Юратушăн упрăр ятăра
Аслатин çухалĕ те кĕрлевĕ,
Савăнтарĕ сывлăш тасални.
Юрату çав авăк кĕрлев евĕр
Çынсенче çĕн туйăм хускални.
Юрату — чунсен таса кăварĕ,
Юрату — садсем чечек çурни.
Юратма кăвар чунсем пултарĕç,
Вучĕ пулмин çеç çуни-çунми.
Юрату асап-инкек те ярĕ, —
Туйăмпа ан пултăр выляни.
Ĕмĕре ултав хуçса хăварĕ,
Çавă пулĕ туслăх аманни.
Юрату вăл — юратма пĕлсессĕн,
Юрату вăл — ĕмĕрлĕх савсан,
Юратушăн шанчăклă пул эсĕ,
Юратмашкăн ăраскал пур сан.
Юратсассăн ĕçлеме те çăмăл,
Ывăнми сиксе юрлать чĕре.
Юратсассăн çутă, çутă кăмăл,
Чи телейлĕ çын эс тĕнчере.
Чыслăха хыт упрăр, ан çухатăр.
Çирĕп пăхăр пурнăç тӳпине.
Нарспипе Сетнер пек хыт юратăр,
Мухтама поэчĕ тупăнех!
Шухăшсем
Struggling with a sluggish websit...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
Прочитал от и до...