Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Вӗре ҫӗленЙăмраллă ялХурапа шурăКăра çилсем. Виççĕмĕш кĕнекеТаркăнТĕлĕнтермĕш юмахсемПахчапа мунча хуҫи

Каç иртрĕ...


Каç иртрĕ. Сывлăм улăхра

Шăрçаланса пит вĕттĕн ӳкрĕ.

Ак шурăмпуç та улăхса

Каçхи сĕме пуç пĕкрĕ.

Атте ĕнер каçпа мана,

«Ыран ирех тăр! — терĕ, —

Акса хурас пĕр анана,

Халь çур. Кĕске çур çĕрĕ».

Чăнах, пĕлмен эп хальчченех, —

Çĕр çуркунне кĕске-мĕн.

Пĕрре ларан та ирчченех

Хĕрпе пуплен чеченĕн.

...Çул тăрăх тек чупать кĕсре;

Сиктерчĕк — урапийĕ.

Çанталăк лăпкă та хитре,

Шеп вăхăт çуракийĕ.

Ак çитрĕмĕр ана çине.

Аттен алра – сар кунтă.

Сапать тырра вăл ик енне,

Тырри кĕрнеклĕ пултăр!

Ун хыççăнах тăвап сӳре, —

Йăлт вантăр муклашкийĕ!..

Кахаллăн тек утать кĕсре,

Чупать çумра тихийĕ.

Таçта çӳлтех, хĕвел çумĕнчех,

Тăри юрлать хавассăн.

Тек кĕçенет кĕсре умĕнче

Çӳрен тиха, йĕс саслăн.

Нӳрелнĕ çĕр пит кăпăшка,

Нӳрелнĕ çĕр пит мăнтăр...

Кĕсре — те ывăннă — хашкать,

Сисмен те — çитнĕ кăнтăр.

Тепĕр Çĕн кун илсе килчĕ шуçăм...


Тепĕр Çĕн кун илсе килчĕ шуçăм,

Еплерех вăл иртĕ-ши паян?

Ĕнерхи пекех-ши пулĕ уçă

Е хуралĕ пĕлĕт тухнăран?

Пĕлĕтлĕ кунсем ытла чылай-çке,

Ах, сайра, сайра хĕвел пăхать!

Шалкăм çумăр ытларах çăвать-çке,

Пĕрмаях çил-тăвăл тустарать.

Çил тухмасăр çулçă хумханмасть вăл,

Тинĕс хумĕ çилсĕр вылямасть,

Чунсене кирлех, кирлех çил-тăвăл!

Кĕрхи шухăш


Пуç тулли — сапаланчăк шухăш,

Ăçта пăхан — кун çутти палăрмасть.

Пит варкать, пит çунать яш чух ăш,

Никам та çул уççи кăтартмасть.

 

Вĕлтĕртетрĕ кĕрхи сарă çулçă,

Вĕлтĕртетрĕ те ӳкрĕ çĕре.

Мантан пурнăç темме хытă кулчĕ...

...Çухалс(а) юлнă телей инçетрех...

 

Çамрăк пуç ытлашши йăваш пулнă,

Пит юратнă тĕнчен илемне.

Çут тĕнче илемпе миме тулнă,

Юр юрланă ялан çуркунне.

 

Эп юратнă ялан ирĕк сăвă,

Поэт ячĕ илĕртнĕ мана.

Чунăм та ун чухне пулнă сывă,

Ĕмĕтпе хуçăлман çамрăклах...

 

Генрих Гейне хăват мана пӳрчĕ,

Пушкин сăвăç пиллерĕ пуçа.

Çеçпĕл чунĕ манра та вĕт пурччĕ!

Сăвăç çулĕ ман пулнă уçах.

 

Çук, мĕн-ма-ха, ухмах, суеçетĕп?!

— Маншăн сăвăç ăраскаллă пулман!

Вĕт хамах та пит лайăх пĕлетĕп,

Эп поэзие çывăх курман!..

 

...Каçхине шурăмпуç пĕлĕт çийĕн

Хĕвел хыççăн анса пытансан,

Ушкăн-ушкăн тухаççĕ ретшерĕн

Ылтăн хĕм çăлтăрсем катаран.

Малалла

Ватă хыр йăваннă, ешерет хунав...


Ватă хыр йăваннă,

ешерет хунав.

Кунта ĕнтĕ эпĕр

вăхăтлăх, хăна.

 

Кĕр кунне çĕн вăрлăх

юлтăр сапăнса,

ламран лам чăвашăм

пытăр сыпăнса.

 

Сыпăк хыççăн сыпăк,

халăхăм, кăлар,

хĕлĕн-çăвĕн эсĕ

çеçкеленсе лар.

 

29.10.2007. Каç кӳлĕм.

Ĕçÿ-çырту çурчĕ...


Ĕçӳ-çырту çурчĕ.

Ячĕ ун «Телей».

Иртен çын кĕрет те

тилмĕрет: «Налей».

Ячĕ чăвашла та,

ĕçĕ вырăсла.

Те синкерлĕх çакă,

те вăл кулăшла?

Чăваш сăнлă ӳсĕр

темĕн ĕнĕрет,

«Телей тупрăм» тенĕн

хăлхана кĕрет.

 

29.10.2007. Кăнтăр хыççăн.

Троллейбус майри


Маруç — троллейбус кондукторĕ. Ĕçĕ çăкăр çукран пашалу тенĕ пек кăна-ха ĕнтĕ: урăх ниçтах та йăпăр-япăр вырăн тупайман пирки çеç кӳлĕнме тиврĕ çак сумсăр ĕçе. Хырăм кулленех — кунне виçĕ хутран кая мар-ха тата! — выçса аптăратман тăк, пуçне çак «йăлмака» пырса чикес çукчĕ те вĕт. Вăхăтлăха тесе вырнаçрĕ те — виçĕ çул та иртсе кайрĕ унтанпа. Сумсăр пулмасăр, сумсăрах ĕнтĕ кондукторта çӳресси: кашни-пĕри, ӳркенменни, урлă куçпа пăхать, кирлех пулсан — хар-р кăшкăрать йытăлла, транспортра ярăннăшăн укçа тӳлеме ыйтсан мĕн кăна хăтланса кăтартмаççĕ-ши тата!.. Этемĕн шалти ăш-чиккине тавăрса пăхма çук теççĕ те — Маруçăн çакăнпа килĕшесех килмест: кондукторпа хĕремесленсех тавлашакан-ятлаçакан е ăна улталатăп тесе шутлакан пассажирăн пытарăнчăк кăмăлĕ кĕрĕк çанни евĕрлех таврăнса тухать тепрер чух.

...Ун чухне Маруç кондукторта ĕçлеме тин кăна пуçланăччĕ-ха, те çавăнпа уйрăмах асра юлнă вара, кайран та унашкал тĕркĕшӳсем теçеткипех пулса иртнĕ ĕнтĕ, анчах пирвайхи манăçмасть иккен...

Пассажирсем хушшипе пĕтĕм вăйне пухса хирĕнсе иртрĕ те Маруç анчахрах салона кĕрсе тăнă каччăпа хĕр тĕлĕнче чарăнчĕ.

Малалла

Пĕр аллупа паран, Шăпаçăм...


Пĕр аллупа паран, Шăпаçăм,

Илетĕн тепĕр аллупа.

Телей илсе килет те шуçăм,

Каять телейĕм анăçпа.

Паян вĕçет, юрлать ман чунăм,

Ыран сывлать аран-аран.

Паян çунать те шанчăк-çулăм

Сив кĕл пулса выртать ыран.

Анчах та çук ӳпкев, Шăпаçăм,

Сана ман пур пĕрех, шансам!

Хал пултăр çеç, сыв пултăр пуçăм

Утма хĕресĕме йăтса.

Пĕр тикĕс çулпала — пĕр утăм,

Виç утăм — лакăм-тĕкĕмпе.

Эп тĕттĕмре шыратăп çутă

Кашни кунах, мĕн ĕмĕрпе.

Тĕнчере хĕрĕх те пĕр илем теç...


Тĕнчере хĕрĕх те пĕр илем теç, —

Пурте пирĕн пулĕç вĕсем.

Ахаль мар-тăр хĕр хальлĕн иленчĕç

Пире юрă кайăкĕсем.

 

Кам ытамĕ ытамлĕ те илĕ

Çакă аслă çĕршыв чиккине? —

Е асар та писер çавра çилĕ?

Е вăл тивĕç поэт чĕлхине?

 

Пурте, пурте пĕртен-пĕр тивĕç

Сăввăн ылтăн чĕлхи-çăварне.

Ун хăвачĕ стихийăран çивĕч,

Уншăн пур вăй-хăват та — парне.

 

Тусăм, тусăм, çакна пĕлнĕ хыççăн

Уйрăлатпăр тесе ан кала!

Ирĕкри телее ывçăн-ывçăн

Ывăçланă эпир санпала.

 

Пире аслă çĕршывăн илемĕ

Тĕне кӳртрĕ çурхи телейре.

Çавăнпа юррăмăр иксĕлеймĕ,

Пирĕн юрă çăл куç евĕрлех.

 

Аслă улăхăн ешĕл хускавĕ

Хумхантарнă пире ачаран.

Çавăнпа юрăра унăн шавĕ,

Пирĕн юррăмăр — хир те çаран.

 

Сар чечеклĕ вăрман аслă уйĕ

Тарăн шухăш сĕнетчĕ пире.

Çавăнпа чĕрери çамрăк туйăм

Хĕмленсе амаланчĕ ирех.

 

Чăн тăванăм! Янравлăн та уççăн

Такмаклар-и паян санпала?

Çак тĕнчен тупсăмне тупнă хыççăн

Уйрăлатпăр тесе ан кала!

Вĕçсе килнĕ симĕс кăсăя...


Вĕçсе килнĕ симĕс кăсăя,

сысна çăвĕ каймĕ-ха сая.

Уйăх тулчĕ. Илĕртет кулли.

Алтăр çăлтăр тӳрĕ, туп-тулли.

Юпа хăвăрт иртрĕ пек темме,

чăн чăваш тăвасшăн чӳклеме.

Çĕн çиме, çĕн çимĕç хатĕрлет,

купăс хĕлĕхне вăл ĕнĕрлет.

Пĕр каçпа хăна-вĕрле пухать,

ташăри тăван пуçне ухать,

тĕпелте пур арăм савăнать,

çĕн юрпа çĕн юрă хывăнать.

 

29.10.2007. Ир кӳлĕм.

Хула


Ялта —

авван хулла.

Кунта —

хытарт хула,

кунта —

ял мар — хула.

Хутран хута

хутлан,

Пулан ху та —

«Вутлан»!..

Хулан

сăн-пит ула.

...Сулатăн пит

алла...

...Юхан шыва юхма

Епле чаран,

Ухмах?!

Таптанакан асфальт

Юрлать, итле,

бас... альт...

Урам —

юхан шу пак,

Ик еннипе

купа —

Чул çурт купи.

Пур çурт —

Çап-çут.

Пур çурт —

Улт хут.

Пур çурт

ларать ту пак,

Пур çурт

кăларать труба...

Хулан

çилхи хушка,

Аял —

чулпа

Малалла

■ Страницăсем: 1... 718 719 720 721 722 723 724 725 726 ... 796