Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Юрату ҫӑлкуҫӗАвăн уйăхĕКушкă ачиЫлханлă хура çĕмĕртМа инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..Кăвак çĕмренХуркайăк çулĕ

Ах, телейĕм! Чăтма çук телей...


Çĕр-тĕнче. Пĕр тĕнче. Кĕр! тĕнче.

Тата мĕн пур санран капмарри?

Пур! - чĕре ялкăшса вут сапни;

Пур! - чунри сăвă, чи тĕпĕнче!

 

...Çук - хыпмарĕ чĕре телейпе.

Çук - тухмарĕ чунри шăранса.

Тек çӳретĕп юри... шавласа.

Тĕк тăрса шутламасăр пĕрре.

 

Чăмăр-çĕр-çаврашка çаврăнать.

Пăлтăр-палтăр кумать ман кунçул.

Тĕл пулмарĕ хисеп, кану, мул.

Терт-инкекĕ - мăйран çакăнать.

 

Ах, сукмакăм - лапра та... пушхир,

Ăçта çитĕн каплах аташсан?

Пачах çĕтĕн, сыв пул, - тесе - Сан;

Çĕре кĕрĕç, ак, шăмă та тир.

 

Тек çӳретĕп Çĕре таптаса;

Кăсъе çĕтĕк - çил çеç... алхасать.

* * *

Чунăм, пур-ши эс ман? Çта-ши эс?

Чул-пăр катăкĕ çеç пуль эс халь.

Халь веçех - сивĕ, пушă, ахаль...

Чĕре тĕлĕ кăна - крĕст те крĕст.

 

Тĕнче пысăк та пит - вырăн çук

Ман валли - лăпланса... лăпчăнма.

Мăн - тĕнчи! Вырăн çуккă... чăна,

Хăть çĕр чăмăрĕ витĕр эс тух.

 

Шупашкарăм - шап-шурă хула...

Малалла

Ыркăмăллăх


Пурнăç тĕшши - ырăлăх! Ырă - тĕнчен пĕр пайĕ, чăнлăх виçин тĕп шайĕ. Ун хăвачĕ - чикĕсĕр, пархатарĕ - вĕçĕмсĕр. Вăл пиллекен савăнăçа, парнелекен шанăçа мĕнпе виçсе хаклайăн, шайлаштарса пăхайăн?

Ыр кăмăллăх ĕç-хĕлне патшалăхăн хăватне явăçтарайсан вара иртсе пыран пурнăçра çавнашкал пуçарăвăн пархатарлăхĕн шайĕ çĕр хут ӳссе вăйланать, çĕн вăйпа хăватланать.

Кăçалхи çул Чăвашра - Ырă кăмăллăх вăйра! «Ырă ĕçсен çулталăкĕ» ятпа ăна палăртса, ырă туни пурнăçра шутсăр кирлине туйса сумлă Элтеперĕмĕр, умри кунсен куçăмне витĕр курас йăлине черетлĕ хут кăтартса, мал ĕмĕтлĕ тĕслĕхе вырăн пачĕ халăхра.

Ыр кăмăллăх - асамлăх! Ун хăвачĕ пурнăçра им парать ачалăха, пиллĕх сунать яшлăха, хӳтлĕх парать ватлăха. Эппин, кĕскен палăртсан, çавăрттарса каласан - сăвап кӳрет халăха, çул хывать малашлăха.

Чунсем сывă пулсассăн, усал йăла тыткăнне пырса лекес ăншăртран çирĕп хунтă хывсассăн ыр кăмăллăх пĕтес çук, хăйĕн пархатарĕпе ăшă пиллĕх валеçме, пулăшу кĕтекенсен чунĕ-чĕри тĕпĕнче шанчăк хĕмне çиçтерме нихăçан пăрахас çук! Апла пулсан тĕнчере чăваш чунĕ ĕмĕрех чĕрĕ-сывă пулинччĕ, чунлăха амантакан чир-чĕр мĕнне пĕлминччĕ!

Малалла

Чăваш халăх юрри


Пирĕн Аслă Атăл вăйлă

Шурă Атăлпа пĕрле.

Халăх та унта хăватлă

Пĕр ăспа пĕрлешнипе.

 

Хамăр чун юратнă çĕршĕн,

Ырă ятшăн тăрăшар;

Хамăр халăха çĕклесшĕн

Пĕр-пĕрне ăс-хал парар.

 

Эй, çынсем, пурте тапранăр —

Тĕрĕс çул çине тухар.

Халăх хăватне хал парăр —

Пурнăçа ырăлатар.

 

Пурсăмăр пĕрле тан-харăс

Юнашар утса пырар,

Çынсерен пĕр çутă ĕмĕт

Тĕнчере чипер тытар.

 

Ырă кун-çулсем курасшăн

Çутă вăйлă ăс шырар,

Тĕттĕмрен çутта тухасшăн

Çутă çул уçса хурар.

 

Пĕр-пĕрин çине ан тăрăр,

Манăç пултăр çилленни,

Хирĕçес-вăрçас ĕç пĕттĕр —

Çураçтартăр юратни.

 

Хамăр çĕр çине ан ярăр

Аякри ют-тăшмана.

Халь тесен халь хатĕр тăрăр

Российăшăн пуç хума.

 

Халăх хушшинчен мухтавлă

Чăвашсем тухса тăрса

Тĕттĕм халăха çĕклеччĕр —

Тĕрĕс çул уçса парса.

 

Ырă кăмăлпа йăвашлăх

Ĕмĕр тăтăр чăвашра,

Малалла

Хура кĕр те çитрĕ


Хура кĕр те çитрĕ,

Шурă юр кăшт ӳкрĕ...

Çулçине те тăкрĕç мĕн пур йывăçсем.

Пĕр шур хурăн темшĕн,

Тен, кĕрхи илемшĕн,

Пуçĕнчен салтмарĕ тутăрне.

Тĕнчере тем тĕрлĕ пикесем те пур-тăр?

Шеп пуль курăнаççĕ арçын умĕнче?

Пĕрне çеç тем пулнă,

Хурăн пек вăл юлнă-

Чăн илем кӳрес пек пуçтарать тумне.

Пĕр енчен çĕленĕ тĕрлĕ тĕслĕ çипĕ

Курăнать сар хурăн янă эреш пек.

Акă кăштăн вĕрчĕ кĕрхи сивĕ çилĕ -

Халĕ киленетĕн шап-шур урипе!.

Темĕн чухлĕ пулĕ тĕнчере хитре хĕр.

Темĕн чухлĕ пулĕ шап-шур хурăнсем.

Анчах темĕн пулчĕ, пĕрне çеç эп куртăм,

Пĕринпе килентĕм темĕнччен...

Хура кĕр çитсеччĕ,

Шурă юр çусаччĕ...

Çулçине те тăкрĕç мĕн пур йывăçсем.

Пĕр шур хурăн темшĕн,

Тен, кĕрхи илемшĕн,

Пуçĕнчи салтмарĕ тутăрне.

Айхи сăвапĕ


Эс халĕ çеç çӳреттĕн вăшăл-вăшăл,

йăл куллупа шыраттăн шухăшна.

Тӳресемпе те калаçаттăн ăшшăн,

кирлех пулсан пĕлеттĕн тупăшма.

 

Тен, çавăнпа пулатпăр мар-и хамăр

хĕвелсĕр тӳпери ĕмĕлкесем?

Хивре çынсен пăтранчăк ăс хуранĕ

пире пĕçернĕ — суннĕ ĕмĕтсем.

 

Эпир сисмесĕрех çукка юлатпăр:

чунра мĕскер пурри — çут тĕнчене!

Хăш чух, тен, хамăра çеç улталатпăр?

Тупаймăн уçă пĕтĕм çын чунне.

 

Çаплах сывлать-ха /ăс-халу сып-сывă!/

Кĕнекӳре пурăнакан тĕнче.

Хĕвелленет чăваш тӳпи, çĕршывĕ —

сас пачĕ çуркунне ял хыçĕнче.

 

Кама-ши хĕрхенет юнавлă вилĕм?

Сан хĕвелӳ те ӳкрĕ тӳперен!

Пăт-пат тĕл пулăва та аса илтĕм —

сăвву та сасă пачĕ çĕнĕрен.

 

Хăш чух çак вăхăт пусăмĕ пит йывăр:

тем чухлĕ ĕç, инкеклĕ тĕрлĕ кун.

Хура çĕр сăвăçа чăтма çук йывăр —

пĕрех çак шухăш пуç тавра ан кум!

 

"Хивре çынсен пăтранчăк чун-хавалĕ

ан куçтăр хамăра та", - тенĕ пек,

сăваплă пултару хăех хăвалĕ

ăна сăвапсăрах сив сăнĕпе.

Эксперимент


Пĕррехинче мастер пирĕн участока типĕтнĕ пулă пек хыткан, тăсланкă этеме çавăтса кĕчĕ.

- Паллашăр: Замков, cирĕн çĕнĕ юлташăр, - терĕ Хĕритум Капитонович. - Куçма пиллĕкмĕш разрядлă ăста токарь. Килĕштерсе ĕçлĕр, хисеплĕр. - Унтан лешĕн енне çаврăнчĕ. - Сан станоку ак çакă пулать. Ку тимĕр шкап инструментсемпе ытти хатĕр-хĕтĕре тытмалли. Ăнлантăн-и?

- Ăхă, ăнлантăм, - пасара çӳремелли сумкине урайне лашт! пăрахрĕ Замков.

- Охо! Вăт, ку арча тăк арча: качча каяс хĕрĕнни пекех тапса тăрать! - тĕксе илчĕ Чакак Хĕветĕрĕ. Пурте харăссăн кулса ятăмăр.

Хĕритун Капитонович пăрăнса кайсан Куçма манран хуллен, асăрханараххăн çапла ыйтрĕ:

- Итле-ха, шульăксенчен мĕнлерех кунта сирĕн?

- Мĕскер? - тăруках ăнланмарăм эпĕ.

- "Кукăр" алăсем хыт ашкăнаççĕ-и теп? - уççисемпе сверлисене кĕптĕртеттерчĕ çĕнĕ çын.

- А-а, - терĕм кӳршĕм мĕн пирки ыйтнине тавçăрса. - Алхасаççĕ. Тепĕр чух йĕп юлми шăлса тухаççĕ, пĕтме маннăскерсем!

Куçма ман çине пĕр хушă шалкăм çапнăн пăхса тăчĕ-тăчĕ те /тĕрĕсне калать-и ку этем е шӳтлет-и? терĕ ĕнтĕ/ шкап алăкне пӳрне мăнтăрăш пралукпа хăпăл-хапăл çыхса-пăрса лартрĕ.

Малалла

Хырăм пăрахнă хыççăн тухтăрăн алă тупанĕ çинче выртакан ача сăмахĕ


Ал тупанĕ маншăн – тупăк,

Час пăрахĕç витрене.

Çакă пурнăç маншăн хупă:

Кайрăм эп леш тĕнчене.

 

Эсĕ те, аннем, кĕç пырăн

Эпĕ кайнă çулпалах...

Аттеме те çитĕ вырăн,

Хуйхă курĕ санпалах.

 

Хырăмрах мана вĕлертĕр

Эсир иксĕр килĕшсе.

Халĕ ĕнтĕ веç тӳлетĕр:

Тамăк тăмĕ кӳлешсе.

 

Турă пачĕ çĕнĕ пурнăç

Сирĕн айăпсăр чуна.

Сирĕн вилĕм пулĕ пăрнăç -

Ма вĕлертĕр ачуна?

 

Эй, аннем, кĕçех куратăр

Эпĕ тӳснĕ асапах:

Касăлатăр, вакланатăр

Тамăк сулнă пуртăпа.

 

Сыхă пулăр та кĕл тăвăр,

Хытă тытăр тип куна.

Кулленех, аннем, ас тăвăр

Мана, айăпсăр чуна.

Шанăç çеçпĕлĕ


/пĕлĕшĕм каласа панă тăрăх çырнă сăвă/

 

"Ан кил" тенĕн чăр пăхса,

Çапрăн куçупах пуçран.

Çук, тăмарăм чăркăшса -

Эс тухмарăн ман куçран.

 

"Ан кил..." Ассăн сывласа

Юлтăн эсĕ килӳнте.

Çитĕп-ши эп сывалса,

Чирлĕп эп, тен, ӳлĕм те?

 

Манăн чирĕм - эс пĕлни,

Урăх пĕр çын та пĕлмест.

Татрăн шанăç çеçпĕлне,

Ĕнтĕ вăл тек-тек ӳсмест.

 

Эп - хирти пĕччен юпа -

Киленеп юратупа.

Пит савать мана сив çил:

Вăл ыйтать: "Ăçта сан кил?"

 

Килĕм хамăн ăшăмрах,

Эп унтан тухмастăп халь.

Сивĕ, шăрăх - ман çумрах,

Вĕсенчен хăпмастăп-ха.

 

Эп - хирти пĕччен юпа -

Киленĕп юратупа.

Ман тавра чечек, чечек -

Пит хитре, пурте чечен.

 

Çу иртет те кĕр çитет,

Кĕр иртет те хĕл çитет:

Эп тӳсĕп çил-тăмана -

Улшăнчĕ-çке самана.

 

Тĕрлĕ çумăр çĕртнипе,

Вăхăчĕ те çитнипе,

Вăйсăр çилĕ вĕрнипех

Тӳнĕп, пулмăп эп текех.

Малалла

Вăрçă ачисем


Çурла уйăхĕ вĕçленсе пырать. Хĕвел малтанхи хевтине çухатнăран самаях сулхăнланчĕ. Халĕ эпир пӳрнесене çурлапа кастарса тырă вырмастпăр. Пире, арçын хурăмĕ çапнă шĕвĕрсене, Петĕр тете - уй-хир бригадирĕ - урăх ĕç тупса пачĕ: ана çинчи çĕмелсене йĕтем çине турттармалла. Унта вĕсене çĕр пичĕ йĕпе-сапаран типсе çитиччен /пирвайхи шăнпа авăн çапма тытăнаççĕ/ капана хываççĕ.

Лаша çитмен пирки вăкăрпа турттаратпăр. Ыраш ани çинчен йĕтеме çитме çухрăм çурă-иккĕрен ытла мар. Апла пулин те кун каçипе тăваттă-пиллĕкрен ытла хутлаймастпăр. Мăран вăкăрсене чăпăрккапа ăшалани те, шĕшкĕ е çĕмĕрт хуллипе чашлаттарни те пулăшмасть - пыраççĕ хăйсене май лӳпперрĕн ланккаса. Çап, кăшкăр, хăрат - хăнк та тумаççĕ! Вăкăр мар, слон тейĕн. Хупах-хăлхисене юлхавлăн выляткаласа илеççĕ те каллех хӳрисене палтăртаттарма тытăнаççĕ, каллех утнă çĕртех тĕлĕреççĕ.

Чи малтан пире - Аркашпа иксĕмĕре - ку ĕçе Курпун Петĕрĕ шанса пачĕ. Иккĕн-иккĕнех: тиеме те, турттарма та çăмăлрах. Пĕри тилхепе тытса пырать, тепри ун-кун пăркаланакан чĕлхесĕр янавара хăвалать. Енчен те çул хĕрринче вăйлăрах чашкăракан ешĕл курăк асăрхарĕ пирĕн Буйвол - ун еннелле пăрăнса кĕмесĕр, тăррине те пулин татса хыпмасăр лăпланмасть.

Малалла

Тавах атте-аннене


Çĕртен-шывран асли çук,

Атте-аннерен пахи çук.

Тавах тăван аттене

Пире савса пăхнăшан.

Тавах тăван аннене

Кăкăр парса ӳстернĕшĕн.

■ Страницăсем: 1... 777 778 779 780 781 782 783 784 785 ... 796