Ӳкерчĕксен кăшăлĕ
* * *
Пат! Персе анчĕ панулми йывăç çинчен. Курăк хушшинче ахлатнă сасă илтĕнчĕ. Пăхрĕ хуртланнă панулми çӳлелле, унта сип-симĕс улмасем йăлкăшаççĕ, пичĕсене хĕвел сăрĕпе сăрлаççĕ, çара кăкăрĕсене çулçăпа хупланçи тăваççĕ. Шел, ахлатнине илтмерĕç вĕсем.
Çав вăхăтра ӳкнĕ панулми хурчĕ йывăç вулли енне васкарĕ.
* * *
Çулçăсем çинче – лĕпĕш. Шурă ĕмĕт пек шурăскер, вĕл те вĕл вĕçет, çуначĕпе çулçăсене сĕртĕнет, чĕрери ачаш хĕлхеме хускатать.
Каярах çав вырăна каллех пырса тухрăм. Çулçăсем хуртланнă. Лĕпĕш çук.
* * *
– Анне, хитре чечек тупрăм, – савăнăçлăн чупса пычĕ ачи. – Епле хитре!
– Пăрах часрах, – хăтăрчĕ амăшĕ. – Мĕн хитри пултăр çав çум курăк çумĕнче.
Ача пуçне усрĕ. Ӳлĕмрен вăл хăй татнă чечексене амăшне кăтартмарĕ.
* * *
Картишĕнчи мăнтăр хур аçи, умĕнчи апата тин хыпса янăскер, кăнтăралла вĕçсе иртекен кайăк хурсене ăмсанмарĕ – мăнаçлăн, пăркаланса, ăшă витенелле уттарчĕ.
Ирхине таврана хур яшки шăрши сарăлчĕ.
* * *
Лап, лап каçса кайрĕ газон урлă пĕр лӳпперĕ. Чечек çĕр çумне лăпчăнса юлчĕ. Ура айне пулнăскер, юлашки вăйне пухса çĕкленчĕ те хĕвел енне çаврăнчĕ. Унăн вулли çине-çинех чĕтренчĕ, çулçи çинче куççуль тумламĕ ялтăртатрĕ. Чечек вилнине никам та асăрхамарĕ.
30.08.1975.
Шухăшсем
Are you maximizing the potential of your...
Your website, chuvash...
Every day, websites like chuvash....
I recently tried https://killakush...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...
I recently tried https://killakush...
Get more leads for your chuvash...
Your website, chuvash...