Плансене планларăмăр
Çук, ăнмарĕç пирĕн комбинат директорĕсем. Юлашки тăватă-пилĕк çул хушшинче кăна вĕсем улттăн-çиччĕн улшăнчĕç, пурпĕр нихăш çулĕнче те плансене тултарса кураймарăмăр эпир. Çапла, пуçлăхĕсем улшăнсах тăраççĕ, плана епле тултарнине кăтартакан хисепсем кăна ялан пĕр пекрех: е çитмĕл пилĕк процент, е сакăрвуннă. Плана тултармасан — директор улшăнать, директора улăштарсан — планĕ тулмасть.
Кăçалхи пуçлăх ĕçе питĕ хĕрӳ тытăнчĕ. Ытти директорсем пек, комбинатăн халиччен усă курман резервĕсем пирки пуплесе нушалантармарĕ, темле «механизаци, химизаци, реконструкци» йышши сăмахсемпе тăна илмерĕ, ĕçе вырнаçса çитнĕ-çитмен кăкăрне çат тутарчĕ: «Мана эсир план парăр!» — тет ĕнтĕ.
Комбинатăн ĕç хучĕсемпе, планĕсемпе-мĕнсемпе паллашсан, вăл, ĕнсине хыçкаласа: «Мда-а, — терĕ. — Плансене тепĕр хут планласа тухмалла иккен кунта. Унсăрăн май çук. Мда-а...»
Çак сăмахсем хыççăн тĕрлĕрен пайсемпе цехсен пуçлăхĕсене, мастерсемпе прорабсене, механиксемпе инженерсене пуçтарчĕ те тивĕçлĕ кăтартусем пачĕ:
— Çитес виçĕ кун хушшинче, — терĕ татăклăн, — кашни пайăн, кашни цехăн хăйĕн татăклă план пултăрччĕ. Плансене çĕнĕрен пăхса тухни пире пулас плансене лайăхрах планлама май парать, — çапла каласан, директор пире хăй унчченех тукаласа хатĕрленĕ пĕтĕмĕшле плайсен хучĕсене тыттарса тухрĕ. — Ку вăл, эпĕ çырса палăртни, упщи направлени çеç, ытти-хыттине пĕтĕмпех сирĕн вĕçне çитермелле.
Эпир мĕн, халиччен план туса курман çынсем-им? Пикентĕмĕр çырма. Хут тӳсет. Çыртăн та пуçа мĕн килнĕ пеккине, пуçлăха тыттартăн, унтан — алямăс, килелле. Хам пӳлĕме план тума кĕрсе ларсан, эпĕ аптăраса ӳкрĕм — шутсăр кăткăс ĕç хушнă иккен пире директор: шутласа пăхрăм та шалт хытрăм кайрăм; çулталăк, çур çул, кварталсемпе уйăхсен планĕсем хăйсем кăна вунтăхăр тĕрлĕ пулаççĕ иккен; унсăр пуçне вăтăр ултă декадăпа пилĕк кунлăх плансене çитмĕл икĕ хутчен тумалла. Пĕтĕмпе — çĕр çирĕм çичĕ тĕрлĕ план! Çулталăкра ĕç кунĕсем виççĕр пиллĕк. Директор каланă тăрăх, пĕр ĕç кунне те плансăр ирттерме юрамасть иккен Пĕтĕмпе хушсан, атьсемри, 432 тĕрлĕ плана çитет. Кусем вĕсем календарь планĕсем кăна. Ĕç тухăçлăхне ӳстерме пулăшакан плансемсĕр пуçне канупа йăла планĕсене туса çирĕплетмелле имĕш: «Канма пĕлмен этем ĕçлеме те пĕлмест!» — терĕ çеç директор кун пирки кĕскен.
Фу-у, мур илесшĕ, плансене пĕтĕмпе мĕн чухлĕ тумаллине шута илсе тухма та çук. Çĕнĕ пуçлăх хушнă ĕçе тума хут та, сăмах та, цифра-хисепсем те çитмеççĕ.
Çĕнĕ директор умĕнче, паллах, никамăн та мĕскĕнленес, ĕçлеме пултарайман çын пек кăтартас килмест, анчах та виçĕ кун хушшинче пилĕкçĕр тĕрлĕ план туса хатĕрлеме пултараймарăм эп, çапах, пач нимсĕрех нимĕр çăрса, виçĕ кун хушшинче вараласа тултарнă хутсене çĕклесе, канашлăва кайрăм. Директор умĕнче хĕрелме, мишавай юпи пек хытса тăма тӳрĕ килмерĕ çапах та. Аллаха шĕкĕр, пай пуçлăхĕсенчен пĕри те плансене кирлĕ пек туса хатĕрлеме хевте те, вăй та, вăхăт та çитереймен. Виçĕ кун та виçĕ çĕр канмасăр ĕçле-ĕçле, куçĕсене хĕретсе, пичĕсене шыçăнтарса янă пурте, анчах...
— Мда-а, плансене çĕнĕрен планламалли плана пурнăçа кĕртейместпĕр-иç капла, — терĕ директор, ытла та ассăн сывласа. — Çав плансене те планлама пултараймастăр-тăк, пĕлместĕп, вĕсене камăн планласа камăн пурнăçламалла пулать-ши? — плансене вăхăтра хатĕрлени комбинатшăн мĕн тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни, вĕсене хăвăртрах туса хатĕрлеме кирли çинчен çур кун калаçрĕ директор, вара плансем туса хатĕрлессипе ятарлă декада ирттерме кăтарту пачĕ. Эпир хаваспах килĕшрĕмĕр. Кантур çыннисем пурте, комбинат ĕçĕ-хĕлĕ пирки манса, ĕçе пикенчĕç. Планлас ĕçе производствăпа çыхăннă çынсенчен хăшпĕрисене — слесарьсене, токарьсене, ОТК ĕçченĕсене те явăçтартăмăр. Ара, ударлă декада-иç! Вунă кун хушшинче хут мĕн чухлĕ сăрмаласа тултарнине курсан, пуçлăх аллисене савăнăçлăн сăтăркаларĕ:
— Вăт, — терĕ, — капла ĕç туни курăнать пукранимĕр.
Вăхăт иртрĕ. Çулталăк вĕçĕнче пирĕн комбинатра савăнăçлă лару ирттерчĕç. Юлашки пилĕк çул хушшинче пирĕн комбинат пĕр енĕпе плана чылай ирттерсе тултарнă иккен: плансем туса хатĕрлессипе плана эпир 150 процент таран тултарнă. Çĕнĕ директор çав мехелпе пире клуба пуçтăрчĕ те саламларĕ, хĕрӳ ĕçшĕн чун-чĕререн тав турĕ. Чаплă пухура эпир çакна пĕлтĕмĕр тата: пирĕн камбинат çулталăкри плана пĕтĕмпе те аллă тăватă процент кăна тултарнă иккен.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...