Уйăх çинчи пике курнă...
— Мĕн çинчен шухăш вĕçтерен? Хăш ту тăрринче эсĕ? — терĕ Сухви пит çăмартисем хĕрелнĕ Умрай куçĕнчен пăхса.
— Пĕр тĕллев канăç памасть мана, акамçăм. Качча каяссăм килет. Анчах упăшка пулмалли йĕкĕт мĕнлескерли кирлĕ?
— Чи кирли: хитре ан пултăр вăл.
— Ай-уй! Чипер мар йĕкĕте мĕнле качча тухас килтĕр?
— Хитре упăшка санăн мар, вăл еркĕн савнийĕ. Ахаль каламаççĕ ĕнтĕ: чипер упăшка вăл — ют упăшка. Тупса яр пĕр-пĕр асси, нихăçан кĕвĕçмĕн тепĕр хĕрарăм çумне.
— Эсĕ ху, Сухви, мăшăрупа аван пурăннă-и? Мĕнлескерччĕ вăл санăн?
— Мана Турă çав тери кăмăллă çын парнеленĕ. Темиçе çул пурăнса та йӳнсĕр пулнине курман. Сăн-пуç енчен илсен манашкалскер, ни ытлашши илемсĕр мар, ни ытлашши... Мĕнле калас, пурте пурччĕ: курма — куçĕ, чуптума — тути, ыталама — алли, мана хуса çитме — ури.
— Сухви, упăшкун кăмăлĕ пирки тăхçалама мантăр, — йăл-л кулса илчĕ Умрай.
— «Пĕтме пĕлменскер! Сысна эсĕ!» — тесе ятласан, паллах, «Килсем, чунăм, ларсам арăк çине. Çăварна уç, çуллă пăтă хыптарам», — теме чĕлхине вылятмастчех.
Сухви халапне хăй пирки çеç вĕçлесен ĕненмеллех пулмĕ терĕ-ши, сăмаха тӳрех Варуççа енне ывăтрĕ.
Кĕскен Умрай çапларах ăнланчĕ унăн халапне: Варуççа мухтанмаллах чаплă, хурламаллах ытлашши начар пурăнать теме çук. Упăшка тени лайăх-и, начар-и, çапах та арăм унăн хӳттинче пурăнасшăн. Çапла кирлĕ те. Варуççа хĕр чухне пилĕкĕнчен тапса çыхнă ыраш кĕлтиччĕ. Платна хĕре хапсăнакансем, ăмсанакансем хăтана çӳремен мар. Вăл ав хăнчăр куçлă йĕкĕте суйласа илнĕ те пурăнать ирĕклĕ ăна унталла та кунталла пăркаласа. Çемье пуçлăхĕ упăшки мар, хăй. Укçине те тупма вĕренчĕ, ара, лавкка уçма пултарчĕ. Арçыннин сасси çук. Унăн сĕнĕвне шута илмест арăмĕ.
8
Юлашки вăхăтра Машук тĕнчере ниме те мар, пуштă ещĕкне кăна асăрхать тейĕн. Ирхине вырăн çинчен сиксе тăнă-тăман ун патне чупать, ĕçрен таврăнсан — каллех. Хыпар кĕтет мар-и. Çыру çук та çук. Пурте манчĕç тейĕн. Мĕнле-ши унта Эхтюк, унăн савнă хĕрĕ — Умрай? Пурăнаççех-ши? Варуççи тата хăй мĕн амакне аллине çыхнă? Ун çырмаллахчĕ ĕнтĕ. Машук хăй темиçе хутчен те алла хутпа ручка илчĕ. Варуççана пĕсĕрлентерсе çырма. Шикленчĕ. Вăл пĕлме çунакан хыпар ырриех мар. Çыру ют çын аллине лекĕ те икĕ хĕрарăмăн тивĕçсĕр ĕçĕ çинчен пĕлĕç. Вара тĕрме алăкĕ саншăн яриех уçăлĕ, хуть чупсах кĕр. Ĕç пăрахсах кайса килĕччĕ Машук тăван ялне, анчах майсем хупă — ĕç тăлланă. Таçтан-муртан килнĕ (тен, кунта çывăхрах çуралса ӳснĕ, кам пĕлет ăна) çĕнĕ вырăс текен этем хулан пĕр урамĕнче пушă вырăн тупнă та туяннă. Çав хуçа Машук ĕçлекен треста пурăнмалли темиçе хутлă çурт туса лартма тара тытнă. Кунне-çĕрне уямасăр, чаш-чаш çумăр вăхăтĕнче те ĕçлеттереççĕ. Хуçа васкатать имĕш. Мĕншĕнни паллă: хатĕр хваттерсене хăвăртрах сутмалла. Усламран тăранман этем ĕнтĕ. Строительсем те ӳрĕк-сӳрĕк ĕçлемеççĕ. Вĕсен хăйсен тĕллевĕ — ĕçшĕн укçа хăвăртрах илесси. Уйрăмах кирпĕч хуракан каменщиксем пуç çĕклемеççĕ, вĕсен çемйисене тăрантармалла. Стройкăна тухмасăр пĕр кун çеç сиктер (пĕр сехет те çителĕклĕ) — кĕтсех тăр: тӳрех кăларса яраççĕ, тепĕр кунне вара çӳре урамра, тепринчен ĕç тилмĕрсе.
Машукăн ăшĕнче вут çунать, анчах шăла çыртса тӳсмелле. Кам хута кĕрĕ ĕçре? Кам ăнланĕ çав хатĕр чуна пăралакан сăлтава? Чухлĕç-и вара ватсупнă пуçлăхсем хĕр упраçăн савни пуррине? Куçа-куçăн пăхса калаçмасан, чуппа туса илмесен петĕм тĕнче тепĕр май çаврăнма пултарать. Çакна пĕлмĕше хываççĕ. Пуçлăхсен тĕллевĕ ытла усал: кирек камăн та ĕçе çур минут юлмасăр çитмелле, пуçа çĕклемесĕр ĕçлемелле. Апла килĕшмесен вă-ăн-н! Алăк уçă.
Машук шăлне çыртать те тӳсет. Хăйне вăл ĕçе пуçĕпех парăннине кăтартать: вăхăтра çитет, çынсемпе пĕрле ĕç пăрахать. Ăшĕнче шĕл кăвар тĕлкĕшет. Варуççа хăйĕн тĕллевне пурнăçларĕ-ши? Ухмаха тухрĕ-ши унăн савнийĕн еркĕнĕ? Тĕрĕссипе, Машук çав хĕре, Умрая ĕнтĕ, вилĕм сунмасть. Чи кирли — сĕлекине юхтарса çӳретĕр урам тăрăх. Вара пурте пĕлеççĕ, кураççĕ вăл хĕр — сывалайми чирлĕ. Кама мĕнле-тĕр те, ку вилĕм суннинчен нумай хивререх пек. Чăваш арçынни чирлĕ хĕрарăма юратма мар, хĕрхенес те çук. Уншăн пулсан арăм тени лаша пек йывăр лав турттăр.
Машук хăйне çын тесе шутлать. Йăнăшать çав. Унăн алли чавса таранах вараланчăк. Ара, вăл Варуççапа килĕшсе, унпа вăрмана кайса çав çынна ухамаха ертекен курăк тымарне иккĕшĕ тăпăлтарчĕç. Киле таврăнсан каллех иккĕшĕ пĕрле килĕшсе вĕретрĕç.
Ку тĕлĕшпе ваттисем питĕ тĕрĕс сăмах калани упранать: çын валли шăтăк ан чав, унта ху кĕрсе ӳкен.
Кун хыççăн кун иртет. Пĕринче Варуççапа мĕн пулса иртнине Машук ним те тĕшмĕртеймест çав.
Тӳсмелле мар шăрăх. Тӳпере хĕвел вут чĕртнĕ тейĕн. Унсăрăн çунтарса ярасла пĕçертмĕ ĕнтĕ. Сывлама кансĕр: çăвар типет...
Хĕвел чи çӳлти картлашкине хăпарнă вăхăтра Варуççа лавккине хупрĕ. Çак кун вăл пĕр тутăр сутинччĕ. Мăшкăлланăнах, пĕр чун пымарĕ. Алăк çумĕнче çăпата пек çăра — хуралçă тăрать. Хуçи хăй урамран урама вашлаттарчĕ. Хайхискер иртрĕ Сухви тĕлĕнчен. Сас-чӳ кĕмерĕ хăлхана. Эппин, никам та çук килĕнче. Ĕçĕ вĕçленмерĕ-ха, татах пур-ха унăн çитес вырăн — медпункт. Çитрĕ, кĕрсе тăчĕ. Курчĕ: Умрай фельдшер амăшĕ аллинчи ачана тем çухăртать. Э-э-э, укол тăвать иккен. Сухви мăнаçлăн кускаласа çӳрет ун-кун. «Ха, — шухăшларĕ Варуççа. — Урăх мĕн ĕç пур ара унăн. Тепри те çавах. Пӳлĕмре шурă халат тăхăнса кĕллин-каллин пускаласа уткалани — вĕсен ĕçĕ шутланать. Укçа тӳлеççĕ. Чăн-чăн ĕç вăл: тырă вырни, витери ĕне тислĕкне хырса тасатни. Çаксене тума вăй кирлĕ».
— Чирлĕрен-и-мĕн, Варуççа аппа? — ыйтрĕ Умрай фельдшер укол хыççăн аллине çуса шурă алшăллипе типĕтнĕ май.
— Вăл чирлесен тĕнче ишĕлĕ, — йĕплесе илчĕ Сухви.
— Мĕн, сирĕн пата так ахаль кĕрсе тухма юрамасть-и вара?
— Паллах. Кунта чирлесен килеççĕ. Эсĕ ав ферма вăкăрĕ пекех сывă, халь-халь ĕрĕхме хатĕр. Марш-ш!
— Сывă пул эппин, Варуççа аппа, — сăмах хушрĕ татах Умрай фельдшер. — Ыратаканни аптратма тытăнсан пирĕн пата килме ан ман.
— Сыввисем сирĕн пата çул уçасшăн ĕмĕтленеççĕ, — тутине чăпăртаттарса илчĕ Варуççа. — Камне калам. Вăл Эхтюк арăмĕ — Машук.
— Ай-уй, хăçан ирттертĕр туйне? — ахăлтатса кулса ячĕ Сухви. — Илтмен.
— Çара кайичченех. Эхтюк ăна пусмăрланă.
— У-у! Вăл ĕç хăçан пулнă? — лĕх-лĕх кулчĕ Сухви, — Эсĕ, Варуççа, лăпкăн пăхса тăнă, ма чармарăн каскăна?
— Хам курман. Анчах ĕçĕ пулса иртнине пĕлетĕп. Ахаль каламаççĕ ĕнтĕ: вăрман хăлхаллă, уй куçлă.
— Варуççа, эсĕ элек саракан. Машук яла килсен кун пирки ăна хам кайса евитлетĕп.
— Хăрамастăп. Хура çăкăр çиекен никамран та хур курман, — хайхи хыпалансах тухса чупрĕ амбулаторирен.
Урамра Варуççа Турикасра пурăнакан Праские тĕл пулчĕ. Сывлăх сунса алă тытасси пулмарĕ, тытăнчĕ тӳрех тăкăлтатма:
— Пушака тухтăр патĕнче пултăм. Иккĕмĕш кун чĕре ыратнăран пулăшĕ-и терĕм. Ăçта унта, лараççĕ Сухвипе иккĕшĕ çынсене кăшласа.
— Кай, ĕненместĕп. Пушака фельдшер хăй ĕçне лайăх пĕлет тесе калаçать ял-йыш. Хам та пĕркун ăш вăрканипе хăшкăлтăм. Ĕçмелли тем парса ячĕ. Халĕ чиперех.
— Ах, чĕрем тухса ӳкет, мĕнле хартлатать, — йынăшать Варуççа. — Тек ура ярса пусмастăп. Вĕсем ял çыннисем çинчен элек сараççĕ. Ара, хулара пурăнакан Машука хăртрĕç кăна. Вăл юхха имĕш. Эхтюк çара кайичченех Машук ун айĕнче пулнă пулать. Ах, мĕнле тӳсмелле çакнашкал элеке. Ку — хĕр ятне яни. Таса çинченех мăшкăлчăк шывне чиксе кăлараççĕ.
Варуççан шуйхануллă кăмăл. Çитменнине, кунĕ шăрăх. Сывлама хĕн. Тути типет, ăшĕ хыпнă. Асне килнĕ шухăшсем вара кăмăлне хавхалантарчĕç. Унăн кухньăра, сак айĕнче, кăкшăмра сăра юлнăччĕ-ха пĕр-ик стакан. Ăна ĕçĕ те ак — ăшĕ пусăрăнĕ. Кăп-кап апат хыпкаласан каллех çул тытĕ лавккана. Тен, каç кӳлĕм халăх пырĕ. Укçа, укçа пухмалла.
— Хăвăртрах пуясчĕ. Вара Сухви-Умрайсемпе сăмах ваклăп-и?
Килне çитрĕ Варуççа. Тӳрех — кухньăна. Туртса кăларчĕ хайхи кăкшăма. Лăкарĕ. Кăкшăмри сас пачĕ: шĕмпĕл-шĕмпĕлт! Стакан çине юхтарчĕ. Тутанчĕ. «Ха, сăмакун тутиллĕ пулнă. Тутлă та иккен сăраллă сăмакун». Пĕр çăвар сыпрĕ те çăтрĕ. Тутине чăпăртаттарчĕ. Вара икĕ стакан умлă-хыçлă янклаттарчĕ. Кăкшăмри шĕвекпе наркăмăшлă çĕлен çăтăнни асра та çук.
Кăкшăмра хайхи шĕвек самаях юлчĕ-ха. Кайран, лавкка хупса таврăнсан ĕнтĕ, татах ĕçсе ăша кантарма пулать.
Кухньăра тытăнса тăма кăмăллă мар. Апат çинĕ хыççăн çуман чашăк-тирĕк купаланать лăк. Ых, çав шăнасем ырă кураççĕ вара чыссăр кашăк-тирĕк çинче. Темшĕн-çке унăн кăмăлĕ уçăлчĕ. «Тасатам-ха», — терĕ. Çурĕ вара тăрă шывпа пĕтĕмпех. Хуйхи-суйхине те тупрĕ: ара, астумарĕ те кăкшăмри ăрăмлă сăрине чаш-ш! чашлаттарчĕ лаххана. Çавăнтах сисрĕ Варуççа хăйĕн йăнăшне. Тинкерсе пăхрĕ лахханне кăкшăмран юхтарнă сăри çу куçĕ пек уйрăммăн ишсе çӳренĕн, ăна каялла пуçтарса илме май пуррăн. «Ых, тăм писмен!» — ятлаçрĕ лахханти çăра шыва пăхса.
Иртрĕ кун хăйĕн йĕркипе. Кама мĕн парнелерĕ-тĕр. Пуçланчĕ çĕнни. Хĕвел тăсса ячĕ хĕрлĕ ялавне çĕр çинчи этеме савăнтарма.
Варуççа пӳртрен витре йăтса тухрĕ. Турă çырлах! Картишĕнче — хурах! Ĕне сутарма мар, çывăха ямасть, малти урисемпе çĕр чавать, тăпрана сирпĕтсе кĕтĕве кайма вăраннă пăру-сурăха хăвалать. Пĕр сыснине мăйракипе сĕксе хырăмне шăтарнă. Сехри хăпнă Варуççа упăшкине чĕнчĕ. Ăнланчĕç: ĕне урнă. Кил хуçи хĕрарăмĕ ăçтан ӳлемесĕр тӳстĕр? Этемлех йĕретчĕ-ха. Сасартăк улшăнчĕ: тытăнчĕ ахăлтатса кулма, ӳлесе йĕме. Ку çеç-и, пĕтрĕ пуç, пуçларĕ йытăлла вĕрме, кашкăрла улама. Унччен те пулмарĕ, лап тӳнчĕ, çĕр çинче йăваланать ахлата-ахлата. Кӳршĕсем те пухăнчĕç. Тĕлĕнеççĕ. Шикленекенсем те пур. Чир-чĕрĕ, усалскер, вĕсен килне пырса ан кĕтĕр. Турă сиртĕр ĕнтĕ. Сăхсăхакансем тупăнчĕç.
Ĕнер Варуççа ăшĕ хыпнине мĕн ĕçсе ирттернине, кĕтӳрен килнĕ ĕнине те лахханти çăра шывпа шăварнине пачах маннă. Ку çеç-и? Машукпа иккĕшĕ вăрмантан çынна, çĕр çинчи пĕтĕм чĕрчуна ухмаха кăларса вĕлерекен курăк тымарне кăларса килнине, вĕретнĕ шĕвеке Сухви килне кайса вăрттăн чейнике ярса хăварнине те пуçран кăларнă. Çав чейникри шĕвеке Сухви ун килне пырса сăраллă кăкшăма яма пултарни çинчен чухлама та пул тарайман.
Пухăннă кӳршĕ çыннисенчен паттăртараххисем ĕнене пусса пăрахрĕç. Варуççана упăшки медпункта илсе кайрĕ. Ĕç пуçланман мĕн-ха. Иртерех мар-и? Фельдшера кайса чĕнтерчĕç. Чупса çитрĕ вара.
— Мĕн пулнă? — тĕпчет Пушака фельдшер.
— Усал амак тулласа пăрахнă. Йĕрет, юрлать, ташлать, — евитлет упăшки. — Çĕркаç чиперех выртса çывăрчĕ. Ирхине тĕнче катăлнăн куратăп: ĕне хăй тĕллĕн урнă, унтах Варуççа тытăнчĕ камит кăтартма. Асĕ пачах ылмашрĕ. Мĕн курас?
Пушака фельдшер васкасах укол турĕ Варуççана.
— Ним тăхтаса тăмасăр район больницине илсе кайăр, — хут тыттарчĕ Умрай чирлин упăшкине.
— Сыватайĕç-ши ĕнтĕ ăна? — кăсăкланчĕ хайхи.
— Шанчăка нихăçан та ан çухатăр, — пуплет Пушака. — Халĕ чаплă эмелсем пур. Паллах, йӳнĕ мар.
— Эмелне туянăп-ха, анчах больница больницах, унта лексен тепле, — йĕрмешет Варуççа упăшки.
— Мĕншĕн унашкалах кулянан, Кавĕрле? — тет тин çеç амбулаторине пырса кĕнĕ Сухви, васкасах халат тăхăнаканскер. — Кан, хусах хĕрарăмсем патне улаха чупкала.
— Тупата, ан мăшкăлла-ха, Сухви, — вăтаннипе айккинелле пăхса куланçи турĕ лешĕ.
Машина çитрĕ. Варуççана хăпăл-хапăл кĕртсе лартрĕç. Ăна упăшки ăсатрĕ.
* * *
Тăрса юлчĕ Пушака фельдшер. Ун çумне Сухви пырса тăчĕ.
— Тем курăн ку пурнăçра, — мăкăртатрĕ вăл.
— Итле-ха, ырă çыннăм, çак тĕр-тер ĕç санăн мар-и? — кăсăкланчĕ Умрай.
— Пулĕ ара. Мĕншĕн вут чĕртес ун? Вĕри кăварĕ хăй арки çине ӳкрĕ.
— Кăварне сапаканĕ эсĕ. Çав шĕвеке тула тухса сапмаллаччĕ.
— Ай-ай, чее. Вăл мана мăшкăл туса лĕх-лĕх кулса çӳрет те...
— Эсĕ те кул. Сана çын кирек мĕнле усал тунине те ыррăн сирмелле, савăнăç тупса кулмалла.
— Нинай.
— Итле, Сухви...
Умрай халĕ каласа паракан калава нихăçан та манмасть. Кĕçĕн класра вĕренетчĕ ун чух, учительница темле кĕнеке сыпăкĕпе паллаштаратчĕ.
«...пĕр ача çуралнă кун ячĕпе куккăшĕнчен парне — велосипед кĕтет. Çу кунĕсем çитеççĕ-çке-ха. Çуралнă кун тĕлне чăнахах та посылка килет. Уçаççĕ ещĕке. Турă çырлах! Унта велосипед мар, — костыль. Ача тарăхнипе чарăнайми ӳлесе йĕрет.
— Ах, ытла та айван иккен эсĕ, мăнукăм, — тет аслашшĕ. — Сана костыль кирлĕ-и? Кирлĕ мар. Мĕншĕн? Санăн урусем хуçăлман, сып-сывах. Тĕрĕс-и? Эппин, савăн!
Ача сак çинчен тринк! сиксе анать.
— Ыратать-и?
— Ыратмасть.
— Эппин, савăн, сана нимле костыль те кирлĕ мар! — аслашшĕ купăс илет те кĕвĕ калама тытăнать. Ача ура хуçсах, шарт-шарт! алă çупсах ташлать.
— Лайăх калав, — килĕшет Сухви.
— Ĕçе сан пек татсан куккăшне, çапла костыль ярса панăшăн, кӳреннипе ылханмаллаччĕ, куккăшĕн урине кайса хуçмаллаччĕ. Тата тем те пĕр ырă мар ĕç.
— Тупата, мĕн-ма çапла хăтлантăм? Усалне хăй тӳстĕр терĕм-ши?
— Çав ача аслашшĕн сĕнĕвĕ кирек епле хăшкăлчăкра та чун тасалăхне упрама пулăшать.
9
Каллех тĕттĕм шăналăк сирĕлчĕ. Кун пуçланать. Тĕлĕнтермĕш. Вăл çутă ярăмĕсене сапаласа мĕн каласшăн-ши çĕр çинчи кăткă евĕр йышлă пурăнакан этеме? Малтанах çынна тĕллевне парнелет те ĕçе кӳлĕнтерет. Васкатать мар-и. Ара, кун сӳнет. Ăна ӳрĕк-сӳрĕк ирттерсен ĕмĕрлĕхех ларса юлан шуç чуман çинче. Эппин, хăвăртрах ярса тытасчĕ пурнăç тилхепине, вĕçертес марччĕ ăна алăран.
Умрай Пушака медучилище пĕтерсен çак яла килчĕ. Ĕçне, чăнах та, ытла йывăр, ытла çăмăл теме те çук. Теп тĕллевĕ — çыннăн ыратнине сиресси. Çын тени вăл — хăй пĕр патшалăх. Куратăн ăна пуç тӳпинчен пуçласа ура тупанĕ таран. Курăнманни вара шалта, ăшĕнче: чĕререн пуçласа пуç мимипе вĕçленет. Çын тени вăл — нумай-нумай пайлă кăткăс машина. Ăна чир-чĕртен сыватас тесен кашни пайне витĕр пĕлмелле. Училищĕре вĕренни куçа пачах уçаймасть. Тухтăр, профессор пĕлĕвĕ кирлĕ. Пулать-и çав пĕлĕве алла илме? Паллах. Мĕнле майпа-и? Вĕренсе. Ку та сахал-мĕн-ха. Кам çирĕплетсе парĕ: профессор йăлт, пĕр пĕрчĕ юлмиччен пĕлет тесе? Никам та. Пĕлӳ тĕввисем тӳпери çăлтăр пекех, никам суса тухайми йышлă.
Пушака фельдшерăн медицина пĕлĕвĕ питĕ сахал-ха. Çынсем хушшинче хăвăрт сарăлакан чирсенчен хăтăлма, палăрнă чирсене çĕнтерме, кăтартса панă эмелпе укол тума пултарать. Ăна ирĕк панă ĕçсем лăках. Юраманни-пĕлменни мăй таран. Вăл пурне те тĕпĕпе пĕлесшĕн. Апла пулсан вĕренмелле. Тытăннă. Университета кĕресшĕн. Медицина факультетне хатĕрленӳ курсне кайрĕ. Хальлĕхе заочно майпа кĕрмешет, пĕрремĕш курсне те, ирĕк парсан, çапла майпах вĕренесшĕн. Халĕ вăл ытла çара. Тăлăх турат-çке-ха. Никам пулăшăвне курман. Пилĕк-ултă çул тӳсекен тумтир туянмалла. Хăш-пĕр чух, уйрăмах уявсенче, кулач та тутанас килет. Запас кирлех укçа-тенкĕ. Çапах та тĕллеве пурнăçлама Умрайăн пур чи кирли — çамрăклăх, ăнтăлу.
Уйăх çинчи кĕвентеллĕ пике курать Умрая, тĕмсĕлсе пăхать ăна кашнинчех кĕнеке тытса сĕтел хушшинче ларнине. Йăл кулса та ырă сунса пăрăнать вара айккинелле. «Сывă пул!» — тенĕн кĕрсе пытанать çывăхри пĕлĕт лупасĕ айне.
Ку кун, черетлĕ вырсарни, хĕвелпе пуçланчĕ. Савăнтарать хура халăха. Ара, кĕркунне çитрĕ — çĕрулми кăлармалла. Сухви те уя, аякри ани çине, каять. Ывăлĕ, Юркка, ир-ирех шкула тухса вĕçтерчĕ. Шкул та хăй ӳстернĕ çĕрулмине кăларать.
TyroneBoive (2024-11-09 00:17:11):
Best activator windows free download https://www.re-thinkingthefuture.com/technologies/gp2670-downloading-and-launching-kmspico