Юлташĕ пулăшрĕ
Пĕр карчăкпа старикăн Ванюк ятлă арçын ача пулнă. Вăл Коля тусĕпе яланах пĕрле вылянă.
Пĕррехинче Ванюкпа Коля вăрмана кăмпа пухма кайнă. Кăмпи нумай, пуçтарса çеç ĕлкĕр. Ванюкпа Коля малтанлăха пĕрлех çӳренĕ, кайран уйрăлса кайнă. Ванюк пĕр сарлака уçланкăна çитсе тухнă, Коля урăх еннелле çул тытнă.
Киле кайма вăхăт çитсен çеç Коля тусĕ çухалнине асăрханă, ăна шырама пуçланă. Ванюк çав вăхăтра чăх урисем çинче ларакан çурт умне пырса тухнă иккен. Çакă тухатмăш карчăк пӳрчĕ пулнă. Ванюк пӳрте кĕнĕ, хуçине сывлăх суннă, çĕр каçарма ыйтнă. Карчăк шăпах хуран çуса тăнă-мĕн. Каçхи апат çинĕ, хырăмĕ тутă. Вăл каçхи хăнашăн питĕ савăннă: ирхине арçын ачаран яшка пĕçерме шут тытнă.
— Килех, ирт малалла.
Вăл Ванюка вырăн сарса панă, хăй кăмака çине хăпарса выртнă, шăпăрне кăмака хыçне пăрахнă. Ванюк çакна йăлтах курнă.
Çав вăхăтра Коля тусне шырама пуçланă.
— Эсĕ Ванюка курнă-и? — ыйтнă вăл тилĕ çуринчен.
— Çук, курман. Тен, ман анне курнă? Анне, эсĕ Ванюка курман-и?
— Курман пулин те шăршă тăрăх эпĕ санăн тусна тупса пама пултаратăп, — тенĕ тилĕ. Кольăна йĕр тăрăх ертсе кайнă.
Кĕçех вĕсем тухатмăш карчăк пӳрчĕ умне çитсе тăнă. Коля чӳречерен пăхсан карчăк çывăрма выртнине курнă. Тухатмăш çывăрса кайсан, вăл часрах пӳрте чупса кĕнĕ те Ванюка вăратнă. Вĕсем карчăк шăпăрне кăмака хыçĕнчен илнĕ те ун çине ларса киле вĕçсе кайнă. Çапла вара Коля Ванюка вилĕмрен çăлса хăварнă.
Шухăшсем
Your website, chuvash...
Are you maximizing the potential of your...
Your website, chuvash...
Every day, websites like chuvash....
I recently tried https://killakush...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...
I recently tried https://killakush...
Get more leads for your chuvash...