Çăварнири шуйттансем
Чипер хĕртен чипер арăм туса янă чипер арăмпа, ват асаттесен йăлипе, çăварнине хуняма карчăк патне кайрăмăр. Хăналарĕç лайăх. Алтăрпа та ĕçрĕмĕр сăрине, çиес килмесен те çирĕмĕр икерчине. Ĕçни-çини çăвартан тухма пуçласан, туртасене килелле çавăртамăр. Çăварни çуни, çут çуни, пит те лайăх шăвать килелле. Уçă сывлăшпа юрă шăранать. Пăт-пат çăлтăрсем ӳсĕртереххĕн пăхаççĕ.
Çын пек ларакан тĕмескесем патĕнчен иртсе кайрăмăр, çырма урлă каçрăмăр. Шыв арманĕ курăнчĕ. Пĕве урлă каçмалла. Хăрушă арман пĕви урлă каçма. Шуйттан çуна çине пырса ларассăнах туйăнать.
Хам шикленнине арăма систерместĕп-ха. «Ыр ĕçрĕмĕр-çирĕмĕр, ниçта намăс курмастпăр», — тесе мăн сасăпа юрласа пыратăп (хăранине арăм сисесрен).
Арăм аçам çаннинчен ячĕ тытрĕ сасартăк:
— Йăкăнат, Йăкăнат!.. Мăн турăн, мăн турăн амăшĕ, çăлах!.. Пăх. Шуйттан пур. Пĕтрĕмĕрех! — тет.
Пăхатăп малалла — пит-куç çуталсах кайрĕ. Пырать пире хирĕç шуйттан. Çӳллĕ, çилхисем хура, куçĕсем, эпир сăра ĕçнĕ алтăр пек, йăлкăшаççĕ анчах. Ах, турă!.. Сăхсăхса илтĕм те ну тапратрăм лашана пушăпа илме. Лаши çамрăк, шухă, тапранса кайрĕ, чут-чут вăркăнса юлаттăмччĕ çуна çинчен. Шуйттан çинех пырса кĕтĕмĕр. Иртсе кайрăмăр шуйттанран сиккипе, тата тепĕр шуйттан тухрĕ. Малтанхинчен пĕчĕкрех. Малтанхи пекех хуп-хура хăй. Пуçĕ шап-шурă, юр пек, аллинче пысăк чукмар.
Воспоти тур! Тытăнтăм лашана ăшалама. Киле çитичченех ăшаласа пытăм. Пăрçа пек тар юхать хамăн пит тăрăх.
Йăмăкăм:
— Мĕн пушар пулнă пек шаккатăн алăка! Лаши вилес пек хашкать. Ара апла... Арăму ăçта тата? — тет.
Пăхатăп çуна çине — арăм çук.
— Йăмăкăм, — тетĕп. — Арăма шуйттансем илсе юлнă. Арăмсăр мĕнле пуранас ĕнтĕ?
Ĕсĕклесе йĕрсе пĕр сехете яхăн выртнă хыççăн хăйă сӳнтерме тытăннăччĕ, чӳречерен тăкăртаттарма тытăнчĕç.
— Йăмăкăм, — тетĕп. — Шуйттансем çитрĕç. Тархасшăн, ан уç.
Сĕтел хушшинчен кăмака айне тарса пытантăм хам, кĕрĕк пĕркенсе выртрăм. Йăмăкăм уçрĕ кĕртрĕ шуйттана. Воспоти!
Шуйттанĕ шуйттан пулман, арăм пулнă. Аран сывлать хăй. Ара, çуран, ӳсĕр пуçпа ик çухрăм ытла килме сывлăш нумай кирлĕ пулмалла çав.
Ирхине чупрăм пуп патне. Çапла, çапла, арман тĕлĕнче икĕ шуйттан куртăм. Молебĕн туса яр-ха. Лешĕ шуйттансене хăратма светтуй молебĕн тумалла-та-ха... Тунăшăн ахаль тумăп...
Пĕр пăт, çиме хăварнă тыррах, леçсе памалла пулчĕ молебĕншĕн. Хăямат пупĕ!
Кайран пĕлтĕм: пуппа тиекех пулнă мана хăратакан шуйттансем, çавсемех хăратнă, йĕксĕксем!
Ман пек хуньăшсем патне каяс вырăнне, çăварнине иккĕш те вĕсем арман хуçи патне кайнă хăнана. Кушак сĕте юратман пекех, вĕсем иккĕшĕ те ĕçме «юратмаççĕ». Çавăнпа «ăша илкеленĕ» ĕнтĕ вĕсем эрехне çителĕклĕ. Ăша илсе тултарнă хыççăн тавлашу тухса кайнă вĕсен хушшинче. Пупĕ каланă:
— Эсĕ, дьякон тусăм, шулĕкле этем! Проçвир çине хунă 5 пуссене хулăн кĕсйӳне персе чикетĕн те 2-шер пуссемпе улăштаратăн, — тенĕ.
Дьяконĕ:
— Эсĕ тата турăхшăн выçăхса çӳретĕн. Чĕреспе пыракан хĕрарăма курсан, пĕшкĕнсе чĕрес ăшне пăхмасăр иртейместĕн, — тенĕ.
Пупĕ тарăхса çитнĕ. Шăлĕсене йĕрсе дьякона эрехпе сапнă, дьяконĕ пуçран çатлаттарнă икерчĕпе. Пупĕ вут-сыппи тытнă, дьяконĕ тарма тытăннă. Пупĕ хăвалама тытăннă, дьяконĕ тухса тарнă. Пупĕ хыçран, дьяконĕ пĕве урлă... Пĕве хыçĕнче хăратса пăрахнă вара вĕсем пире арăмпа иксĕмĕре. Ак ăçта пулнă вĕсем, шуйттансем!
Шуйттан вăл — шуйттанах çав!
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...