Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Çул хыççăн çулĔмĕтсем, ĕмĕтсем...ХусанХĕçпе çурлаПепке çуралсан...Вӗре ҫӗленЛаох

«Пулас килет ман ятсăр хĕрача...»


Пулас килет ман ятсăр хĕрача,

Эс хирĕç пул та ят хурса паллаш.

Телейлĕ тĕлĕк пек сассу ачаш,

Паллашрăн-тăк, калаç манпа, калаç.

 

Калаç манпа çурхи илем çинчен,

Хĕлле те çеçпĕл шăршине туям.

Сана чунтан саватăп эп тесен,

Пĕрремĕш илтнĕ евĕр йăл кулам.

 

Эп тинĕспе — ят тăрăх — хурăнташ,

Çĕн ят хураймăн ĕнтĕ, ан паллаш,

Сассу пулаймĕ ыйхă пек ачаш,

Шăпах юлар, эс ним те ан калаç...

Ан тив


Ан тив, укçам виç пус çеç пултăр,

Тумтирĕм кивĕ, чаплă мар.

Куллен кунах хĕвел йăл култăр —

Вара нимскер те хăруш мар.

 

Ан тив, нихçан никам ан савтăр —

Хитрелĕхпе эп паллă мар.

Юратăва юлташ шыратăр,

Тупсан — унпа пĕрле савнар.

 

Ан тив, иртен-çӳрен калаçтăр

Тăрăхласа та йĕрĕнсе.

Ыр Пирĕшти сумран ан тартăр,

Ялан вал тăтăр пиллесе.

 

Ан тив, тăван мана ятлатăр

Тиркетĕр мĕшĕлти тесе,

Атте-анне кăна ăнлантăр.

Вара телейлĕ эп, пĕлсем!

Вунӑ автобус


Эпизод

Чăваш халăх писателĕ, паллă капкăнçă Л. Я. Агаков хисепне

 

Вăтăрмĕш çулсен пуçламăшĕ.

Эпир Шăхасан шкулĕнче, иккĕмĕш хутра, общежитире.

Каç пуласси инçе мар. Çуркунне. Юр кайса пĕтнĕ. Тулта та, пӳртре те — ăшă. Кăнтăр еннелли икĕ чӳречене те яри уçса хунă.

Пилĕк-ултă ача чӳрече сакки çинче халап çапса ларатпăр.

— Авă, Канашран автобус килет! — терĕ пирĕнтен пĕри. Пурте унталла пăхрăмăр. Аслă шоссепе Канаш енчен Шăхасаналла Шупашкара каякан автобус анать. Ун хыçĕнче тусан мăкăрланать. Эпир ун çинчен куç илместпĕр. Питĕ хăвăрт чупать-çке! Эх, мĕнле ларса курас-ши пĕрре ун çине?

— Автобус, автобус, — терĕ Ямаш ачи Стеклов (ятне астăваймастăп). — Пĕлетĕр-и эсир, тепĕр пилĕк-ултă çултан Шупашкарта вунă автобус пулмалла, тет.

— Кам каларĕ?

— Хам вуласа куртăм.

— Ăçта?

— Кĕнекере.

— Эй, суя-ят! — ĕненмерĕ Тăрăн ачи. — Вунă автобус таран, ăçта вăл? Кĕнекере вуларăм тет-ха тата.

— Ĕненместĕр-и?

Стеклов хăйĕн кравачĕ патне кайрĕ те пирĕн пата пĕр пĕчĕк кĕнеке илсе пычĕ.

Малалла

Юрату шерпечĕ


Юрату шерпечĕ пек туту —

Сĕртĕнсен ытла та киленӳллĕ.

Ан вăтан, чупту мана, чупту,

Юратсан çак туйăм килĕшӳллĕ.

 

Çылăх мар, хĕрӳллĕн юратни,

Юратмашкăн Турă хăй пил панă.

Унра — тунсăх, канлĕх, ыратни…

Чунсене çав туйăм тымар янă.

 

Юрату шерпечĕ ӳсĕртет,

Хăвна хăв туймастăн, ĕненместĕн…

Юрату — çунатлă çут кĕтрет,

Мĕн тăвать санпа вăл, пĕлейместĕн.

Уйрăлтăмăр


Самантлăха юратрăмăр…

Уйрăлтăмăр. Хуйхăртăмăр.

Паллах, эпир айăплă мар,

Çирĕпленмен чунри тымар.

 

Пĕрне-пĕри хăртмарăмăр.

Куçран пăхса ăнлантăмăр.

Эп — санăн мар. Эс — манăн мар.

Эппин, тек курас марччĕ шар.

 

Уйрăлтăмăр. Ютлантăмăр.

Сăмахăмăра татрăмăр…

Çапах эпир тăшмансем мар,

Пĕрне-пĕри ыр çул сунар.

Юрату — хуçа


Чĕрем пĕр кĕтесне вырнаçрăн

Эс — юрату — халь ман хуçа.

Чирлетрĕн, чунăма амантрăн

Пĕр шеллемесĕрех пуçа.

 

Анчах… Пĕр енлĕ юрату вăл.

Ман чун савни туймасть ăна.

Чĕри ун маншăн — хăрнă хăвăл,

Эп уншăн йăлт кĕтмен хăна.

 

Мĕн каласа ăнлантарам-ши

Çакна сивленĕ чунăма?

Ун чĕрине вырнаçни кам-ши,

Кам тĕттĕмлетрĕ кунăма?

 

Эп маларах тĕлĕк тĕлленнĕ:

Çăтмахри Пирĕшти анса

Çав каç темме мана иленнĕ…

Пымарĕ пурнăçăм ăнса.

 

Çавăнтанпа ман шанчăк сӳнчĕ,

Телейĕм юлчĕ хыçала.

Çавах сут туйăм асра юлчĕ,

Чĕнет мана вăл малалла.

«Пурнăç мĕнне курас мар...»


Пурнăç мĕнне курас мар —

Суккăр çуралăттăм.

Унăн сăнне туяс мар —

Чунсăр çуралăттăм.

Çак тĕнчене тав тăвам

Туйăм пилленĕшĕн.

Эп вутăшпа пĕртăван —

Тинĕс киленĕçĕ.

Ятăм ман — кăпăк пики,

Шыв йăлтăртатăвĕ.

Тусăм, калассăм пекки —

Хум пăшăлтатăвĕ.

Лаох


Тĕнче нихçан та йăлăхтармасть çав. Кашни вăхăтăн, кашни кунăн хăйне кура илемĕ, уйрăмлăхĕ пур. Ĕнер çумăрлă кун тăчĕ. Тӳпере тĕксĕм пĕлĕтсем каплана-каплана килчĕç. Тавралăх темле хаяр та мăнаçлăн курăнчĕ. Сарала пуçланă йывăçсем тĕксĕм пĕлĕт айĕнче тăлăх, шухăша яракан çутăпа çуталчĕç. Ял çумĕнче кӳлĕ хуп-хура та тӳлек выртрĕ. Тем çинчен аса илсе, ассăн сывланă пек туйăнчĕ. Чун-чĕрере те сивлек, канăçсăр туйăмсем çуралнăччĕ. Эпĕ каллех çумăра каять пуль, çĕрулми пухса кĕртме чăрмав тупăнать пуль тенĕччĕ. Çапла, тунсăхлăн иртрĕ ĕнерхи кун.

Паян акă... Паян кĕрхи хĕвел çуллахи пек кулса тухрĕ. Савăнăçлă çын килсе кĕрсен, ытти юлташсен те кăмăлĕ уçăлса кайнă пекех, хĕвеле пула уй-хир те, улăх-çаран та, вăрмансем те чĕрĕле пуçларĕç. Курăр-ха, çул хĕрринчи сап-сарă çăка чĕтрене-чĕтренех кулать, çавна май ылтăн укçисем çĕре тăкăнаççĕ. Кĕрен тенкĕ çакнă ăвăс вулли те аякранах курăнать.

Лорх Иванĕн те кăмăлĕ ырă паян. Вăл тин пухса хунă çĕрулми купи çине куç илмесĕр савăнса пăхать.

— Шултра ӳсрĕ паранкă. Çапла-и? Кур-ха, сысна çури пекех-çке, — тет вăл ăшшăн.

— Пултаратăн, Иван Семенович. Ахальтенех Лорх Иванĕ темеççĕ пуль çав сана. Халăх пĕлсе ят парать.

Малалла

Пĕр енлĕ юрату


Пурнăçăма наркăмăшларăн

Пĕр куна мар, ĕмĕрлĕхе.

«Эп — санăн!» — чĕререн каларăн,

Хускатрăн чунри хĕлĕхе.

 

Сана ĕнентĕм, ăшталантăм,

Кĕтни йăлт пулчĕ кăлăхах.

Суя çын пулнă эс, ăнлантăм,

Çакна çулсем иртсен хамах.

 

Чун хĕлĕхне эп мар, эс татрăн,

Пĕр татнă вырăн сыпăнмасть.

Ман чĕрере суран хăвартăн —

Пĕр енлĕ юрату ăнмасть.

«Шăннă кантăк çинче — тĕнче...»


Шăннă кантăк çинче — тĕнче.

Çĕтрĕм ун ăшĕнче — пĕччен.

Вĕçсĕр çулăм инçе-инçе

Курăнать ту чĕрçи çинчен.

 

Аташатăп. Ăçта çынсем?

Сас памаççĕ ту хырçисем.

Эпĕ çеç тĕнчере пĕччен,

Тĕтреленнĕ уй варринче.

 

Шăпăрт... Куç умĕнче — тĕтре.

Пурнăç — катăлнă кантăк пек,

...Çиçĕм çиçрĕ! татах, тепре.

Çутăл, шанчăкăм ванчăкĕ!

■ Страницăсем: 1... 83 84 85 86 87 88 89 90 91 ... 796