Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеУтартаКăвайт çутисемИлемШăплăхри аслатиХĕллехи каçсенчеКунсем-çулсем... Çулсем-йĕрсем...

Кĕсре хӳри пек илĕрмерĕм те...


Кĕсре хӳри пек илĕрмерĕм те

ялта ята ямарăм çав.

Асран мăшăрăма ямарăм та

ытла ир туялантăм çав.

Ачине шурă тетчĕç те...


Ачине шурă тетчĕç те

хĕрпе выртрĕ – хĕрелчĕ,

хĕрне хура тетчĕç те

арпа выртрĕ – саралчĕ.

Эп хĕрлĕ мар, сарă мар,

хĕрлех тăлăх ят илтрĕм.

Ытах тăлăх пуличчен

тӳшек тĕкĕ пулас-мĕн,

хĕрлĕ-сарă мăшăра

каçăн-ирĕн ăшăтас-мĕн.

Ик куç тулли ыйхăм пур...


Ик куç тулли ыйхăм пур, –

кампа выртса, кампа çывăрам-ши?

Çамрăк пуçăм тулли хуйхăм пур, –

кампа ларса, кампа пайлам-ши?

Поэт йыхравĕ


Вăранăр, тапранăр

чăваш çыннисем!

К Иванов

 

Умăмра — Константин Ивановăмăр бюсчĕ,

Сăнĕнче — тарăн шухăш куллен:

«Савнă халăх, ан йăшчĕ, ан юсчĕ, ан тусчĕ —

Патшаран хăраса ан куклен.

Халиччен тӳснине тепĕртак эсĕ тӳсчĕ —

Ăмăрт кайăк пек паттăр çĕклен!

 

Тӳсессе чăнахах та тӳсме питĕ йывăр —

Пусарать тĕрлĕрен терт-инкек.

Çутталла туртăнса, анлăраххăн çул хывăр —

Хăвăра хăвăр туйăр çын пек!

Тĕттĕмре, мĕскĕнре, эй, тăванăм, ан çывăр!

Иксĕлмен-ха санра та кĕрнек.

 

Сăмăхна, юрруна, тĕррӳне сăнасамччĕ —

Вĕсенче çитмĕл çичĕ тĕспе

Йăлкăшать çивĕч ăс та илем асамачĕ,

Ырă чун ăшăтатъ ăшшипе.

Вĕсене тимлĕрех упрама ан мансамччĕ, —

Малалла

Мăшăр панă тутăрĕ...


Мăшăр панă тутăрĕ

пуçран кайма пĕлмерĕ.

Тутăр вĕçĕ тĕрĕллĕ,

пĕрре типме пĕлмерĕ.

Алă хуçăлсан...


Алă хуçăлсан

алса ăшне чикнĕ пулăттăм,

пуçăм çурăлсан

шур тутăрпа чĕркенĕ пулăттăм.

Ал мар, пуç мар, тăлăх чĕрем тапранчĕ,

ăçта чикес, мĕнпе чĕркес, пĕлĕттĕм.

Ытам тулли мăшăрăм


Ытам тулли мăшăрăм,

кам ылханне çĕтрĕн-ши?

Сар хĕвел пек арăмна

мĕншĕн ытла йĕртрĕн-ши?

Хĕлĕх хӳре кăвакал


I

Хĕлĕх хӳре вăл — кăвакал ами. Хӳри унăн — вĕтĕ хĕлĕх ала евĕрлĕ, çӳхе. Тĕсĕпе вăл — хăмăртарах сăрă, темĕнле çăвăнса тасалайман пек, вараланчăк пек. Хĕлĕх хӳрен тата юлташĕ те пур-ха...

Акă пуш уйăхĕнче пĕр сивĕ кун Хĕлĕх хӳре витерен утса тухрĕ те кăштран юр çинче хăрах ури шăнса кӳтнипе уксахлакаласа илчĕ, унтан тӳсеймесĕр ларчĕ, урисене çунатти айне тартса кĕртрĕ. Шăнма тапратнă сăмсине те çунат айне чикрĕ. Вара витере çыпçăнса тулнă улăм çӳппине хӳри çинчен силлесе тăкрĕ те ылтăн çĕрĕ витĕр пăхнă пек курăнакан хура куçĕпе чăхсем çине ăмсанса тинкерчĕ. Темиçе чăх ĕне çурăмĕ çине хăпарса ларнă. Ура шăнас хуйхи çук вĕсен. Çывăрасса та вĕсем çавăнтах çывăраççĕ, ирхине витерен те ун çине ларса тухаççĕ, çаплипех кил карти тавра уçăлкаласа çаврăнаççĕ. Çав шанчăклă «транспортах» каçпа вĕсене витене илсе каять. Хĕлĕх хӳре патне чăхсем хуçа апат парсан кăна вĕçкелесе анаççĕ. Хĕлĕх хӳре вĕсене сăхкаласа та илет, анчах та ăçта унта: вĕсем йышлă, пĕрне хăваланă çĕре ыттисем пĕрер турам апат сăхса илсе аякка тарса ӳкме ĕлкĕрнĕ, ĕнтĕ хăшĕ ăçта — çисе лараççĕ. Хĕлех хӳре мĕн юлнă пеккине те пулин çисе юлам тесе хыпалансах çăтать, ĕне çитсе сăмсине чикиччен темиçе çăвар хыпса ĕлкĕрет-ха вăл, вара пăрăнса каять те темиçе çăвар юр хыпнă хыççăн каллех яланхи пек чăмăртанса ларать. Паян та кăшт çеç çисе юлчĕ вăл юлташĕпе. Акă халь Хĕлĕх хӳре карта тăррине ятарласа илемшĕн вырнаçтарса тухнă пек шăкăрин ларса тулнă çерçисем çине ним шухăшсăррăн пăхать. Карта урлă курăнакан йăмрасем çинче ун пекех ним хускалмасăр чанасем лараççĕ. Шутсăр нумай вĕсем. Тата темшĕн пур йăмра çинчисем те пĕр еннелле, çиле хирĕç, пăхса ларнă. Пурин те пуçĕсем — кăнтăралла, хӳрисем — çурçĕрелле.

Малалла

Ăс-хакăл улăпĕ


Чăваш пайтах ӳстернĕ паттăр,

Кашни маттур харкамăн ĕçĕнче.

Кун-çул хуçсан та шăтăр-шатăр

Вĕсем вилмеççĕ халăх асĕнче.

 

Мухтавлă Яковлев упрарĕ

Арканасран асаттесен чунне.

Никольский ячĕпе туптарĕ,

Çĕклерĕ халăх хăйĕн ăс-халне.

 

Сăпайлăскер, чăваш ĕçченĕ

Парне кĕтмесĕр ĕмĕр тăршшĕпе

Чăвашăн ăс-халне тĕпченĕ,

Тăван пек çывăх пулнă кӳршĕпе.

 

Чăваш кун-çулĕ те сăмахĕ,

Юрри-сăвви те кăмăлĕ-йăли —

Ак мĕн ун пурнăçĕн ахахĕ —

Упрасшăн çунтăн ĕмĕрсем валли.

 

«Мĕнрен кая чăваш хавалĕ, —

Тесе каларăн, — кӳршĕмĕрсенчен.

Хăй сăмахне татах вăл калĕ,

Часах вăл çĕтмĕ çакă çĕр çинчен».

 

Мĕн чул тĕпчевçĕ те «хыпарçă»

Туптарĕ вăл ăс-хакăл лаççинче!

Вăрман пекех ӳссе хăпарчĕ

Çав йыш эс кăпкалатнă çĕр çинче.

 

Сана тĕнчипеле чыслаççĕ,

Саланчĕç чĕппӳсем çич-çич ене.

Сан ятупа чăваш калаçĕ,

Ăс-хал хушса тĕнчемĕр çӳпçине.

Ар çын артакĕ мĕн тути...


Ар çын артакĕ мĕн тути, –

вăрçа пула пĕлеймерĕм.

Савнă мăшăрăма ăсатрăм та

каялла кĕтсе илеймерĕм.

■ Страницăсем: 1... 737 738 739 740 741 742 743 744 745 ... 796