юр ӳкнĕ чух çеçке çурсан,

Панулмисен хаваслă сачĕ

Питех хитреччĕ, тусăм, сан

Пĕркенчĕк тытнă пек ларатчĕ.

 

Унта çĕрле турат çинче

Тĕррилтетсе юрлатчĕ шăпчăк,

Çил вĕрнĕ чух та варринче

Çулçа тивми çанталăк шăпчĕ.

 

Унта çулла кĕрсе ларма

Çеçке шăрши те çук, чĕвви те.

Чĕнмеççĕ кайăксем... Улма

Пăхать ем-ешĕл çулçă витĕр.

 

Нар пек питне хĕр кантăкран

Кăтартнă пек, пăхать хавассăн.

Ăна пĕрре çеç чуптăвассăм,

Чунран савассăм килчĕ ман.

Тĕлĕнтермĕш чĕрчун


Мулкач вĕçет тет, кайăксем тытса çиет тет. Пĕррехинче пĕр кайăка курчĕ те çăтса яма хатĕрленчĕ.

— Çиессе çийĕн те, малтан мăнтăрлат, — терĕ кайăк. Кунĕ-кунĕпе çăкăр, тырă, хурт-кăпшанкă, шыв йăтма тытăнчĕ мулкач.

— Халĕ сана çиме юрать-и? — ыйтать темиçе эрне иртсен.

— Çук-ха, халь мунча кĕрт.

— Юрĕ.

Мунчи вĕри пулнă. Кайăкĕ мулкача вĕри шывпа сапрĕ те,

— Ак сана кайăксем çинĕшĕн! — терĕ.

Мулкачĕ тухрĕ-тарчĕ.

Шăпах çавăнтанпа мулкач кайăксем тытма пăрахрĕ тет, курăк çиме тытăнчĕ тет.

Ах, ытла та ирĕклĕ-çке каçĕ...


...Ах, ытла та ирĕклĕ-çке каçĕ,

Чăнкăртатрĕ чăнкăр! тимĕр каçă...

 

Вăр та вар васкавлăн уçăлать арча,

Суйланать хавассăн çут мерчен-шăрçа.

 

Тăвана тăванĕ ăшшăн йăл кулать,

Туй çинчен сăпайлăн систерсе калать.

 

Чăшăлтатрĕ чăшăл! пичкери сăра,

Хăнана чĕнесшĕн пулĕ пурсăра.

 

...Ах, ытла та ирĕклĕ-çке каçĕ,

Ытарма çук ырă-ырă каçё!..

■ Страницăсем: 1... 651 652 653 654 655 656 657 658 659 ... 796