Ваттисен сăмах-юмахĕ


Атăл тăрăхĕнчи халăхсем ĕлĕкренпех хурт-хăмăр ĕрчетнĕ. Пăлхарсем тĕнчери нумай çĕр-шыва пыл сутма çӳренĕ. Ĕлĕк пыл хурчĕсем вăрманта йывăç хăвăлĕсенче пурăннă. Çав вырăна чи малтан тупаканĕ унта хăйĕн несĕлĕн паллине — тăхма касса кăларнă, йывăç хăвăлне пăхса-тирпейлесе тăнă, пыл карасĕн пĕр пайне пылпа пĕрле касса илнĕ, тепĕр пайне хуртсем валли хăварнă.

Пилешкасси ялĕ пуçланса каясси те хурт-хăмăр ĕрчетессипех çыхăннă. Акă мĕн каласа пачĕ мана 91 çулхи ĕçпе вăрçă ветеранĕ Наумов Вениамин Иванович:

— Эпĕ пирĕн яла питĕ юрататăп. Мана унăн ячĕ килĕшет. Ялан шутласа çӳреттĕмччĕ: пилеш нумай пулнă-ши пирĕн таврара, мĕншĕн çакăн ятлă панă яла? Ватă çынсемпе калаçса пăхнă хыççăн мана çакă паллă пулчĕ. Чăваш халăхĕ йывăр пурнăç айĕнче хĕн курса пурăннипе ирĕк вырăнсенче, таса уйсенче, аслă çул хĕррисенче пурăнма хăранă. Вĕсем хăйсен пурăнакан вырăнсене вăрман варрипе, чăтлăхрах вырăнта, шыв-шур пуçланнă çĕрелле вырнаçма тăрăшнă.

Пирĕн ял та çавăн пек пуçланнă. Вăл пуçланса кайни халь виççĕр çул ытла теççĕ ват çынсем. Ял вырăнĕнче чи малтан сĕм вăрман пулнă. Çак асамлă вырăна Йĕпреç районĕнчи Килешкасси ялĕнчен Ярлыков Иванька ятлă çын куçса килсе ларнă. Вăл чи малтан Паварни çырми хĕрне хĕвел питне йывăç касса уçланкă тунă та пыл хурчĕн вĕллисене лартса тухнă. Хурт-хăмăр хатĕрĕсене вырнаçтарма кĕлет лартнă, сăра тума лаç туса лартнă. Йывăçне вăл кунтах касса хатĕрленĕ, мĕншĕн тесен йĕри–тавра сĕм вăрман кашланă. Каярахпа пӳрт лартнă, çемйине те илсе килнĕ. Хăй пурнакан вырăна Килешкасси тесе каланă. Çапла çав, çуралса ӳснĕ вырăн асран тухмасть вăл. Иванькка патне Турхан ялĕнчен Зотов йăхĕнчи çынсем куçса килнĕ, каярах Хутартан та кунта килсе ларма кăмăл тунă. Иваньккан ывăл çитĕннĕ. Ăна Ефрем тесе чĕннĕ. Кайран Ефремăн ывăлне Наум тенĕ. Наумăн икĕ ывăл пулнă — Фĕдор тата Игнатий. Федора Ярлыков хушаматпа мар, Наумов хушаматпа çырнă.

Фёдорăн икĕ ывăл, виçĕ хĕр пулнă: Иван, Павел, Дарья, Агапия, Александра. Фёдор Хутар шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Вăл вунсакăр çул хушши Мигушов Фома Егорович пуян патĕнче писарьте ĕçленĕ, юлашки ултă çул ĕçленĕшĕн нимĕн те тӳлемен ăна. Фёдорăн арăмĕ çамрăклах вилнĕ. Вăл ачисене хăех пăхнă. Чи пĕчĕк ачине хул хушшине хĕстерсе ăшăтнă, çитĕнтернĕ, урăх çынна çемьене илсе килмен. Аслă ачисене Хутарти шкулта вĕрентнĕ. Павел ятлă ывăлĕ Хусана кайнă, врач ĕçне вĕренсе тухнă. Вăл кайран Кăмаша, Элĕк ялĕсенче ĕçленĕ.

Аслă ывăлĕ, Иван Фёдорович Наумов, 1909 çулта авланнă. Вăл виçĕ ача ӳстернĕ, вĕсем пурте пурăнаççĕ: Евдокия — 1912 çулта çуралнă, Вениамин — 1919, Надежда — 1922.

Пирĕн ял мĕнле пуçланса кайни çинчен пире, çамрăксене, каласа параççĕ. Вĕсене хăйсен асламăшĕсем каласа хаварнă. Çын ас тăвăмĕ тĕпсĕр çалкуç пек теççĕ. В. Наумов çырма хĕрринче ларакан сăра лаççине те астăвать, çав лаç алăкĕ çинче Ярлыков тесе çырнă сăмаха та хăй куçĕпе ăй курнă. Анатри чăвашсем лаçа «Павар» тенĕ. Халь çак утар çумĕнче юхса выртнă çырмана Паварни çырми теççĕ. Çак вырăнта, Турханпа Пилешкасси хушшинче, пысăк çăкалăх пулнă. Çынсем унта çырла, кăмпа пуçтарма çӳренĕ. 1924 çак çăкасене касса Пилешкасси çыннисем пӳрть çуртсем лартнă, шап-шурă пĕренеллĕ çуртсем халĕ те пур ялта. Çак çăкасенчен пĕри хале те ял хĕрринчи икĕ вар хушшинче мăнаçлăн кашласа ларать.

Наумов Ярлыков утарĕ вырăнĕнче лартса хăварнă хырсем Паварни çырми хĕрринче халь те кашласа лараççĕ, ентешсен ĕлĕкхи кун çулĕ çинчен аса илтереççĕ.

Пирĕн ял çинчен нумай сăмах-юмах çӳрет. Акă Пилешкасси çынни — çитмĕлтен иртнĕ, колхозра аслă агроном пулса нумай çулсем хушши ĕçленĕ Энтри ывăлĕ — Великов Альберт Андреевич — мĕн çырса пĕлтерет:

— Пилешкаси ялĕ тутарсенчен пулса кайнă. Ял ячĕ Урманкас ятлă пулнă. Тутарсем 63,78 хуçалăхсене йышăннă. Утарĕ тура пулнă. Лаша вити ун чухнех пулнă. Малтанхи вăхăтра тутарсем лашасем пухса Хусана ăсатнă, каярахпа (Иван Грозный вăхăтĕнче) Чулхулана янă.

Наумовсем те тĕрĕс калаççĕ: Пĕр чăваш килнĕ (çулĕ паллă мар) вăл Павар ятлă пулнă. Павара Шуркасси çĕр парайман, вăл вара пуш утар вырăнне ана тăвать. Çав вырăна Паварни тенĕ. «Паварни» сăмах — Павар ани сăмахран тухнă. Малтанах Паварнинче çĕр пӳрт анчах пулнă. Наумов Ефрем Павар ывăлĕ пулать (1780 çулта çуралнă) Вăл 53-мĕш хуçалăх вырăнĕнче кил-çурт çавăрнă. Хутарта, чиркӳре тĕне кĕнĕ.

Пилешкассинчи 93 çултан иртнĕ Ултутти Великова (Наумова) Евдокия Ивановна Пилешкасси пуçланса кайна пирки акă мĕн каласа пачĕ.

— Пилешкасси пуçланни 225 çул çеç, эпĕ çурри майлă пурăннă та. Манăн атте, маçак, маçакăн ашшĕ вĕсем виçĕн çуррине пурăннă çеç: пĕри 79 çул пураннă, иккĕшĕ 86-шар çул пурăннă. Атте калатчĕ: «Чăваш, тутар, еврей, мăкшă, ирçе, вырăс çыннисемпе ял пуçланса кайнă», — тесе. Ман атте виçĕ чĕлхе пĕлнĕ, маçак 5 чĕлхепе лайăх калаçнă.

Эпĕ Пилешкасси ялĕ çинчен çӳрекен сăмах-юмахсене, халапсене ялан хамăн чĕрере усратăп, уйрăм тетрадь çине çырса-пуçтарса пыратăп.

 

Çăлкуçĕ

Степанов Дмитрий Иванович ку хайлава 2009 çулта 91 çулхи вăрçăпа ĕç ветеранĕ Наумов Вениамин Иванович каласа пани тăрăх çырнă.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: