Çăл шывĕ
Çăла ан сур тесе каланă
Шур сухалсем тахçан авал.
Çав сăмахсен тĕшши — халаллă:
Вĕрентнĕ, суннă хал-хавал.
Асамлă сăмаха мĕн çитĕ —
Чĕнет чунпа таса пулма.
Ана ăша илесчĕ питĕ —
Ĕмĕрлĕхе асра юлма!
Сăнатăн та хăвна куратăн
Тăп-тăрă шыв тĕкĕрĕнче.
Хăш чух çап-çут, хăш чух хура та
Сăну — тăратăн тĕлĕнсе.
Çапла чăнах таса çăл шывĕ.
Вăл сивĕ, тен, каять шăлах.
Ĕçсессĕн чирлеместĕн — сывă,
Курка тытатăн эс татах.
Вара асамçă чĕр вăй панăн
Хăвна туятăн улăпла.
Çич хут çунатланать пек санăн
Ĕçӳ те ĕмĕтӳ çапла.
Çăл шывĕ техĕм те хал парĕ
Хăй пек таса чĕреллине.
Курасчĕ çеç урам ханттарĕ
Ăна ĕçсе чĕрĕлнине.
Леш пур — çаплах эрех ĕçесшĕн
Уни-куни кумса çӳрет.
Укçи те çук-ха мур илесшĕн,
Çапах кайса тăрать черет.
Ун пеккине çул пулмĕ урăх,
Çул пулмĕ — пулмĕ каçару!
Екки утса çӳретĕр урă
Шевле сăн-питлĕ яш ăру!
...Çăл тĕкĕрĕ çине пăхсассăн,
Сăн-сăпатна курсан таса,
Пачах та сывламастăн ассăн —
Çӳретĕн йăлтăр çуталса.
Хăвна туятăн эс хăлатăн,
Вĕçетĕн ĕмĕтпе инçе.
Ташша тухса такмак калатăн
Хаваслă ака туйĕнче.
Шухăшсем
Are you maximizing the potential of your...
Your website, chuvash...
Every day, websites like chuvash....
I recently tried https://killakush...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...
I recently tried https://killakush...
Get more leads for your chuvash...
Your website, chuvash...