Геннадий Германович Кабаков Вăрмар тăрăхĕнчи Тикаш ялĕнче 1947 çулхи çĕртмен 13-мĕшĕнче çуралнă. Хусан университетĕнче юрист профессине алла илнĕ. Унччен малтан Совет çарĕнче В.И. Чапаев ячĕллĕ дивизире хĕсметре пулнă.
Вăл — приключени-детектив жанрĕпе тухăçлă çыракан автор. Йĕркелĕх хуралĕнче тăракансен пархатарлă ĕçĕ-хĕлне халалласа, хăй те пĕтĕм пурнăçне шалти ĕçсен органĕсенче ирттернĕскер (следователь, аслă следователь, пай пуçлăхĕ пулнă, хальхи вăхăтра отставкăри юстици подполковникĕ), чылай повесть, калав, очерк кăларнă. Паллăрах кăнекисем: «Ют юн» (1981), «Шанчăк пĕтмен» (2004), «Шакал йĕрĕпе» (2009). Вырăсла çырнисем те пур: «Тегешево — далекое и близкое» (2001), «Корни и ветви старого дуба» (2008), «Врата ко всем путям земным» (2009).
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Hello, Secure your spot on Rhodium Verse...
Ачв чухне лаша пуçĕ урлă утланса ларни...
КАЙМАÇ ПУЛАС ШУХĂША ПĔЛТЕРНИ .
To the chuvash...
Вăйлă xaйлав! Помидор çимĕçĕн усăлăхĕпе ...
пĕрремĕш абзацрах стилĕ килĕшмерĕ ...
Disquieting https://www...
Trying https://www...
Темĕн çав ...
Наталие хуравласа ...