Чĕрӳ каллех ĕшеннĕн чăхăмланă...
А. Васана
Чĕрӳ каллех ĕшеннĕн чăхăмланă,
сываласси темле, тесе пуплен.
Калаçнăран чирӳ кăшт çăмăлланнăн
инкек çинчен мансах ĕмĕтленен.
Этем чĕри ытла ачаш та çепĕç,
ытла та вăл аманчăклă иккен.
Усал сăмах кала, чир-чĕрĕ çыпăç –
юман кĕрешĕ-и, пурпĕрех ӳкен.
Сăмах хăвачĕ çивчĕ хĕç пек мар-и?
Пĕри ыр ен, теприйĕ – усалли.
Тен, тахăшĕ сана кун-çул сунмарĕ,
хĕç тытрĕ унăн таса мар алли?
Чĕрӳ чăхăмламан, чĕрӳ аманнă,
суранĕ сывалса хăçан пирчет?
Ак халь каллех чирӳ çинчен йăлт маннă,
сана чĕнет малашлăхлă инçет.
«Чĕре ырри вăл пирĕншĕн сахал-ха.
Кирли – çав ырăшăн çапăçасси.
Çак çĕр çинчи йăлтах сана, ман халăх,
кунччен туни, татах та тăвасси».
Çапла шухăшсемпе хыпса çунатăн,
куратăн хальхине те пуласне.
Çур сăмахран чарнатăн та тăнлатăн
хастар чĕрӳн уксах çемми-сасне...
Сан хуйхуна пайлас тесе эп килтĕм,
инкекне мар эс патăн, – ик çунат.
Сывмар çынран миçемĕш хут пуль илтĕм
ырришĕн кĕрешмешкĕн вăй-хăват.
Шупашкар. 1977, июнĕн 6-мĕшĕ.
Шухăшсем
Your website, chuvash...
Are you maximizing the potential of your...
Your website, chuvash...
Every day, websites like chuvash....
I recently tried https://killakush...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...
I recently tried https://killakush...
Get more leads for your chuvash...