Вĕри шухăшсем
«Ирĕке» тухса эп куртăм
Патша самани пĕтсен.
Çветтуйсем çине тек суртăм
Чунăм чăнлăхран çĕтсен.
Ирĕк пулчĕ пĕтермешкĕн
Тĕнче панă ырлăха.
Айван пуçăм тертлĕ, мĕскĕн,
Кĕтрĕ ырлăх кăлăхах.
Парта хушшинчех çуралчĕç
Чернобыль сехмечĕсем,
Çăвана çĕтсе çухалчĕç
Ырă кун сехечĕсем.
Меслет тупрĕç пĕтермешкĕн
Мĕнпур чĕрĕ чунсене,
Этемсене çитермешкĕн
Наркăмăшлă чуксене.
Тăпрана сиен кӳретпĕр –
Пирĕн çăкăр амăшне,
Чир-чĕр мелĕпе чӳхетпĕр –
Сип кураймăн малашне.
Халь айăплине шыратпăр
Ку чирсемшĕн каплалла,
Сăлтавне тупма пулать-тĕр,
Хамăр енне пăхмалла.
Çыран хĕрри куллен-кунах
Тип çырмана хăвалать:
Çут тĕнчери пĕр саккунах –
Этем шăпи йăванать.
Симĕс курăк сарăхайĕ,
Çĕр сĕткенĕ пĕтнипе.
Çӳлти Пӳлĕх те вырханĕ,
Этем ирсĕр пулнипе.
Пĕчĕк пепкесем пĕлеççĕ
Арлă-арăм пурнăçне.
Телевизорсем тĕслеççĕ
Кун пек ирсĕр пĕрлĕхне.
Курма хушманне кураççĕ
Пирĕн çамрăк ачасем.
Çветтуй сăнĕнчен кулаççĕ
Айван ăслă каччăсем.
Мухтанма çакса çӳреççĕ
Пăталанă хĕресе.
Пурнан халлĕнех çĕреççĕ,
Çамрăк чуна хĕнесе.
Укçашăн ӳксе вилеççĕ:
Пирте пысăк вăл суран!
Халăхран туртса илеççĕ –
Кăлăхах эс вăй хуран.
Килсĕррисене хупаççĕ,
Çимакур тесе ялан.
Керменте хăйсем сутаççĕ,
Кун кураççĕ пит аван.
Шурлăхсене сухаласси,
Хыт çамкашăн ним те мар.
Çĕр тымарĕ çухалать-и?
Унта ӳсĕ çум-тымар.
Намăс пăкки тухса ӳкнĕ,
Тăлăх шучĕ шав ӳсет.
Амăшсем таçта-тăр кӳтнĕ,
Ашшĕ пур – эрех кӳпет.
Самолет çинчен тăкаççĕ
Çĕр мурне – наркăмăша,
Çăкăрпа хутăштараççĕ
Çиттĕр-ха, тесе, ăша.
Çамрăк чунсем хĕн кураççĕ –
Килес пурнăç калчисем,
Аскăн çул çине тăраççĕ
Чипер хĕрпе каччисем.
Айăплисене ан шырăр:
Синкер çулĕ – хамăрта.
Мĕн кăтартнă – çавна курăр:
Шăпа иртмĕ умăртан.
Хĕрарăмсем хуçа пулчĕç,
Эрех пирки арçынна.
Хурахпа тĕрмесем тулчĕç,
Сум çук халь урă çынна.
Шуйттан этеме çăтмашкăн,
Унăн ăсне çухатать.
Кун ан куртăр, тет, çăтмахшăн,
Усал чуна çуратать.
Кам айăплă ку тискершĕн? –
Çынна сивĕ мул тĕнчи
Ылтăн-кĕмĕлĕ мĕскершĕн
Ăшă чунăн шутĕнче?
Хĕн курать Тăван тавралăх:
Тĕнче вилĕм патĕнче
Тупма çук сăмса туртмалăх
Ыр тăпра çĕр питĕнче.
Шыв-шурта тулли наркăмăш,
Тăпрара çук пĕр ăман.
Уçлăхра озонсем ăшăх,
Çитессе «ахăрсаман».
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...