Сăваплă çĕрĕм
Типсех пыраççĕ çăлкуçсем,
Хирти чечек таçта çухалчĕ.
Тунсăхпала путать пит-куç,
Тăван тавралăх-и ютланчĕ.
Ал çитменни пайтах касать,
Халь урăхла çынсен уйлавĕ.
Леш, кахал чирĕ-и асать,
Уйра-хирте кам пилĕк авĕ.
Çăл-куç шарлакĕсен сасси
Хир ĕçĕнче вăй-хал паман-и?
Юлташăм, çăл шывне асил —
Сипечĕ кăкăртах юлман-и?
Ачалăхра, сенкер ирпе,
Хĕвелпелех ĕçе васканă.
Шавланă сас тăван хирпе,
Яра куна вĕçленнĕ канăç.
Куç виçейми ана-çаран…
Несĕлĕмсен сăваплă çĕрĕ
Мĕскершĕн хăвăрт çаралан,
Сан куççульне курса кам йĕрĕ?
Салтак тӳми, утмăл турат…
Уй-хирĕмри тĕнче илемĕ.
Усал чи хитрине юмлать,
Пуянлăха хакпа тӳлемĕ.
Аванччĕ пулăхлă тăпра
Унпа пĕлсе усă курсассăн.
Сахал-им колхоза тупра
Вăл кӳнĕ. Эп сывлатăп ассăн.
Сăваплă вăл тăван уй-хир,
Авалтанах чăваш сумланă…
Çерем пăсса акайнă вир,
Çӳл тӳперен ыйтса юмланă.
…Кала, уй-хир, кам кӳрентерчĕ
Суха туса та хăвармасăр?
Чуна хуçать шеллев ӳкерчĕк,
Епле тăрайăн-ха курмасăр.
— Эпир чухне вăл капла марччĕ, —
Салхуланать çулташăм ман.
— Çухалчĕ çав этем юмарчĕ,
Е пирĕнти нисеп юлман?
Кунта хумханнă сарă тинĕс
Тыр-пул ани, тӳремĕ тикĕс.
Пучаххисе пĕксе куллен
Çĕн тухăç йăтăннă çуллен.
Турри-ши маннă чăваша,
Те хамăртах, юлташ, пур парăм.
Аттемĕрсен пилне ăша
Çителĕклĕ, тен, хываймарăн.
Çĕр çеç сана тăрантарать,
Тар тăкрăн тăк тумлантарать.
Ан ман: аçу-аннӳ çаранĕ
Пуласлăхăн сӳнми ыранĕ.
Йăлтах туять тăван уй-хир,
Чĕлхесĕр çеç, сăмах калаймĕ…
Ăсланăпăр-ши хăть эпир,
Пĕтмен-çке пирĕнте талайĕ.
Ĕçле, тар тăк эс акара,
Тыт выльăх-чĕрлĕх картара…
Ут тăван йышăн халĕпе,
Аттемĕрсен хавалĕпе.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...