Улькка Эльмен (Ольга Геннадьевна Куликова) 1961 çулхи çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Авшак Эльмен ялĕнче çуралнă. Ярмушкăри вăтам шкултан, Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Вăрнар районĕнчи Калининăри вăтам шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕ. 1990 çулта районти «Çĕнтерӳ çулĕ» хаçатра ĕçлеме тытăннă. Унтан Санарпуçĕнчи вăтам шкулта директор çумĕ, район администрацийĕнче тĕрĕслевпе йĕркелӳ пайĕн тĕп специалисчĕ пулса ĕçленĕ. Халĕ «Капкăн» журнал редакцийĕнче вăй хурать.
Пĕрремĕш сăввисемпе калавĕсем, повеçĕсем район хаçатĕнче çапăннă, «Ялав», «Тăван Атăл», «Çилçунат» журналсенче пичетленнĕ. У.Эльмен 2002 çултанпа Раççей Писателĕсен союзĕн членĕ.
Унăн кĕнекисем: «Ма инçе-ши çăлтăрăм?..» (2001), «Кая юлнă ӳкĕнӳ» (2002).
Кĕнекесем
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Квиз — это увлекательная игра-викторина...
Get more leads for your chuvash...
Квиз — это увлекательная игра-викторина...
Вы ищете способ эффективно утилизироват...
Get more leads for your chuvash...
Imagine if chuvash...
Вы ищете способ эффективно утилизироват...
Is your chuvash...
Get more leads for your chuvash...
What if chuvash...