Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Мĕнпур чăвашăн ваттисем!
Сăваплă мăн асаттесем!
Мухтав та чыс паян сире —
Пĕтмен-ха йăхăр тĕнчере.
Хăй çăкăрне хăех çиет,
Çынна валли те ун çитет.
Тĕлĕнтерет маттурлăхпа,
Татуллă вăл ытти йăхпа.
Тытмарăмăр ялан асра,
Паян шыратпăр пурсăра.
Паян уяртрĕ самана,
Суя тухса пырать чăна.
Тĕнчемĕр пăтрансассăн та —
Аваллăх чĕрĕлет унта.
Кĕтет сире те çав шăпа,
Килсемĕрех мĕн пур йышпа!
Курса йăпанăр хальхипе,
Танлаштарса авалхипе.
Юлсамăр хамăр хушăра,
Пире парсамăр ăсăра.
Йăшсах çитетпĕр-çке кас-кас.
Ăна епле сирсе тăкас?
Çапла пĕрле пулсассăн çеç
Кал-каллăн пырĕ пысăк ĕç.
Шăпах çав шухăш ертнипе
Сăмах пуçларăм сирĕнпе.
Сĕм авалтан паян кунччен
Чăваш мĕн-мĕн тӳсни çинчен.
Кĕрнеклĕ курăнтăр чăваш,
Çӳретĕрччĕ ялан вăш-ваш.
Малалла
Пурнăç панă Аслă Турă,
Тĕнчене тытан хăват,
Кăтартан хура та шурă,
Шайлашса вăл çул хывать.
Хамăр халăхăн тымарĕ
Икĕ пин çул хушшинче
Çухалмарĕ те хăрмарĕ,
Çитĕнет-ха йыш çинче.
Сивĕре маттур турачĕ
Типрĕ ĕнтĕ сахал мар.
Ун вулли хунав кăларчĕ,
Татăлман-ха тĕп тымар.
Халăх тав тăвать, Хуçамăр,
Пиллĕхӳшĕн пуç тайса.
Тавтапуç! Куратпăр хамăр:
Эс хăвартăн упраса.
Пĕтнĕçем пĕтеççĕ ĕнтĕ
Халăхсем те çĕр çинче.
Чăвашсен апла пулин те
Пур тĕрек шăнăрĕнче.
Виç пахалăх — ырă кăмăл,
Ырă шухăш, ырă ĕç
Пур чухне упранăн çăмăл,
Тӳсĕм, тӳсĕм кирлĕ çеç!
Çак ăса ăнкарчĕ халăх
Вăрăм ĕмĕр тăршшĕнче.
Кирлĕ, кирлĕ виç пахалăх
Кулленхи пурнăçĕнче.
Ырă ĕç тени пулаймĕ
Тирпейӳ çитеймесен,
Пурлăхпа пӳлмӳ тулаймĕ
Упрама пĕлеймесен...
Туррăмăр, йĕрке тумашкăн
Пулăшса пырсам пире,
Малалла
Тăван халăхăн икĕ пин çул хушшинчи кун-çулĕ тумхахлă та мухтавлă. Халĕ вăл уççăнрах та курăнса пырать. Мăн асаттесем II ĕмĕр варринче Алтай енчен Çурçĕр Кавказа çитеççĕ те кунта Сăвар, Ылтăн Пăлхар, Хасар патшалăхĕсем йĕркелеççĕ. X ĕмĕр тĕлне Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ вăй илет. Пирĕн йăх-несĕл кайран тутарпа вырăса тухма шутламан. Юлашки ĕмĕрсенче чăваш чунĕ çĕнĕрен вăй илчĕ. Унăн сасси тĕнчери халăхсем хушшинче илтĕнсех тăрать. Чăваш ачи уçлăха та çĕкленсе курчĕ.
Чăваш çыравçисем çак вăрăм тапхăра сахал мар сăнласа панă. Ку тĕлĕшрен чи малтан Н. Шелепи, И. Тăхти, Г. Тал-Мăрса, М. Юрьев, И. Петрова, К. Турхан хайлавĕсене асăнмалла. Хальтерех тухнă кĕнекесенчен Юхма Мишшин романĕсемпе паллă çынсем çинчен çырнă очеркĕсене уйрăмах палăртмалла. Б. Чиндыков, Н. Сидоровпа В. Сипет те чăваш сцени валли трагедисем хайларĕç. Аваллăха çутатса паракан сăвă ярăмĕсемпе халапсем чылай поэт пултарулăхĕнче тĕл пулаççĕ. Анчах кусем пурте уйрăм тапхăрпа уйрăм çынсем çинчен кăларнисем шутланаççĕ. Халăхăн кун-çулне пĕтĕмлетекен хайлавсем кирли сисĕне пуçларĕ. Капан пек пысăк çак ĕçре пĕчĕкçĕ кĕнекем кĕлте вырăнне пулмĕ-ши тетĕп.
Малалла
(«Кĕçĕн туй» поэмăна кĕмесĕр юлнăскер)
Умра – пир-авăр комбиначĕ.
Карти-карти хĕр-акăшсем
юри иртеççĕ перĕнсе,
эх, çавсенчен пĕрне маначчĕ!
Каçарăр, теççĕ те, унтан
хĕвел пек йăлкăшса илеççĕ.
Яш чĕрене, мурсем, пĕлеççĕ,
сисмесĕрех хыçран утан.
Эхер вăтанчăк тăк – пĕтетĕн,
хĕрсем ун чух – вăрăм туна.
Сисмен чухне кăна йĕпетĕн
çав кушăрханă тутуна.
Сăмах чĕнме хăю çитсессĕн
вăшт уйрăлать хĕр ушкăнран.
Яка тумнах кăшт тӳрлетессĕн
сăлтав тупса хыçа юлан.
Ун пек, кун пек, ăçта ĕçлетĕн,
сан вăхăту пулать хăçан…
Паллашăва епле вĕçлетĕн,
тепре эс тĕл пулма васкан!
Енчен чӳречесем яр уçă,
куçа шартаççĕ тĕкĕрсем –
тăпах чарнан иртсе пыруçăн,
таçта кунтах пурнаç хĕрсем.
Шала кĕрес – хуралçă ямĕ,
хĕрсем патне теме хăран.
«Васкатăп-ха, чĕнсеччĕ йăмăк», -
вăлтса хăварăн вахтера.
Ар тенине шăршран паллаççĕ.
Малалла
Çĕрпӳ те, Нурăс та, Юхма
куçса тен килнĕ?
Пасарсем паян кирлех мар,
вăл йĕрке кивелнĕ.
Кунта чăвашсен культури,
рабочи класĕ.
Хутăшши, анатри, тури –
мĕнпур Чăвашкасĕ.
Вĕрен-ха, Çын пул, тесе
аннем сӳтенĕччĕ.
Ун чух амăшсем хĕтĕртсен
ачийĕ студентчĕ.
Хальсенче анне ытлашши.
(Ăсланчĕ ачаш ывăлĕ!),
Сергей çĕннисен йышши,
вĕренӳ уншăн – сывлăш.
Студентăн пăхăр укçа
мĕн пур нухрачĕ.
Пăрçа яшкинчен çук çав
иртекен апачĕ.
Кулленех çуллă пăтă çиме
стипенди те çитĕччĕ, –
яш ача ӳркенет пĕçерме,
тумтир те çĕтĕлчĕ...
Выçăхан студентсен кăмăлне
пурте пĕлеççĕ.
Шутласа пур-çук кĕмĕлне
кĕнеке илеççĕ.
Ал лаппи пек тачкийĕсене
курса тăранаççĕ,
пĕри çӳлĕке хĕсĕнет –
çĕннине тăрăнаççĕ.
– Кама куратăп, хамăр ял!
Сергей пурне те тытрĕ ал.
Пире хапăл пулчĕ,
калаçрĕ, кулчĕ...
Малалла
Йăлтăртататчĕ, савăнатчĕ тĕнче паçăртарах. Электропуйăс кустăрмисем те хаваслансах шакăлтататчĕç, кăлтăрттин-кăлтăрт, кăлтăртти-кăлтăрт-калтăрт…
Сикрĕç тухрĕç анăç енчен хура пĕлĕтсем. Тухăçалла тараймĕ çав вĕсенчен хĕвел, пĕле тăркачах малалла ăнтăлчĕ, аслати еннелле, çиçĕм енелле.
Чĕресрен тăкакан çумăр тапранчĕ. Курăнмасть хĕвел тӳпере. Электропуйăс çеç малаллах ыткăнать. Вăхăт шутлаççĕ, пăтрашса кайса çĕнĕрен пуçлаççĕ кустăрмисем.
Эльтук вакун чӳречинчен тулалла тĕсерĕ, нимĕн те курăнмасть. Электропуйăс çумăра касса малаллах талпăнать, кустăрмисем вăхăт шутлаççĕ...
Вăхăт. Этем те çак пуйăс евĕр мар-и-ха? Кунсем, çулсем иртеççĕ. Эсĕ вара йывăрлăхсене парăнмасăрах малалла талпăнатăн. Пуйăспа ансат, вăл каллĕ-маллĕ те çӳрет. Этем шăпи вара пачах та урăхла. Ху пурăнса иртттернине аса илӳпе çеç таврăнма пултарăн эсĕ.
Хăй умĕнче выртакан папкăна аллине илчĕ Эльтук. Унта çапла çырнă,
Вунă çул каялла чăн пулни.
Хулпуççи урлă уртнă шальне тӳрлетрĕ те вăл виççĕмĕш хут вулама пуçларĕ çав поэмăна.
Çу каçĕ
Малалла
Лăпкă каç. Кĕмĕл тумлă тĕнче тĕлĕрет.
Эрешленнĕ паспа çĕр çулхи йăмрасем.
Тĕпсĕр тарăн, таса, кăн-кăвак тӳпере
Чӳхенеççĕ çиçсе инçетри çăлтăрсем.
Тарăн шухăшлă уйăх сапать çутине
Лăпланса тĕлĕрен тăван ялăм çине.
Вăхăт — çурçĕр. Ялта электрицă сӳнет...
Санăн çеç çутă пур—ялкăшать пĕчченех,
Савнă хĕр-агроном! Эс çаплах çывăрман,
Вĕренетĕн, ĕçлен — кунĕпе-çĕрĕпе.
Пирĕнпе кун каçа юр тытса ывăнман...
Тин тусаттăн доклад. Халь вулан кĕнеке.
Час-часах эс тытатăн Мичурин томне,
Пуçăнта çаврăнаç ыранхи шухăшсем.
Тен, ак çак самантра та хĕрӳ ĕмĕтпе
Çут малашлăхалла тинкереç куçусем...
Тинĕс пек хумханан тулăх анлă хирсем
Эс куратăн пуль халь ырă ĕмĕтсенче
Шухăшлан-ши кăштах ху пекех ĕмĕтпе
Çĕкленсе ĕçлекен çамрăк йĕкĕт çинчен?
Пĕр вĕçĕмсĕр кăшкăрасси
Алăсемпе сулкаласси,
Çăмăлттайла çыркаласси —
Вăл кирлĕ мар пире.
Илемлĕ, ăшă туйăмсем,
Чун çумĕнчи ыр кăмăлсем,
Çунатлă, харсăр ĕмĕтсем
Çиçчĕр поэзире!
Çырма-çатраллă вĕтлĕх витĕр,
Хир тăрăх, чăнкă сăртсемпе
Çĕн йĕр хывса эп кайăк евĕр
Вĕçсе пыратăп йĕлтĕрпе.
Юлташсемпе пĕрле сыхлатăп
Ăмăртура эп шкул чысне.
Çитет-ха çамрăк вăй-хăватăм,
Упрасчĕ унăн хисепне.
Пиртен килет дружина чысĕ,
Юлташăмсем, тухар мала!
Мухтавлă çамрăклăхăн призĕ
Пулсан та — пирĕн пулмалла!
Вăл эстрада артисчĕ пулсан
Халăха тĕрлĕ кулăш каланă.
Е юрланă, сиксе хуçкаланнă.
Залрисен варĕ хытнă кулса.
Концерт хыççăн, гримне тасатсан,
Джонни чунĕ пĕчченшĕн хурланнă.
Пӳлĕмри йыттине лăпкаса
çĕрĕпех куççуль витĕр юрланă,
«Çĕр çинчи çурăк пек урамсем,
пĕлĕт çӳллĕш çуртсен ĕмĕлкийĕ.
Эп çаксен сăнчăрти пĕр йыттийĕ,
ах, хăçан-ши, хăçан вĕçернем.
Сăнчăрта ямăт шăмă çисессĕн
хуçуна уншăн ĕмĕр çуллан.
Йытăлла пурниччен, хал çитсессĕн,
ирĕкри сан пек йытă пулам».
Кун-çулне унне вилĕм татать.
Çĕр çинче Джонни хыççăн мĕн юлчĕ?
Сасне çырнă пластинка, тата…
ун юратнă йытти тăрса юлчĕ.
Çав пластинка кулать питĕ хытă.
Итлесе ăна зал ахăрать.
Хăй хуçи сассине илтнĕ йытă
пĕр-пĕччен урамра макăрать.
■ Страницăсем: 1... 763 764 765 766 767 768 769 770 771 ... 796
|
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...