Пулма пултараймасть тетĕр-и, пултарать


Кама кăна каласа кăтартмарăм пуль, пурте пĕççе шарт та шарт! çапса тĕлĕнеççĕ: "Пулма пултараймасть кун пекки!" Эпĕ калатăп — пултарать! Пултарать çеç мар, чăнах та, çапла пулса тухрĕ.

Çĕнĕ çул умĕн эрне маларах инкек çине синкек йăтăна пуçларĕ: е кухньăра чарма çук шыв юхать, е ванна кранĕ тумлам шыв памасть, е тата туалетра... Каласа та пĕтере-ес çук.

Пĕрре чĕнтĕм сантехнике, тепре... Аранах пĕри килчĕ те ăна-кăна çавăркаласа пăхрĕ.

— М-да, — текелесе пуçне енчен енне сулкаларĕ. — "Резьби якалса пĕтнĕ, çĕннине тупмалла.

— Тархасшăн, юсаса пар ĕнтĕ, — йăлăнтăм эпĕ.

— "Юсаса пар"... Калама çăмăл. Базăра çук, лавккасенче те. Çитменнине тата, укçа вĕт вăл.

— Тархасшăн, кала мĕн чухлĕ тӳлемелле?

Унта пăхрĕ, кунта пăхрĕ, пĕрне пăркаларĕ, теприне. Çамкине шăлса илчĕ те, тьфу, аранах пулчĕ пулас терĕ.

— Пĕррелĕхе "аллăла" та çитĕ. Ас тăвăр, тек ан пăсăр, — тесе хăварчĕ тухса кайнă май.

Тепрер кунран-ши, иккĕрен-ши — каллех тем пăтăрмах сиксе тухрĕ. Тин çеç улăштарнă кран фонтан пек шыв сирпĕтет, нимпе чарма çук. Каллех сантехнике чĕнтĕм.

Пычĕ хайхискер. Пăхрĕ те хаяррăн каласа хучĕ: "Çав таранах пăсмалла марччĕ ентĕ! Крансене асăрханса пăрмалла! Мĕн эсир! Çук, тем тесен те юсама пултараймастăп эпĕ. Урăххине чĕнĕр".

Каллех тархаслама пуçларăм.

— Курмастăн-им, алăсем чĕтреççĕ, — терĕ вăл, — ĕнер "атте" авланчĕ те...

— Пур, халех тупатăп! — шартах сиксе ӳкрĕм эпĕ. — Акă, кил, лар.

Сыптартăм, çитертĕм хайхискерне. Унтан тăчĕ те вăл, крана пăрхаларĕ, пускаларĕ. "Э-э, — терĕ, — чăртик сурмалăх та ĕç çук кунта! Тепĕр черкке тултариччен юсаса та пĕтеретĕп".

Тултартăм.

— Э, çук, халь юрамасть, — терĕ вăл, — вăт пĕр аллă тенкĕ укçа парсанччĕ. Эп сире татах кирлĕ пулатăп вĕт...

... Кĕçех уява кĕтсе илмелле. Хăнасене чĕннĕ. Апат-çимĕç çителĕклĕ. Ĕçмелли тесен... сантехниксем хыççăн пĕр икĕ çур литр юлчĕ те, эй, ара, эрехсĕрех килмĕç-ха.

Çапла шутлакаласа, алăкран кĕтĕм çеç, арăм сиксе ӳкрĕ:

— Хăвăртрах автомата чуп, сантехнике чĕн. Килте шыв çук. Кĕçех хăнасем пухăнаççĕ. Ăçта кайса кĕрес ман?

Чупрăм, шăнкăравларăм. Вăрах кĕттермерĕ хайхискер, килчĕ.

— Хăнасене кĕтетпĕр. Килте пĕр тумлам шыв çук, — тетĕп.

— Çӳлтисен те, аялтисен те-и? А-хă, ă-хă... Путвалне питĕрмен-ши? Крансене кăштах уçăр. Эпĕ халех. Унччен апат хатĕрлĕр.

Темле кран пăркăчисем илчĕ те тухса чупрĕ.

— Пулчĕ! Пулчĕ! — кăшкăрса ячĕ мăшăрăм. — Юхать, тапсах юхать! Эсĕ мĕн... сăмсуна усрăн?

— Эрехĕ икĕ çур литр çеç юлнă-çке. Санăн пĕр аллă тенкĕ çук-и?

Кĕçех тăврăнчĕ хайхи каччă.

— Юхать-и? Юхать. Халĕ алă çăвам-ха... Уява кĕтсе илĕпĕр.

Çурăм çине сивĕ тар тапса тухрĕ. Мĕн тăвас? Икĕ çур литртан пĕрне кăларса лартрăм. Арăм кукăль касса хучĕ.

— Ăçта эсир? Ă-хă, кунта-и? — якалкаласа зала кĕчĕ хайхискер. Аллинче — пуçламан çур литр. Шурри. Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатăп сире, ырлăх-сывлăх, телей сунатăп! — терĕ вăл, хăйпе илсе килнĕ эрехе черккесене тултарса. — Хăвăрăнне пуçтарса хурăр. Хăнасем килсен кирлĕ пулĕ.

Пĕрер черкке сыпрăмăр.

— Тахăшĕ, — терĕ хайхискер кула-кулах, — те шӳтшĕн, те юриех крана хупса хăварнă. Пĕлетĕп эпĕ хамăр слесарь-сантехниксене. Лайăх сирĕн патра. Эпĕ хам общежитире те... Ну, тепрер!

Çапла хăй эрехне сыптарса хăварчĕ. Укçа сĕнсен те, çăвар уçтармарĕ, пирĕн ĕçĕ çавнашкал терĕ çеç.

Пулма пултараймасть тетĕр-и? Пултарать!

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: