Николай Михайлович Дворов 1940 çулхи авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче Тутар Республикинчи Пăва районĕнчи Элшел ялĕнче çуралнă. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Хусанти ял хуçалăх институтĕнче вĕренсе инженер-механик дипломне илнĕ. Тăван районĕнчи «Гигант» хуçалăхра вунă çул хушши тĕп инженерта тата икĕ çул партком секретарĕнче ĕçленĕ. Ултă çула яхăн «Родина» хуçалăха ертсе пынă, унтан 17 çула яхăн Шемекри шкулта ачасене вĕрентсе пурăннă.
Н.М.Дворов сăввисемпе поэмисем «Ялав», «Тăван Атăл», «Шурăмпуç», «Çилçунат» журналсенче, «Сувар», «Çунатлă çамрăклăх», «Тантăш», «Канаш», «Хыпар» хаçатсенче тăтăшах пичетленеççĕ.
Унăн халиччен çичĕ кĕнеке çапăнса тухнă: «Кун-çул таппи» (1995), «Савăнăç куççулĕ» (1996), «Сукмак» (1998), «Шанăç» (2001), «Тумхахлă çул» (2006), «Чун ыратăвĕ» (2007), «Çулçă çумăрĕ çăвать» (2008).
Н.М. Дворов 1999 çултанпа Раççей писателĕсен союзĕн членĕ.
Шухăшсем
Are you maximizing the potential of your...
Your website, chuvash...
Every day, websites like chuvash....
I recently tried https://killakush...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...
I recently tried https://killakush...
Get more leads for your chuvash...
Your website, chuvash...