Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кăвак çĕмренКĕперВăрман ачисемТанатаИрĕк çилЫлтăн вăчăраÇăлтăрчăксем

Пурнатпăр пурнăçа, витĕр курнатпăр...


Пурнатпăр пурнăçа, витĕр курнатпăр.

Витĕр курнсан та пурпĕрех пурнатпăр.

Вĕçне çитсен вăл ĕмĕт пĕр кăна,

килтех курасчĕ юлашки куна.

 

31.03.2005.

Хуйхи-суйхи, нуши çинче кăть çех...


Хуйхи-суйхи, нуши çинче кăть çех

кăвак хуппи пек телейне куратпăр.

Кайран тепре уçăласса кĕтсех

выртатпăр месерле.

Çăвар каратпăр.

 

31.03.2005.

Юр хĕвет, хĕвет


Иксĕмĕр нихçан та юнашар утман,

тĕл пулсан тухайрĕ çуранлă тăман.

Каялла пăхатпăр – çук ура йĕрри.

Малалла пăхсан та – çут тĕнче хĕрри.

 

Юр хĕвет, хĕвет те çула кĕрт пӳлет.

Ăçталла утатпăр – Турă çеç пĕлет.

Перчеткесĕр алă, сивĕ йăл илет.

Туту çинчи юр çеç хăвăрт ирĕлет.

 

Иксĕмĕр нихçан та юнашар утман,

мĕне сисе тухрĕ паянхи тăман?

Каялла пăхатпăр – çук ура йĕрри,

малалла пăхсан та – çут тĕнче хĕрри.

 

10.03.2000.

Чечек


Хӳхĕм хĕр ӳстернĕ çав пике,

Вăл, иккен, Чечек ятпа çӳренĕ.

Çитĕнсе çитсессĕн Чечеке

Кӳршĕ çĕршыва кайма пилленĕ.

 

Вăл Византире патша килне

Кӳнĕ имĕш хăйне май чиперлĕх:

Хатĕрленĕ йышăну тумне,

Ун ятнех илет-мĕн çав еткерлĕх.

 

Тĕрлĕ-тĕрлĕ çĕршыври патша

Пирĕн йăх пикисене юратнă,

Хунаттарнă тет хурăнташа,

Арăслан пек ывăл-хĕр çуратнă.

 

Пăлхарти мухтавлă хĕрсене

Вырăс кнеçĕсем те тиркемен-мĕн.

Тăванла курсассăн пĕр-пĕрне —

Пĕр çĕршыв та хытă сехĕрленмĕ.

Чăваш ятпа черетленсе килсе тăратпăр...


Чăваш ятпа черетленсе килсе тăратпăр,

Каятпăр çутă тĕнчерен пĕр харăс мар,

Кунта ачасене пиллетпĕр, хăваратпăр,

çĕр пин юррăмăра парса, çĕр пин сăмах…

 

Мĕскершĕн пурăнатпăр çĕр çинче, атьсемĕр,

ăçта çитерĕ-ши çак пурăнăç çăмхи?

Христос çуралнăран иртейрĕ çирĕм ĕмĕр.

Ун умĕнхи мĕнле, мĕскер ун хыççăнхи?

 

Куç умĕнче – Еврази хирĕсен тусанĕ

Каганлăхсем, ĕмпӳлĕхсем, Ылтăн Урта…

Скиф-Çĕпĕр тĕнчинчен хăрать хĕреслĕ Анăç,

Атăл тавра хунать пăлхар, пăртас…

 

Чăваш ятпа черетленсе килсе тăратпăр,

каятпăр çакă тĕнчерен пĕр харăс мар.

Пăхатпăр каялла, хамăр йăха тăсатпăр,

çак пурнăç тупсăмне пуçлатпăр шырама.

 

Христос çуралнăран иртейрĕ çирĕм ĕмĕр,

чĕлхе-сăмах, чунсем куçаç ламран лама.

Этемлĕхĕн пулайтăр çĕр çинче пĕр ĕмĕт,

çут тĕнчепе çураçăнса пурăнмалла.

Çитетпĕр çĕнĕ ĕмĕре...


Çитетпĕр çĕнĕ ĕмĕре,

пин çуллăха кĕретпĕр.

Çаплах телей чухне кулсан,

инкек чухне йĕретпĕр.

Нимех те улшăнман çак тĕнчере,

мĕн пурĕ пулнă, пулнă.

Тен, çав шутран эпир те.

Тен, тĕлĕкре вăл юлнă?

С.Ф. Сайкина


Чăваш валли ятран аслă шкул

уçма пултартăр,

Иван Яккăльчăмăр ĕмĕтне

эсир тултартăр.

 

Эсир Университетăмăрăн

пĕрремĕш ректорĕ,

Сирĕн пилпе çакă аслă шкул

чечекленсех тăрĕ.

 

Чăваш сурпанĕ пек ĕмĕрĕр

вăрăм пултăр,

Хур кайăк çулĕ-çăлтăрсемлĕ

çулăр юлтăр!

 

1999, авăн.

Парспит


Пулнă хасарсен Парспит аппа.

Барсăн хӳтлĕхне ĕненнĕрен-тĕр

Чĕннĕ тет ăна çапла ятпа,

Тен шутланă: барс пек тĕреклентĕр.

 

Паварпи пекех, маттур çӳрет,

Хан вилсессĕн, вăл — çĕршывăн пуçĕ.

Тăшмана хăюллăн çĕнтерет,

Ывăлĕ, Парспикĕ, — çĕнтерӳçĕ.

Çавалăмăр...


Çавалăмăр,

çаранăмăр,

вăрман хĕрри Вăрнарăмăр,

çутă тĕнчен

вăта çĕрĕ,

сĕткен паран тымарăмăр!

 

Яш чухнехи

вăкăр сĕчĕ,

тĕнче тавра çавăратăн.

Ватăлăхри

кăкăр сĕчĕ,

тăван çĕре тавăратăн.

 

Тĕлĕксенчи

ас илӳсем

куç уçсанах çухалаççĕ,

масар çинчи

мăн ватăсем

хăйсен патне йыхăраççĕ.

 

Ан васкăр-ха,

аннем-аттем,

тата кăштах пурнасчĕ-ха;

ĕмĕтрисем,

çырмаллисем

пĕтменччĕ-ха, нумайччĕ-ха…

 

1996, çĕртме.

Эпир катаччине тухманччĕ...


Эпир катаччине тухманччĕ,

эпир тухманччĕ ярăнма.

Тахçан пирĕн умра тăманччĕ,

пуçланă çеçчĕ пурăнма.

 

Тăван-пĕтенсенчен кĕтмесĕр

çукран пур турăмăр пулсан,

кала, мĕн-ма чунна кĕртмесĕр

пурнатăн эсĕ? Мĕн çук сан?

 

Хваттершĕн эпĕ тапаçланмăп.

Мана кавир те кирлĕ мар.

Хĕр пĕрчĕке нихçан та манмăп,

атя юлташ пулсах юлар.

 

Санра шырамăп тĕрлĕ айăп,

эп хам, эп хам чи айăпли.

Сăмахсăрах ăнлантăм. Кайăп.

Пулассине Турри пĕл-и?

■ Страницăсем: 1... 745 746 747 748 749 750 751 752 753 ... 796