Ваçук


Кӳршĕ ялта Ваçук ятлă çын пурăннă. Пурте ухмах тесе шутланă. Вăл çӳллĕскер, сарă çӳçлĕ, кăвак куçлă пулнă.

Акă пĕррехинче вăл вăрмана кайнă. Тулта ăшă пулнă, хĕвел пăхнă. Вăл вăрман тăрăх юрă юрласа çӳренĕ. Кайран вăл «симĕс чĕр чунсене» курах каять. Вĕсем çынсем пекрех пулнă. Вĕсен куçĕсем пысăк, пуçĕ тата пысăкрах, кĕлетки пĕчĕк те симĕс. Пăхрĕ те, хăраса кайрĕ Ваçук. Нумай шутласа тăмарĕ, ялалла вĕçтерчĕ.

Ял халăхне пуçтарчĕ те хăй курнине тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ. Ăна ĕненекен никам та пулмарĕ. Мĕнле кăна кулмарĕç пулĕ Ваçукран çынсем. Ахаль мар ку çынна ухмах тесе шутлаççĕ.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Ларис (2008-11-26 21:14:00):

Мĕн тĕллевпе тĕл пулать Ваçук «симĕс чĕр чунсене»? Тата сусăр çынран кулнă пекех пулса тухрĕ

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемсĕр | Шухăшĕ: вăйсăр | Содержанийĕ: ăшах

 

Admin (2008-11-26 21:16:31):

7-мĕш клас ачишĕн хайлав питĕ кĕске. Вырăн йышăнас тесен кăштах та пулин тар тăкмалла — вăрăмрах çырмалла.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: вăйсăр | Содержанийĕ: ăшах

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: