Çĕнĕ çулхи чăрăш тата кушак
Атте кашни çĕнĕ çулах вăрмантан пысăк чăрăш илсе килетчĕ. Лапсăркка мăн тураттисене силлентерсе пӳрте кĕнĕ чухне хăй те Хĕл Мучи пекехчĕ. Мулаххай тăхăннăскер, çăматăпа, кĕрĕкпе - шап-шурă юр айне пулнă та - асамлă юмахри евĕр курăнать. Акă вăл алăкран кĕчĕ те лăстăр-лăстăр силленчĕ, шăпăр илсе юрлă çăматтине шăлса тасатрĕ. Сип-симĕс чăрăшĕ вара пурт тулли саркаланать, уçă сухăр шăрши сарать. Эпир пурте аттене сырса илтĕмĕр, ун тавра сиккелетпĕр. Вăл вара эпир савăнса кĕтнĕ чăрăша мачча каштинчи тимĕр çекĕлтен çыхса çакрĕ те тунине шыв витрине лартрĕ. Эх! Вăрр та вăрр çавăратпăр чăрăша! Унпа пĕрле тĕнче çаврăнать тейĕн!.. Куç умĕнчех капăрланса-шукăльленсе пырать вăрман пики. Атте чăрăш тăррине хĕрлĕ çăлтăр лартрĕ. Эпир Çĕнĕ çул теттисене чăрăш çине çакма пикентĕмĕр. Шăп çав вăхăтра анне те çитрĕ - шурă хутаçпа Çĕнĕ çул кучченеçĕ илсе килнĕ. Эпир канихветсене хăшне çăвара хыпатпăр, хăшне елка çине çакатпăр... Асанне урайне тĕк тӳшек, минтерсем сарса хучĕ. Эх! Кушакки-путекки пурте пĕрле чăрăш тавра кача-мачи хуçатпăр... Чăн-чăн Çĕнĕ çул вара çĕрле пуçланать, эпир ăна çапла выляса-кулса кĕтсе илтĕмĕр те çĕрле чăрăш айĕнчех çывăрса кайрăмăр. Эх! Мĕн тери телейлĕ те асамлă ачалăх!.. Чунри илем кĕтреленсе, çут çăлтăр çумăрĕ пек çуса пĕтĕм чуна илемлетет... Çĕнĕ çул - асамлă уяв.
Вăранса каятăп та — капăр чăрăш айĕнче темччен ырра тĕмсĕлсе-савăнса выртатăп, телей кĕтетĕп. Кайран-кайран, çулсем иртсе кайсан тин вара чи пысăк телейĕм çав Çĕнĕ çул каçĕнчи капăр чăрăш айĕнче телее кĕтсе çывăрнă вăхăтсем иккенне ăнланса илетĕп... Телее кĕтсе хавхаланни телейрен те пысăкрах уяв иккен...
Капăр чăрăш çĕрĕпех çаврăнать пирĕн пуçсем çийĕн, Çĕнĕ çул асамлăхне парнелет... Унтан та ытларах ырлăх ăçта пур-ши тата çут тĕнчере?.. Сӳнекен-çутăлакан тĕрлĕ тĕслĕ çутăсем мĕлтлетеççĕ те мĕлтлетеççĕ. Кушак вĕсене тяпписемпе те тытса пăхкалать, мĕн иккенне ăнланмасть. Çырткаласа та пăхать, мĕн иккенне ăнланмасть. Çапла пĕрне-тепĕрне кăшлакаласа пăхрĕ, шăршласа та, çулласа та илчĕ. Чăрăш тавра сикклесе-чупкаласа çӳресен пĕр лампочкине çĕмĕрчех. Вара ыттисем те сӳнсе ларчĕç. Чăрăш та кичемленчĕ. Кушак катăлса укнĕ лампочка шăтăкне тяппипе тыткаласа пăхрĕ. Унччен те пулмарĕ, çухăрса ячĕ. Мяу-у-у!.. Сӳннĕ лампочкăсем çĕнĕрен çуталса кайрĕç, кушак куçĕсем те лампочка евĕр симĕссĕн-кăваккăн ялкăшма пуçларĕç. Хĕм сирпĕтеççĕ... Эпир, йăмăк-шăллăмсем, тĕлĕннипе шак хытса кайрăмăр. Чăрăш çаврăнать, кушак та пĕрлех çаврăнать. Хăй вăхăтран вăхăта çухăрать, çăмне тăратнă. Эпир сиккелесе - ун хыççăн. Кушак вара чăрăш çаврăннăçемĕн утса-чупса пырать, тяппине лампăчкă шăтăкĕнчен илеймест. Ним тума пĕлмеспĕр: кулатпăр та йĕретпĕр те...
Атте чăн-чăнах Хĕл Мучи çав — тытрĕ те чарчĕ чăрăша çаврăнма, гирляндăна розеткăран кăларчĕ, кушак вара хăех лампочкăсенчен уйрăлчĕ, тĕп сакайнелле çухăрса тарчĕ. Атте ванни вырăнне лампочка тупса лартрĕ — чăрăш каллех çуталса-ялкăшса кайрĕ, Çĕнĕ çул малалла тăсăлчĕ. Кушак çеç текех чăрăш патне пыма хăрарĕ...
Ирхине вара кашнинчех эпир вăраннă тĕле пирĕн пуç тĕлĕнче хаклă парнесем выртатчĕç: камăн шурă пушмак, камăн перчетке е кĕпе...
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...