Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ҫул юлташӗСуя телейХура çăкăрЙӳçĕ кулăТĕрлĕ тĕрĕллĕ тĕнчемШăплăхри аслатиВĕлле хурчĕ — ылтăн хурт

Тинĕсри пурнăç


Çуллахи каникулта эпир çемьепе тинĕс хĕрринче кантăмăр. Пĕрре каçхине ман çывăрас килмест, пăчă. Эпĕ урама тухрăм, тинĕс хĕррине кайрăм. Каçĕ çутă, лăпкă. Шыв хĕрринче Никам та çук. Эпĕ пĕр утăм турăм та çунатсем тухрĕç. Тепĕр утăм турăм та ура вырăнне хӳре пулса тăчĕ. Виççĕмĕш утăм турăм та вутăш пулса тăтăм.

Шыв айĕнче шыв курăкĕ питĕ нумай. Раксем, шыв лаши, тинĕс çăлтăрĕ, медуза, тĕрлĕ тĕслĕ пулăсем, тимĕр шапа, дельфинсем пур. Эпĕ пĕрремĕшех хăрарăм, кайран вара пулăсемпе калаçма пуçларăм. Атте те унта вутăш, анне те. Вĕсем телевизор курса лараççĕ. Эпĕ унта тепĕр вутăшсене куртăм. Вĕсем шкула çӳреççĕ. Тинĕсре карап пур. Унта ылтăн тултарнă арча, мушкетёр рапири, сехет, тата ытти те пур. Тинĕсре тата лавка, тĕрлĕ çуртсем пур. Манăн пӳртре хамăн пӳлĕмре арчара резинка, браслет, лак, пилка, помада, пудра, тĕкĕр, çĕрĕ, духи нумай. Пӳлĕмре ман кровать, лампа, кĕнексем, тетрадьсем, сĕтел-пукан, тĕрлĕ тĕслĕ ручка пур. Урамра эпир футболла, лапталла, казахла вылятпăр. Тинĕсре кушаксем, йытăсем калаçаççĕ. Тинĕсрех клубсем, ресторансем, пур. Каçхине пытанакла вылятпăр. Киле кайнă чух хăрамалла.

Малалла

Ютри пурнăç


Ютра пурăнса, ют çынсен çуртĕнче

Тăван халăха асăнса макăрап.

Чĕрем çуннипе ют хула хушшинче

Чăваш халăхне юратса ыр сунап.

 

Вĕри чĕремпе çамрăкран чăваша

Чунтан юратса хуйхăрса пурăнтăм.

Чăваш халăхне çутатас шухăша

Ютсен куçĕнчен пытарма тăрашрăм...

Кайрĕ çав


Пĕччен юлтăм, кайрĕ çав,

Мăнтарăна кайрĕ çав.

Унăн сăнĕ куçăмра,

Ун кăмăлĕ ăшăмра.

 

Мĕнпур кăмăл ун çинче,

Пур телейĕм чĕрииче.

Хурланатăп — хуралап,

Шухăшлатăп — шуралап.

 

Сарă çӳçĕм саланчĕ,

Çутă куçăм çулланчĕ.

Ăшăм-чикĕм вут та хĕм,

Таврăнĕ-ши телейĕм?

 

Иртет çамрăк ĕмĕрĕм,

Çитĕ-ши ман ĕмĕтĕм?

Пӳлĕхçие асăнап,

Тавăрмашкăн тархаслап.

 

Ирхи тĕтре тĕтре мар,

Пĕлĕтпеле мăшăр мар.

Куçшыв; пите çума мар,

Телейпеле мăшăр мар.

 

Анчах пĕлĕт тĕтĕме

Çĕклет хăйĕн çумнелле;

Куçшыв урлă телейĕме

Çавăрăн-ши килелле?

Экскурси


Пĕррехинче эпĕ вăрмана кайрăм. Кăмпа шыранă май асăрхаман та чăтлăха, тарăн çырма хĕрнех çитсе тухнă. Асăрханса тавралла пăхса утатăп. Сасартăк темле шăтăка кĕрсе ӳкрĕм… Тем чул вăхăтран эпĕ тặна кĕтĕм. Хăлхара темле шав тăрать. Куçа вăйлă çутă йăмăхтарчĕ те сӳнчĕ. Ман умра темле чĕрĕ чунсем тăраççĕ. Куçĕсем тăваттă, хăйсем симĕс. Çаксем темле чĕлхепе калаçаççĕ. Тимлĕрех пăхсан вĕсем çынсем еверлĕ пек те туйăнаççĕ, анчах темшĕн 4 алặ. Çакскерсем мана ик енчен çавăтрĕç. Эп шикленмеллипех шиклентĕм, чĕтреве ертĕм. Хам ăнкарса иличчен эпĕ вĕсен карапĕ çине лекрĕм. Карап пĕр енче — экран, кнопкăсем нумай. Часах карап тапранчĕ, экран çинчи тĕлĕнтермĕшсем эпĕ хăранине те мантарчĕç. Эпĕр космос уçлăхĕнче пыратпặр.

Тĕксĕм тавралăх; çăлтăрсем, планетăсем курăнаççĕ. Кайран карап пĕр çутă çăлтăр енннелле вĕçме пуçларĕ. Ун патне çывхарнă май вăл пысăкланса тĕксĕмленсе пычĕ, планета евĕр курăнма тытăнчĕ. Ун тавра куçа курăнакан икĕ хăйне евĕр «çĕрĕ» пур. Пĕри вĕсенчен хĕрлĕрех сарă тĕслĕ. Кунсăр пуçне планета тавра уйăх евĕр спутниксем йышлă. Вĕсенчен тăваттăшĕ пысăкрах, ыттисем вара пĕчĕк, 50-60 та пур пуль.

Малалла

Тусăма


Тусăм, сана ачаран юратса,

Саншăн кăна тĕнчере ӳсрĕм эп.

Пур ĕçĕмре сана çеç астуса,

Сан кăмăлна килмелле турăм эп.

 

Саншăн кăна вĕренме тăрăшса,

Сан пирки çеç юрлакан пултам эп.

Юррăмсенче чи малтан савăнса,

Чунăм савни çинчен çеç çыртăм эп.

 

Пур кунсенче, каç пулсан, çĕрĕпе

Куç умĕнче сан сăнна куртăм эп.

Çут тĕнчере пур тĕлте пĕтĕмпе

Сан сассуна савăнса илтрĕм эп.

 

Пĕтĕм чуна йăлт санпа тултарса,

Пăшăрханса сан патна пытăм эп.

Сан умăнта пуçăма тайса,

Ним калама аптраса тăтăм эп.

 

Ĕмĕр пĕрле пурăнма асăнса,

Никам татайми чăн сăмах патăм эп.

Сан тутуна вăтанса чуптуса,

Сан аллуна чĕреме патăм эп.

 

Тусăм, ăçта хутăн-ши чĕреме?

Мĕншĕн ăна çĕмĕрсе ватрăн эс?

Мĕншĕн телейсĕр тума ĕмĕре

Макăрмалла, хăрмалла турăн эс?

 

Эх, авалхи кунсене астусам,

Тусăм, кăштах хĕрхенсем эс мана.

Çывăрнă чух тĕлĕкре çеç курса

Чуптуса ил авалхи чăн тусна.

Малалла

Мĕншĕн йăмра çулçи типĕтнĕ пулă евĕр?


Йывăçсем хĕлле те, кĕркунне те, çуркунне те çап-çара пулнă. Çавăнпа Турă вĕсене хитре тум тăхăнтартас тесе тĕрлĕ кӳлепеллĕ çулçă ăсталанă. Çырмара ларакан йăмра валли çеç çулçă çитмен. Йăмра кулянса хăйĕн çара тумне шыв çинче пăхса ларнă.

Йывăç хуйхине çырмара пулă тытакан ача та ăнланса илнĕ. Йывăçа савăнтарас тесе витрери пуллисене йăмра çине çакса хунă. Вĕтĕ пулăсем часах типсе кĕмĕл тĕслĕ пулнă. Çынсем типнĕ пулăсене асăрханă та çиесшĕн пулнă. Ача вара вĕсене çапла каланă: «Типĕ пулă вăрлакан - хăй те пулă пулакан». Çынсем хăранипе пĕрне те тĕкĕнмен.

Ăнсăртран çил пуçланнă. Хайхи пулăсем çилпе пăшăл-пăшăл тума тытăннă. Ача çаврăнса пăхнă та тĕлĕнсех кайнă: «Кĕмĕл тĕслĕ пулăсем йăмран чăн-чăн çулçисем пулса тăнă».

Çапла вара пулă тытакан ача йăмрана кĕмĕл тум парнеленĕ. Çавăнпа унăн çулçи типĕтнĕ пулă евĕр.

Икĕ хĕр


Хăйĕн аслă хĕрĕнчен

Ашшĕ ыйтать: «Мĕн мăнтăр?»

— Пирĕн атте килĕнчи

Кăвак лаша пит мăнтăр.

«Ăслă каларăн, хĕрĕм».

Унтан ыйтать: «Мĕн тутлă?»

— Пирĕн атте килĕнчи

Вĕллери пыл пит тутлă.

«Ăслă каларăн, хĕрĕм».

Татах ыйтать: «Мĕн çемçе?»

— Пирĕн атте килĕнчи

Тӳшек-минтер пит çемçе.

«Ăслă каларăн, хĕрĕм,

Хисеп турăн аçуна,

Ĕнтĕ сана çакăншăн

Çур мулăма паратăп».

 

Унтан кĕçĕн хĕрĕнчен

Ашшĕ ыйтать: «Мĕн мăнтăр?»

— Çут тĕнчере çĕр мăнтăр,

Унтан мăнтăр нимĕн те çук.

«Санра пархатар сахал».

Унтан ыйтать: «Мĕн тутлă?»

— Ыйхă тутлă, тĕнчере

Унтан тутли нимĕн те çук.

«Санра пархатар сахал».

Татах ыйтать: «Мĕн çемçе?»

— Алă çемçе, тĕнчере

Унтан çемçи нимĕн те çук.

«Санра пархатар сахал,

Эсĕ манăн хĕрĕм мар!»

Ашшĕ вара ку хĕрне

Хăваласах ячĕ, тет.

 

1907-1908

Космосра


Пĕр кунхине питĕ вăйлă çумăр çăватчĕ. Аçа-çиçĕм те çапатчĕ. Ялти йывăçсене пĕтĕмпех хуçса пĕтернĕччĕ. Ларатăп чӳрече умĕнче. Сасартăк пуканăн урисем хуçăлчĕç. Ман çӳç-пуç вирелле тăрса кайрĕ. Пăхатăп — ман умра йывăç тураттисем выртаççĕ... Хыçалалла пăхрăм та — урайĕнче манран ик-виç метрта турилкке выртать. Кайран турилккен урисем тухрĕç. Тепĕртакран алăкĕ курăнакан пулчĕ. Патнерех пырса йĕри-тавра сăнама пуçларăм. Пуçа та хыçса илтĕм, сăмсана та. Çав вăхăтра куç ыратакан пулчĕ. Куçа шăлса илнĕ вăхăтра ман ума ют планета çыннисем иккĕн тухса тăчĕç. Пĕри — хĕр ача. Сарă вăрăм çӳçлĕскер, сăмси-çăварĕ кроликăнни пек. Хăйĕнчен тутлă шăршă кĕрет. Тепри — арçын ача. Унăн çӳçĕ кишĕр çулçи евĕрлĕ. Куçĕ китаецăнни пек, тути-çăварĕ пирĕнни пекех.

Эпĕ вĕсемпе калаçса кайрăм. Чи малтан хăйсемпе паллаштарчĕç. Хĕр ачи Дильфа ятлă, арçын ачи — Рольфид.

— Мĕнле пурăнатăн, Света? — терĕç вĕсем мана.

— Аванах. Хăвăр мĕнле тата? — вĕсем ятăма пĕлни тĕлĕнтерчĕ мана.

Сиссе те ĕлкĕреймерĕм — пĕр-пĕринпе часах пĕр чĕлхе тупрăмăр. Вĕсем мана хăйсем çинчен каласа пачĕç, эпĕ — хам çинчен. Дильфăпа Рольфид мана хăйсен планети çине хăнана чĕнчĕç. Юлташĕсемпе паллаштаратпăр терĕç. Вĕсен пурнăçне лайăхрах пĕлме пултаратăп иккен, юратнă вырăнĕсенче пулса курма пултаратĕп.

Малалла

Паян


...Халĕ пирĕн çĕр çинче

Мĕскĕн халăх хурланать,

Хăйĕн мĕскĕн чĕринче

Хăй пурнăçне ылханать.

 

Эсĕ, пире Çăлакан,

Килсе пире йăпатса.

Пысăк хĕн-хур куракан

Чунне çу пек çемçетсем...

Çăлтăрсем


Пĕлĕт çинче çăлтăрсем

Ялтăртатса тăраççĕ.

Вĕсен çутă куçĕсем

Çĕр çинелле пăхаççĕ.

 

Çĕр çинче мĕн пулнине,

Ырă, усал тунине

Çут çăлтăрсем кураççĕ,

Çын хуйхине туяççĕ.

 

Çак çĕр çинчи этемсем —

Пĕрне-пĕри тăшман пек.

Усал, вăйлă вăрçăсем

Чарăнасси çук та пек:

 

Пĕлĕт урлăш-тăршшĕпе

Тупă сасси янратать,

Хула-ялсем çуннипе

Кăвак пĕлĕт хуралать.

 

Этем çилли тулашать,

Юнпа куççуль пĕр юхать,

Çынна çынах вĕлерет,

Çынна çынах пĕтерет.

 

Пĕлĕт çинчи çăлтăрсем

Йăлтăртатса тăраççĕ.

Вĕсен уçă сассисем

Хуллен юрă юрлаççĕ.

 

«Этем пурте пĕр тăван», —

Теççĕ çӳлти çăлтăрсем.

«Этем хăйне хăй тăшман», —

Теççĕ тупă сассисем.

 

Çитĕ вăхăт, этемсем

Пурте пулĕç пĕр тăван.

Вара тупă сассисем

Пĕтсе ларĕç çак кунтан.

 

Пĕлĕт çинчи çăлтăрсем

Çавна курса савăнĕç.

Çӳлти пĕлĕт юррисем

Çĕр çинче те илтĕнĕç.

 

1918-1923

■ Страницăсем: 1... 692 693 694 695 696 697 698 699 700 ... 796